2017 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче ентеш, паллă ăсчах-композитор В. Ф. Романов çуралнăранпа 80 çул тултарать. Ман ун çинчен каласа пама сăлтав çук мар. Пĕр ялсем (Çĕньял Упи) тата хам журналист пулнишĕн кăна та мар. Мана вăл анне урлă тăван та тивет. Унăн ашшĕ, Федор Романович Романов, аннен ашшĕн (кукаçи И. Р. Романов) шăллĕ пулнă. Нумай яваплă должноçсенче (Çĕрпỹ райзовĕн колхозсенчи организаторĕнче, Шупашкарти “Çамрăк большевик” хаçатăн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕнче, Элĕк парти райкомĕн секретарĕнче тата ытти çĕрте те) ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Унта ни-мĕç захватчикĕсене хирĕç капитан полк парторгĕ, аслă политрук пулса паттăррăн çапăçнă. Белоруссири Белосток районĕнчи Курашеево ялĕ çывăхĕнчи (халĕ Польша территорине кĕрет) çапăçура 1944 çулхи июньте пуçне хунă. Ăна фронтра çар заданийĕсене тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Унăн ывăлне, Вилорик
...
Малалла вула
|
(Н. С. Карлин композитора чысласа) Çапла калассăм килет манăн Н. С. Карлин юрăç-композитора курсан е ун çинчен илтсен. Илемлĕ юрăсем янрама тытăнсан та “Ку Карлинăн мар-ши” тесе шухăша каятăн. Савăнатăп çеç эпĕ кунпа. Ара, чи хитре, тарăн шухăшлă юрăсем-çке кусем, Николай Сергеевич хайланисем. Сăвăсем те çырать вăл, кĕввине те хăех хывать. 250 ытла юрă ун алли витĕр тухнă. Алă çеç-и, чун-чĕри шăратса кăларнă вĕсене. Çавăнпа вĕсем халăхшăн питех те паха. Çак юрăсем ачалăха, яшлăха аса илтереççĕ, йăпатаççĕ. Н. Карлин тăван республикăн кăнтăр районĕсенчен пĕринче çуралса ỹснĕ. Аслă Елчĕк каччи пире хамăр ентешĕмĕр пекех хаклă. Вăл маларах тăван районăмăрти Пикшик вăтам шкулĕнче ĕçлесе кунти культура çурчĕ çумĕнчи хора ертсе пынă, тулли мар яваплă “Чулхула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн-Заволжски ЛПУМГăн клубĕнче ача-пăчана кăна мар, çитĕннисене те юрлама хăнăхтарнă. Кам юрламасть пулĕ паян Николай Карлинăн юррисене: пĕччен те (
...
Малалла вула
|
“Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн хыпарĕсем” ăслăлăх журналĕн 4-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ. Сăмах май, вăл çулталăкра икĕ хутчен пичетленет, тĕп редакторĕ — истори ăслăлăхĕсен докторĕ Л. Ефимов профессор. Номер шăпах унăн сăмахĕпе уçăлать. Лев Архипович хальхи кăларăма Ĕç çыннин çулталăкне халалланине пĕлтерет. Номерте чăвашлăхпа ĕçчен чăваш çыннисем çинчен 20 ытла материал пичетленнĕ, çав шутра Трак ен çыннисем çинчен çырнă хайлавсем те пур. Акă, 4—16 страницăсенче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн президенчĕн, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн Е. Ерагинăн “Вклад Чувашской народной академии наук и искусств в развитие краеведения в современных условиях” тата истори ăслăлăхĕсен докторĕн, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн çĕршывпа регион историйĕн кафедрин профессорĕн, Чăваш ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн вице-президенчĕн Л. Ефимовăн “Краеведение в Чувашии: исторический опыт, проблемы, пе
...
Малалла вула
|
Борис Александрович Романов поэт 1947 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. 1979 çулта ăна СССР Писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Вăл 1983 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта вилнĕ. Б. Романов сăвăçпа эпир пĕр вăхăталла ỹснĕ. Иксĕмĕр те Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейски вăтам шкулĕсенче, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕсенче пĕлỹ илнĕ. Манран икĕ çул аслăрах пулнă пирки вăл маларах вĕреннĕ, аслă юлташ пулнă. Юлташлăх туйăмĕ пысăкчĕ унăн, яланах ентешĕсене май пур таран пулăшма тăрăшатчĕ. Çав туйăмсене поэт хăйĕн “Тантăшлăх” сăввинче аван уçса панă. Тантăшлăх — çулсем танни çеç мар, çырлахтармĕ çулпа çеç виçни. Тантăшлăх — малашлăха вĕçни, тĕнчери сỹнтерейми кăвар — шĕл-кăвар — яланлăх çамрăклăх, пурнăçри телейлĕ харсăрлăх… Тантăшлăх савмашкăн: тупăшма — пытарса тăмасăр; пулăшма — чĕнессе кĕтмесĕр; юратма — пурнăçа çеç, уншă
...
