Вырсарникун, 22.12.2024, 23:41
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Нарăс » 20 » Тарăн касă (Борис Романов çуралнăранпа - 70 çул)
Тарăн касă (Борис Романов çуралнăранпа - 70 çул)
17:32
Сăн ÿкерчĕк

Борис Александрович Романов поэт 1947 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. 1979 çулта ăна СССР Писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Вăл 1983 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта вилнĕ. Б. Романов сăвăçпа эпир пĕр вăхăталла ỹснĕ. Иксĕмĕр те Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейски вăтам шкулĕсенче, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕсенче пĕлỹ илнĕ. Манран икĕ çул аслăрах пулнă пирки вăл маларах вĕреннĕ, аслă юлташ пулнă. Юлташлăх туйăмĕ пысăкчĕ унăн, яланах ентешĕсене май пур таран пулăшма тăрăшатчĕ. Çав туйăмсене поэт хăйĕн “Тантăшлăх” сăввинче аван уçса панă. Тантăшлăх — çулсем танни çеç мар, çырлахтармĕ çулпа çеç виçни. Тантăшлăх — малашлăха вĕçни, тĕнчери сỹнтерейми кăвар — шĕл-кăвар — яланлăх çамрăклăх, пурнăçри телейлĕ харсăрлăх… Тантăшлăх савмашкăн: тупăшма — пытарса тăмасăр; пулăшма — чĕнессе кĕтмесĕр; юратма — пурнăçа çеç, уншăн юрлама”. Университетра вĕреннĕ вăхăтра Борис Романов ман пата Çĕньял Упи ялне пырса кайнăччĕ. Эп хам та хаçат-журналпа çамрăклах тачă çыхăну тытнă та, творчествăпа пурнăç ыйтăвĕсем çинчен нумай калаçса лартăмăр ун чух. Ентешĕмĕрĕн авторитечĕ пысăкчĕ. Çамрăклах поэзи енне туртăннă вăл, сăввисене район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетленĕ. Малтанхи сăввисем 1963 çулта “Ялав” журналта кун çути курнă. Вара çамрăк поэтăн сăввисем “Тăван Атăл” журналта, “Çамрăк коммунист”, “Коммунизм ялавĕ”, “Пионер сасси” хаçатсенче çапăннă. Пĕррехинче, Шупашкарта вĕреннĕ тапхăрта, Романов мана хăйĕн пулас кĕнекинчи сăвăсене сỹтсе явнă çĕре чĕнчĕ. Унăн хайлавĕсене ят-сум илнĕ сăвăçсем тишкерчĕç. Пултарулăх лаççинче хĕрỹ калаçу пулса иртрĕ ун чух. Çăмăл пулман ентешĕн сăвă тĕнчинчи çулĕ. Кашни сăвă йĕркине чун-чĕре витĕр шăратса кăлармалла пулнă. Çул-йĕр çынсен те тăйлăк-тайлăк Эрешлĕ пурçăнпа сарман. Этем — этем пулнишĕн вăйлă, Ан тивтĕр шăтсанах хăрма. Ỹкме мĕнех: Куçна чăлт хуп та Улăхакан ту тỹпине çитмешкĕн ту эс пĕр-ик утăм — Персе анатăн та тĕпне. Ỹсес тени — кун-çул маякĕ. Ỹсеслĕх туртăм — пĕчĕкрен. Пĕр ỹсĕмри ăру йăх-яхĕ Пуласшăн мар кашни пиртен. Унăн малтанхи сăввисем “Çăл таппи” сборникре “Ĕненỹ” ятлă кĕнекере 1976 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. “Ваньăна — пĕрремĕш кĕнекене, чун-чĕререн ырă сунса. Борис. 12. 5. 76 ç.” тесе çырса панăчччĕ кĕнекене мана. Ăна ку таранчченех чи хаклă парне вырăнне хурса упратăп. “Ватăлаççĕ — ватăлас килмесĕр. Эпĕ пур, çакна пĕлсе тăрах, Ватлăх çитессе ỹпкелешмесĕр, çамрăкран ỹсесшĕн-ха татах. Яшлăхăм, юратнă çил çунатăм! Пĕчĕкрен сана эп, çĕр ачи, Утланасшăнах хыпса çунаттăм, çĕмĕрттер, пул кăмăлăм уççи!” Ку йĕркесем çав кĕнекери “Кăмăл” сăвăран. Виçĕ çул Борис Александрович Çĕрпỹ районĕнчи Çавалхĕрри Кăнаш ялĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературин учителĕнче ĕçлерĕ. Совет Çарĕнче (май 1972 — май 1973) службăра пулчĕ. Каярахпа пире районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче пĕрле ĕçлеме тỹр килчĕ, эпĕ — пай пуçлăхĕпе пĕр вăхăтрах редактор çумĕччĕ, вăл — яваплă секретарьччĕ (август 1974 — апрель 1975). Хаçатра пичетлеме яракан материалсене питĕ тимлĕн, тĕплĕн вуласа тỹрлетме тăрăшатчĕ. Пĕр сăмахпа, хăй тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Ахальтен мар кунтанах ăна Чăваш телевиденийĕн литературăпа драма передачисен аслă редакторĕ пулма илсе кайрĕç. Телепередачăсене те аван хатĕрленĕ ентеш. Вĕсене хамăр та сахал мар пăхнă, савăннă, аслă юлташпа тивĕçлипе мăнаçланнă. Хăвпа пĕрлех вăрат мана, хĕвел, Хăвпа пĕрлех ан вырттарсам каçпа. Упрантăр пурнăçра пĕртен-пĕр мел: ĕçре танах пырасчĕ сухаçпа. Б. Романов Пĕтĕм Союзри çамрăк писательсен 6-мĕш съезчĕн ĕçне хутшăннă, М. Дудин семинарĕнче ăсталăхне туптанă. Унăн сăввисем “Çеçпĕл çеçкисем”, “Малтанхи утăмсем” сборниксенче кун çути курнă. 1976 çулта унăн “Ĕненỹ”, 1979 çулта “Сенкер хĕвел”, 1984 çулта “Кăкăр сĕчĕ” кĕнекисем çапăнса тухнă. Эп пĕр хамшăн кăна уй-хире Мул тума хапсăнмастăп, Сухалатăп, выратăп, Кăмăлпа саламлатăп ире, — çырнă вăл “Кăкăр сĕчĕ” поэма сыпăкĕсенче. 1976 çулта Б. Романовăн сăввисен ярăмĕ Мускавра “Молодая гвардия” издательствăра “Родники” альманахра пичетленнĕ, вĕсене вырăсла чĕлхене куçарнă пулнă. Ентеш-сăвăçăн хайлавĕсенче çынлăх (“Çынлăх”, “Ура çинчи чăнлăх”), туслăх, тăванлăх (“Çуралнă вырăнта”, “Çуралнă кил”,”Тантăшлăх”), патриотла воспитани (“Постра”, “Матросов саманчĕ”, “Бомба”, “Купала сăнарĕ”, “Куççуль”) темисем ытларах вырăн тупнă. Вилĕмсĕр сăввисенче вăл тăван çĕршыва (“Тăван çĕршыв”), ял çыннин пурнăçне (“Çăкăр шăрши”, “Ака”) мухтанă. Пурăннă пулсан, Б. Романов, паллах, пире тата нумай хайлавĕсемпе савăнтарнă пулĕччĕ. Шел, талантлă поэтăн кун-çулĕ 37 çул тултаричченех татăлнă.

И. Прокопьев.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 359 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz