...Пурнăç çитмĕл çичĕ пăрăнăçран тăнине фермăра ĕне сăвакан вăтăрти Маруç кăçал лайăх ăнланчĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ чиперех пырать-ха унăн. Сĕт сăвассипе колхозра кăна мар, районта та малтисен йышĕнче. Хăй вăхăтĕнче Хисеп хăми çинче те курма пулатчĕ çак хĕрарăмăн йăлтăр кулăпа çуталакан илĕртÿллĕ сăнне. Маруç 3 ачине шкула ирсерен ăсатма та, уроксем вĕçленнĕ хыççăн кĕтсе илме те майне тупать. Ку çеç-и? Ĕне, сысна тытать. Ачисем таса, типтерлĕ çÿреççĕ, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пĕр сăмахпа, ку çемье пирки ял-йышра ăшă сăмах çÿрет.
Маруçăн мăшăрĕ те Турă çырниех пулчĕ. Ваçук пек ăста, пултаруллă сухаçă таврара çукпа пĕрех.
Колхоз ертÿçи, икĕ çул каялла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа тухнă Петр Иванович, кашни канашлу-пухурах Маруçпа Ваçука пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ калать, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнет... Анчах кал-кал, йĕркеллĕ кусакан кун-çул урапи тем хушăра кукăр-макăр йĕрпе чупма тытăнчĕ, ял-йыш ăмсанмалла капмар та хитр
...
Малалла вула