Малалла вула
|
Районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче районти таврапĕлỹçĕсен отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕл çинчен унта уйрăм ертỹçи В. Константинов отчет туса пачĕ. Чăн та, кам-ха вăл таврапĕлỹçĕ? Чи малтанах — хăйĕн юратнă тăрăхĕпе интересленекен, тăван ял историйĕпе тата унăн çут çанталăкĕпе кăсăкланакан. Акă, Красноармейскинчи Л. Антонов, яланхиллех, çут çанталăка упрама чĕнет. Патриотизм туйăмне хăпартассипе çыракансем те çук мар. Владимир Захарович хăйĕн сăмахĕнче район центрĕнче пурăнакан Г. Дубров "Пирĕн йăх-несĕлсем" кĕнекинче (2014) çак ĕçе тĕпчес енĕпе нумай тимленине каларĕ. Йĕпрем тăрăхĕнчи Ивантей йăхне паллă тума та, сăмахран, 252 çын пухăннă. Пĕлтĕр Красноармейскипе Анатри Типçырма ялĕсенче вăрçăра пулнисене асăнса палăксем юсанă-уçнă. Шел те, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсен тимсĕрлĕхне пула вĕсенче илсе кăтартнисен списокĕсене кĕрейменнисем те тăрса юлнă. Йăнăша вара тỹрлетмеллех! “Пĕлтĕр Красноармей
...
Малалла вула
|
Борис Романов... Унăн ячĕпе хушаматне çырса хутăм кăна, манăн асăмра хăйĕнпе пуçласа паллашнă самант чĕрĕлсе тăчĕ. 1967 çулхи ака уйăхĕн варринче “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлани эрне иртнĕччĕ çеç Александр Петров журналистпа иксĕмĕр ларакан пỹлĕме çамрăк каччă кĕрсе тăчĕ. “Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен, хушăран “Ялав”, “Тăван Атăл” журналсенче сăвăсем пичетлекен Борис Романов пулатăп, — терĕ те, иксĕмĕре те алă пачĕ. — Сирĕнтен хăшĕ те пулин лирăпа туслă-и?” Редакцин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ, Муркаш районĕнчи Нискасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Петров (ку вăхăт тĕлне вăл Чăвашгизра ял хуçалăх темипе 2 брошюра кăларса ĕлкĕрнĕччĕ) тỹрех ман çине тĕллесе кăтартрĕ. Килнĕ çамрăк çын çакăн хыççăн Александр Егоровичран мана пĕр-икĕ сехетлĕхе хăйĕнпе уçăлса çỹреме ямашкăн ыйтнине пуçлăхăм хирĕçлеймерĕ. Уçă сывлăша, ирĕке тухсан, студент-поэтпа Красноармейски ялĕн урамĕпе
...
Малалла вула
|
Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикин Наци библиотеки “Çулталăк кĕнеки — 2017 çул календарĕ” пичетлесе кăларнă. Унта Чăваш Енĕн политикăпа, экономикăпа, культурăпа, ăслăлăхпа çыхăннă 550 пулăмĕ пирки çырса кăтартнă, республикăн чи сумлă çыннисен кун-çулĕпе паллаштарнă. Иртнĕ кунсенче асăннă кĕнеке пирĕн районти тĕп вулавăша та çитрĕ. Самай хулăн календарьте, паллах, паллă юбилейсемпе çыхăннă материалсене вырнаçтарнă. Çав шутра Трак енрен тухнă çынсем те пур. Акă, патшалăх, обществăпа политика деятелĕсен йышĕнче Кириллов Александр Григорьевич (15. 04. 1952) — Янкас ялĕнчен. Вăл — медицина наукисен докторĕ, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ врачĕ, ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ пулса ĕçленĕ — 65 çул тултарать. Александр Семенович Сымокин (16.08. 1907 - 12.11. 1980) республикăри “Çамрăк колхозник” хаçат редакторĕ, ВЛКСМ обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Вăл — Çĕньял Упирен, унăн 110 çулхи юбилейĕ. Ученăйсенчен: Ива
...
Малалла вула
|
Районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕпе Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн членĕсен пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Унта тĕп ыйтусемпе Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн тата Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕсем З. Михайловапа И. Прокопьев тухса каларĕç. Вĕсене тĕплĕн тишкерсе сỹтсе явнă хыççăн ларура пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 10 сехетре районти Культура çуртĕнче “Янкас вулавĕсем” ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ ирттерме, каçхине 18 сехет те 30 минутра кунтах районти Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсене чыслама йышăнчĕç, конференци тематикине, тухса калаçакансене, асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерессишĕн яваплисене палăртрĕç. Раççейри — Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнчи культурăпа çыхăннă мероприятисен планĕ Трак енре çав тери анлă. Ларура, ав, кăçал литературăра, поэзире, журналистикăра, юрăпа ỹнер искусствинче вăй хуракансен юбилейĕсене паллă тăвассипе çыхăннă ыйтă
...
Малалла вула
|
Ентешсем поэт-фронтовикăн В. Н. Васькинăн ятне, унăн паттăрлăхĕпе пултарулăхне яланах чĕрере упраççĕ. Василий Никитич Никитин (Васькин) 1917 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи (ун чухне - Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ вулăсĕнчи Шăпăлка вулăсĕ) Шывпуç Чуракасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. 1931 çулта Энтриелĕнчи (Канаш районĕ) колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çав çулах Улатăрти педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан 1934 çулта вĕренсе тухсан, пĕр çул Шывпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли кĕçĕн вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ.1935—1941 çулсенче Ямашри вăтам шкулта (Канаш районĕ) чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1939—1941 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинчех вăл чăваш поэзийĕнче, метеор пек çуталса, паллă йĕр хăварма пултарнă. Ăна пиччĕшĕ — Мирон Никитич Никитин (вăл каярахпа 1949 çулта çĕршывăн чи пысăк наградине —
...
Малалла вула
|
|