Юнкун, 06.11.2024, 02:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 5 » Нарăсăн 21-мĕшĕнче Тĕнчери тăван чĕлхесен кунне уявлаççĕ
Нарăсăн 21-мĕшĕнче Тĕнчери тăван чĕлхесен кунне уявлаççĕ
20:35
Сăн ÿкерчĕк
Тĕнчере кашни кун тенĕ пекех пĕр чĕлхе çухалать теççĕ. Тин кăна AFP агентство тепĕр чĕлхе çухални пирки пĕлтерчĕ. Ĕнчĕ (Инди) çыршывĕ шутне кĕрекен Андаман утравĕнче пурăнакан бо халăхĕн юлашки çынни, 85-ри Аслă Боа (Boa Sr) вилнĕ. Бо йăхĕ çак утравсенче 65 пин çул пурăннă тесе шутлаççĕ. Ытти халăхсемпе çыхăнмасăр чылай хушă парăннăран ăсчахсем вĕсем хăйĕн чĕлхине мĕн авалтан упранă теççĕ. Аслă Боа вилнĕ хыççăн бо чĕлхипе калаçаканни урăх тĕнчере юлман.

Аслă Боа 2004 çулхи цунамине те тӳссе ирттернĕ. Çав инкек иртсе кайнă хыççăн чĕлхе тĕпчевçисене вăл çапла пĕлтернĕ: «Çĕр чĕтреннĕ вăхăтра эпир пурте унта пулнă. Асли пире çапла каларĕ: Çĕр ик пая пайланĕ, ан чупăр, ан хускалăр.»

Ăсчахсем шутланă тăрăх андамансем кунта Африкăн хĕвелтухăç çыранĕнчен куçса килнĕ. Бо чĕлхи хăйĕн тымарĕсемпе палеолит вăхăчĕпе, этем çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçланă тапхăнчченхипе, çыхăннă тесе шутлаççĕ. Кăна шута илсен андамандсен чĕлхисем, вĕсен шутне бо чĕлхи те кĕрет, 10 пин çулта пулма пултараççĕ.

Аслă Боа вилнĕ хыççăн Андаманд утравĕсенче тата 9 йăх халăхĕ юлнă. Вĕсенчен кашни хăй чĕлхипе калаçать. Пĕр йăхĕ халĕ те ытти халăхсемпе хутшăнассинчен пăрăнать, вăл халăх шутне те пĕлмеççĕ. Ытти сакăр йăх шутĕнче пурĕ те 52 çын кăна пурăнать.

1858 çулта акăлчансем Андаманд тата Никабар утравĕсене хăйсене пăхăнтарма шут тытнă чухне кунта 5 пин çын пурăннă. Каярахпа чылайăшĕ ют çынсем илсе килнĕ чир-чĕртен вилсе пĕтнĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 656 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 2
0  
1 mixaj_58   (05.02.2010 20:37) [Материал]
21 февраля - Международный День родного языка
Каждый народ - это своя неповторимая культура, история, традиции, образ жизни. И, конечно же, язык. Сберечь его – очень важная задача.

В революционной России 1917 года насчитывалось 193 языка — на момент распада СССР только 40. Ежегодно исчезало около двух языков…

Для выживания языка необходимо, чтобы на нем говорило по меньшей мере 100 000 человек. Во все времена языки зарождались, существовали, затем вымирали, иногда даже не оставив следа. Но никогда ранее, они не исчезали настолько быстро.

С возникновением новых технологий национальным меньшинствам стало еще труднее добиться признания своих языков. Ведь язык, не представленный в Интернете для современного мира «не существует».

Международный день родного языка, прежде всего, направлен на защиту языков, которые исчезают. И задача эта важная и актуальная, ведь в наши дни каждый месяц в мире исчезает два языка.

Международный день родного языка отмечается ежегодно 21 февраля. Он был учрежден в 1999 году решением 30-й сессии Генеральной конференции ЮНЕСКО.

В Международный день родного языка все языки признаются равными, поскольку каждый из них уникальным образом отвечает предназначению человека и каждый представляет живое наследие, которое нам следует оберегать.


0  
2 mixaj_58   (05.02.2010 20:38) [Материал]
2 Migulaj (Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайтĕнче çапăннă комментари)
Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар. Ăна ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтĕлес ĕçсене çеç туса пымалла. Вĕсенчен чи кирлисем:

1. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче (çĕршывĕнче) тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле. Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче, шкулта, суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла. Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла. Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
2. Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла. Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла. Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
3. Чăвашсен Аслă Канашĕнче, судра, шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла.
4. Шкул программине улăштармалла. Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла. Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар. Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
5. Чăвашсен инçекуравне (television), радиова аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар, радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
6. Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла, ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.

Эпĕ ĕçре час-часах Швеци, Анатри çĕршыв (Kingdom of the Netherlands) çыннисемпе тĕл пулса калаçатăп. Вĕсем хăйсем нумай чĕлхепе калаçаççĕ, анчах та чи мала вĕсем тăван чĕлхене хураççĕ. Вĕсем тăван чĕлхене пĕлменскерсене çын вырăнне хурса шутламаççĕ. Тăван чĕлхене пĕлменни вĕсемшĕн чи пысăк çылăх шутланать.




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 40
Хăнасем 40
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz