Ытларикун, 19.11.2024, 18:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Пулать вĕт çавăн пек чăн-чăн этем!..
Пулать вĕт çавăн пек чăн-чăн этем!..
18:27
Сăн ÿкерчĕк

(Н. С. Карлин композитора чысласа) Çапла калассăм килет манăн Н. С. Карлин юрăç-композитора курсан е ун çинчен илтсен. Илемлĕ юрăсем янрама тытăнсан та “Ку Карлинăн мар-ши” тесе шухăша каятăн. Савăнатăп çеç эпĕ кунпа. Ара, чи хитре, тарăн шухăшлă юрăсем-çке кусем, Николай Сергеевич хайланисем. Сăвăсем те çырать вăл, кĕввине те хăех хывать. 250 ытла юрă ун алли витĕр тухнă. Алă çеç-и, чун-чĕри шăратса кăларнă вĕсене. Çавăнпа вĕсем халăхшăн питех те паха. Çак юрăсем ачалăха, яшлăха аса илтереççĕ, йăпатаççĕ. Н. Карлин тăван республикăн кăнтăр районĕсенчен пĕринче çуралса ỹснĕ. Аслă Елчĕк каччи пире хамăр ентешĕмĕр пекех хаклă. Вăл маларах тăван районăмăрти Пикшик вăтам шкулĕнче ĕçлесе кунти культура çурчĕ çумĕнчи хора ертсе пынă, тулли мар яваплă “Чулхула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн-Заволжски ЛПУМГăн клубĕнче ача-пăчана кăна мар, çитĕннисене те юрлама хăнăхтарнă. Кам юрламасть пулĕ паян Николай Карлинăн юррисене: пĕччен те (соло), иккĕн те (дует), виççĕн те (трио) тата ансамбльсемпе хорсем те. “Анне” юрăри сăмахсем кама лăпкăн хăварĕç: Ачалăх кунĕсем аса килеççĕ. Тек çавăраймăп эпĕ вĕсене. Анне сасси пулса мана чĕнеççĕ Тăван ялти кивелнĕ çурт умне... Кĕвви те чуна пырса тивет. “Вуникĕ чĕкеç” юрă хамăр районти ветерансен хорĕн репертуарĕнче яланлăхах тенĕ пек çырăнса юлнă. Конкурссенче ялан çĕнтерет вăл. ...Йĕлмерен те тунă, ай, пуканĕ Ыттисенчен мĕн-ма лайăх-ши? Пĕр тымартан тухнă, ай, тăванĕ Ытти çынран мĕн-ма çывăх-ши?.. Тăван халăхăмăра ытти юррисем те савăнтараççĕ унăн. Хăна-вĕрле пухăнсан вара пурте пĕрле “Юр тăкăнать” юрра шăрантаратпăр: Юр тăкăнать, юр тăкăнать Ял-хуласем çине. Эсĕ — ялта, эп — хулара Çак хĕллехи каçхине. Сивĕ хĕл каçĕ, Сивĕ хĕл каçĕ Сивĕтеймест пире. Эс юратсассăн, Эп юратсассăн Пулăпăр-ха пĕрле. Кăçалхи авăн уйăхĕнче Николай Карлин хăйĕн 70 çулхи юбилейне (пĕр çĕрте кăна мар) мăнаçлăн паллă турĕ. Вăл çĕр çине 1946 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче килнĕ. Тăван тăрăхĕ евĕрех Шупашкар та чун-чĕрипе савăнчĕ. Микулай ача чухнех, вăйăсем вылянă май, 3—4-рах ĕнĕрлесе çỹренĕ. Ашшĕ, Сергей Карлин, Хура тинĕс флочĕн морякĕ пулнăскер, юрра-ташша ăста пулнă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенешкел, кукашшĕ те, Климентий, (пачăшкă пулнă, аван юрланă) Пăла таврашĕнчи чи чаплă юрăç шутланнă. Каччăна ялан сцена илĕртнĕ, ỹссен унтан анман та темелле. Ялта чухне тăтăшах концертсене хутшăннă. Пултарулăх ушкăнĕпе ăçта кăна çитмен пулĕ? Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене Тутарстанăн Пăвапа Теччĕ тăрăхĕнчи халăх питех те ăшшăн йышăннă. Елчĕкри культура çурчĕн ĕçченĕ пулса вăй хунă çулсенче те, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ тапхăрта та сăвă-юрă хайланă Николай Сергеевич. Вăл хăй чунтан кăмăлланă В. А. Ходяшев педагог уншăн тăрăшни çинчен халĕ те сума суса аса илет. 40 çул ытла тăрмашнă вăл творчество ĕçĕнче: “Текстильмаш” производство пĕрлешĕвĕнче, 4-мĕш №-лĕ профессипе техника училищинче, Трак тăрăхĕнче... Пур çĕрте те пархатарлăн пуç таяççĕ çынсем çак тĕлĕнмелле те илемлĕ, вăй-хăватлă, çут малашлăхлă ăстаçăна. Чĕри халăхшăн тапса тăнăшăн, юрă-ташă тĕнчине вăхăтлăх та пулин çĕкленĕшĕн. “Шурă, шурă хурăн, Кăтра çивĕтсем. Сывлăмпа йĕпеннĕ Сан туратусем” — яшлăхра кĕвĕленĕ “Шурă хурăн” паянхи кун та янăрать ав. Хăй ертсе пыракан хор коллективĕсенче 4—6 сасăпа шăранаççĕ юрăсем. Кун пекки сайра тĕл пулать, çавăнпа вăл чапа тухнă та. Пурте вĕсем “халăх” коллективĕ ята тивĕçнĕ. “Ăçта тымар янă паян пултаруллă композитор-сăвăç?” — тейĕ вулакан. Н. С. Карлин паян Самар облаçĕнче тăрăшать. Кунти Сергиевск район администрацийĕ чĕннипе тымар янă вăл. Вăхăтлăха кайнăскер унтах юлнă. Ара, кунти ертỹçĕсем Хурамал Этелекре ятарласа пỹрт-çурт лартса панă-çке “халăх çыннине” (çапла калассăм килет манăн ăна). Н. Карлин тунă ĕçĕпе лăпланса лармасть. Нумаях пулмасть вăл Шупашкарти “Пегас” издательствăра “Юмах, легенда, баллада” ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер сĕннипе Николай Сергеевич ЧР профессионал писательсен союзĕнче тăрать. Республика тулашĕнче 17 çул пурăнать пулсан та, манмасть, килсех çỹрет тăван тăрăха, Чăваш ене паллă композитор-çыравçă. Кунти халăх мĕн кăмăлланине аван пĕлсе тăрать вăл, ютра та чăваш кĕввиллĕ юрăсем хайлать. Вĕсене пирĕн пата та çитерсе парать, шăписене сăнать, юлашкинчен пулакан результачĕпе йăпанать, мĕншĕн тесен туять, пĕлет — кусем — шедеврсем, хитсем... Çаплах пулса тухать те, тухтăр та ĕмĕр-ĕмĕре. Шупашкара килсен Чăваш наци радионе кĕрсе тухма та йыхравлаççĕ юрă ăстине. Нумаях пулмасть пĕр передачăра унăн сасси янăрарĕ. Илтрĕм те, тĕлĕнтĕм те — унăн шухăшĕсем манăннипе пĕр килчĕç. “Пушă, çăмăлттайлăн янăракан “юратап” сăмаха пĕр сăвăрах вуншар хут асăнакан юрă-кĕвĕ йăлăхтарать, чăнлăхне, малашлăхне çухатать. Чапшăн çунакансен юррисем манăçаççĕ, халех, паянах, ырана асра юлмаççĕ”, — тетĕп эпĕ те. “Паллах, ырă юрăсем те пур, юрăçсем те: Московский, Федорова, Фарида, Л. Васильева, А. Шадриков, А. Васильев, О. Лукова, Л. Семенова... Вĕсем юррисене “ала” витĕр сăрăхтараççĕ. Тавах уншăн вĕсене. Авалхи композиторсен — Ф. Павловăн, Г. Хирбюн, С. Максимовăн, Г. Лебедевăн, ыттисен юррисене манни пире чыс кỹмест. Вĕсем укçашăн вăй хуман, халăхшăн тăрăшнă”, — тет Н. Карлин. Эпĕ те вулакансен ячĕпе хỹхĕм юрăсем çырма Н. Карлина çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.

В. Рудникова.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 450 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 15
Хăнасем 15
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz