Вырсарникун, 22.12.2024, 23:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Трак ен çинчен çырнă хайлавсем те пур
Трак ен çинчен çырнă хайлавсем те пур
17:53
Сăн ÿкерчĕк

“Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн хыпарĕсем” ăслăлăх журналĕн 4-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ. Сăмах май, вăл çулталăкра икĕ хутчен пичетленет, тĕп редакторĕ — истори ăслăлăхĕсен докторĕ Л. Ефимов профессор. Номер шăпах унăн сăмахĕпе уçăлать. Лев Архипович хальхи кăларăма Ĕç çыннин çулталăкне халалланине пĕлтерет. Номерте чăвашлăхпа ĕçчен чăваш çыннисем çинчен 20 ытла материал пичетленнĕ, çав шутра Трак ен çыннисем çинчен çырнă хайлавсем те пур. Акă, 4—16 страницăсенче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн президенчĕн, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕн Е. Ерагинăн “Вклад Чувашской народной академии наук и искусств в развитие краеведения в современных условиях” тата истори ăслăлăхĕсен докторĕн, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн çĕршывпа регион историйĕн кафедрин профессорĕн, Чăваш ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн вице-президенчĕн Л. Ефимовăн “Краеведение в Чувашии: исторический опыт, проблемы, перспективы” ăслăлăх статьисем пĕлтерĕшлĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Евгений Евстафьевичпа Лев Архипович вĕсенче пирĕн тăрăхри К. Шачкин, Н. Ершов, В. Константинов, Э. Патмар таврапĕлỹçĕсен хушамачĕсене те ырă ĕçпе палăртса асăнаççĕ. Эдисон Иванович, акă, 100 пин сăмахран тăракан вырăсла-чăвашла словарь пичетлесе кăларма хал çитерчĕ. 126—130-мĕш страницăсенче “Величие поэмы “Нарспи” в скульптурах С. Н. Кадикина” статья кун çути курнă. Авторĕ — Красноармейскинчи вăтам шкулăн чăваш чĕлхи, тăван тăрăх культурипе обществознани учителĕ, Чăваш халăх академикĕ В. Михайлов. Виталий Михайлович унта С. Кадикин скульптор чăваш наци илемлĕх литературин никĕсне хывнă К. Ивановăн “Нарспи” поэми епле витĕм кỹнине уйрăм тĕслĕхсемпе сăнласа панă. 138—140-мĕш страницăсенче Чăваш халăх академикĕн, Н. Янкаспа С. Михайлов-Янтуш премийĕсен лауреачĕн В. Константиновăн (Красноармейски ялĕ) “Славная династия артиллеристов” хайлавне пичетленĕ. Владимир Захарович унта Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Йĕпремри Ивановсем çинчен илемлĕ те вуланмалла чĕлхепе ăшшăн çырса кăтартать. Ку йăхри Иван Кузьмин, сăмахран, Георги хĕресĕн виçĕ степеньне тивĕçнĕ. Унăн аслă ывăлне — МТС-ра трактористра ĕçленĕ М. Иванова 1941 çулхи апрельте çара илнĕ, вăл вăрçă пуçланнă çулах хыпарсăр çухалнă. Иккĕмĕш ывăлĕ — Яков — артиллерист пулнă, унтан Мичурин ячĕллĕ колхозра механизаторта вăй хунă. Ку йăхри ытти арçынсем те аслисен пархатарлă ĕçне малалла тăснă, тăсаççĕ те. Халĕ, авă, Сергей — Раççей Çарĕн офицерĕ, вăл та — артиллерист. Статьяна сăнỹкерчĕксемпе те пуянлатнă. Сăмах май, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн кăçалхи чỹк уйăхĕн 22-мĕшĕнчи номерĕн 2-мĕш страницинчи “Пĕлетĕн-и хăвăн тăрăха?” рубрика айĕнчи "Виçĕ Георги хĕресĕн кавалерĕ" материалта В. Константинов таврапĕлỹçĕ ку ăру çыннисем пирки туллин çырса кăтартнăччĕ. Çỹлерех асăннă журналăн 154—159-мĕш страницисенчи “Историк, композитор, педагог” (К 80-летию со дня рождения В. Ф. Романова) статьяпа та паллашма кăмăллă. Авторĕсем — истори ăслăлăхĕсен докторĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн çĕршывпа пĕтĕмĕшле истори кафедрин профессорĕ Т. Сергеев тата кунти историпе филологи факультечĕн III курс студентки Дарья Александрова. Унта 1937 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпỹ хулинчи учитель çемйинче çуралнă, ачалăхне пирĕн районти Çĕньял Упи ялĕнче ирттернĕ, вырăнти тата Янкасри шкулсенче вĕреннĕ Вилорик Федорович Романов пирки (ăна пĕр-икĕ хут хам та курнă — АВТ.) ăшшăн тата тĕплĕн каласа панă. Истори учителĕ пулнăскер, диссертаци хỹтĕлесе ăслăлăх кандидачĕ пулса тăнă. 2006—2008 çулсенче Вилорик Федорович И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн çĕршыв историйĕн кафедрине ертсе пынă, инсульт хыççăн мĕн çĕре кĕричченех çак кафедра профессорĕнче тăрăшнă. Ăсчах юрăсем кĕвве хывнипе те (вăл — ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ), чылай кĕнеке авторĕ, “Трак ен” ентешлĕхĕн активлă членĕ пулнипе те паллă. В. Ф. Романовăн пурнăçĕ 2009 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче татăлнă. Шел те, паха та чăвашлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак журналăн тиражĕ калама çук пĕчĕк — пурĕ те 100 экземпляр кăна.

В. Данилов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 426 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz