Саратов облаçĕнчи Балаково хулинчен "Кĕмĕл сасă” фестивале çитнĕ Андрей Анисимов куракансен асĕнче юлаканнисенчен пĕри пулĕ. Ахальтен мар ăна "Чи лайăх юрă” номинацире палăртрĕç. Андрей чĕринче чăвашлăх туйăмĕ вĕресе тăрать. Ашшĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи сывлăшпа киленсе ÿснĕ, амăшĕ чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен украинка. Анатолий Анатольевич 1970 çулта Саратовра ПЭВМ операторне вĕреннĕ. Каччăсен общежитийĕпе юнашар пикесем пурăннă. Пĕррехинче яш çурт умĕнче тăракан хÿхĕм хĕре куç хывнă. Новониколаевка пики те каччăна вĕçертес темен. Анисимовсен çемйинче Андрей çуралнă. Ашшĕ ывăлне тăван чĕлхене вĕрентесшĕн пулнă-ха, анчах амăшĕ хирĕçленĕ. Анатолий Анатольевича шăпа нумай пурăнма пÿрмен. Сакăр çултах Андрей ашшĕсĕр юлнă. Арçын ача çавăн чухне тупа тунă: мĕнле пулсан та тăван чĕлхене вĕренмеллех. Тăхăр çулта вăл пĕрремĕш хут Йĕпреç тăрăхне çитсе курнă, анчах хăнара нумай пурăнайман. Каярахпа амăшĕ: "Пире унта никам та кĕтмест”, - тесе лăплантарасшăн пулнă. Вун виçĕ çулти Андрей ним тума аптранăран килтен тухса тарнă. Ăçта тетĕр-и? Паллах, Чăваш Республикине. Анчах укçа Чĕмпĕре çитмелĕх кăна пулнă. Пуç усман каччă. Çывăхри почта уйрăмне кĕнĕ те асламăшĕ патне телеграмма янă. Ватă çын мăнукĕ килтен тарнине ĕненмен пулин те сакăр сехетрен кÿршĕ облаçа çитнĕ. Тăкаксене саплаштарас тесе кинне укçа ярса панă. Пĕр уйăх сисĕнмесĕр иртнĕ. Андрей каялла Балаковăна таврăннă. Амăшĕ ывăлне ятламан, кун пекки текех пулмасса шаннă. Кăлăхах.
Вун тăватă çул тултарсан амăшĕ дачăна кайнă самантпа усă курса Андрей каллех Чăваш Ене тарнă. Хальхинче пĕр пăтăрмахсăр çитнĕ. Асламăшĕ мăнукĕ пĕччен килнине ĕненмесĕр картишĕнчен урама тухса пăхнă. Андрей вăхăта усăсăр ирттермен: çава тытса утă çулма хăнăхнă, улăхра ĕне-сурăх кĕтнĕ, ял çамрăкĕсемпе туслашнă. Хумпуç Патăрьел ял çыннисем Раиса Михайловна мăнукĕнчен тĕлĕннĕ. Кун пекки пулман вĕт! Андрей чăваш сăмахĕсене вĕреннĕ, калаçăвĕнче вĕсемпе усă курма тăрăшнă. "Чăваш ташши” аудиокассета ăна чĕлхене юрăсем урлă тĕшмĕртме "хистенĕ”. Çуллахи каникул хăвăртах пĕтнĕ, каллех Саратов облаçне таврăнма тивнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Андрей слесарĕн, ПЭВМ операторĕн специальноçĕсене алла илнĕ те тăван ялне вĕçтернĕ. Хальхинче амăшĕпе канашланă. Йĕпреçри психоневрологи интернатĕнче санитарта ĕçлеме тытăннă. Анчах çулталăкранах финанс кризисне пула штата чакарнă. Каялла Балаковăна таврăнса пĕр лавккара ĕç тупнă. Унта та вăрах вăй хурайман. Чăваш Ен йыхравланă тейĕн - пĕлĕшĕсем "Кĕмĕл сасă” фестиваль пулассине пĕлтернĕ. 2002 çултанпа "Палан” чăваш диаспоринче тăракан каччăна Егор Кузьмин "Пурте пĕрле савăнар” юрă çырса панă. Янăравлă саслă каччăна VIII фестивалех хутшăнма сĕннĕ, анчах яш хăй "пиçсе çитменнине” туйнă. Мĕн туртать-ха ăна чăваш çĕрне?
- Вырăс ялĕнче кÿршĕсем пĕр-пĕрне пулăшмаççĕ. Чăвашсен ними маншăн тĕлĕнмелле пулăм. Акă мăн акай аннен пурнăçĕпе те кăсăкланмасть. Çур ял тăван пулни мĕн тери хăватлантарнине туймастăр-и? Йăла-йĕркене камăн та пулин тăсмаллах. Çакна тумасан пĕтетпĕр вĕт, - тет Андрей. Чăваш ташши хусканăвĕсене вăл ятарласа вĕренмен, таçта курнă та ас туса юлнă. Балаковăри тусĕсем ăна ăнланмаççĕ, анчах кашнин хăйĕн çулĕ-çке.
Çыпăçтарнисем: |