"Хыпар"
Роза ВЛАСОВА
Унпа вун пилĕк çул каялла Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районне кĕрекен Канаш ялне Трак тăрăхĕнчи Пикшик халăх хорĕпе çул çÿреве кайсан паллашнăччĕ. Ун чухне вăл Тюмень облаçĕнчи чăвашсен "Тăван” ассоциацийĕн ертÿçиччĕ. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ, хастар. Тăван халăхăн юрри-кĕввине, ташшине, сăмахлăхне чунран кăмăллаканскер. Сăмахăм Тюмень хулинче пурăнакан Анатолий Архипов пирки.
Анатолий Иванович Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралса ÿснĕ. Упири вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ăна, çамрăк специалиста, Тюмень облаçне ĕçлеме яраççĕ.
"Çамрăк пулнă, Çĕпĕр илĕртнĕ. Вăл вăхăтра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Тюмень облаçне нефтьпе газ комплексне тунă çĕре çул тытнă. Тюмень хулинче, облаçри Анат Тавда, Ярково районĕсенче Мăн Шетмĕ, Карай тăрăхĕсенчен куçса кайнă тăвансем йышлăн пурăнатчĕç. Хăюллă утăм тума çавă та хистерĕ-тĕр”, - пытармарĕ Çĕпĕ
...
Малалла вула