Иртнĕ эрне кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн залĕнче "Этноконфесси туслăхĕ тата çураçăвĕ - общество тăнăçлăхĕн никĕсĕ” ятпа иртнĕ "çавра сĕтеле” ЧР Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсем, республикăри наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем, ăсчахсем, влаç органĕсен представителĕсем, тĕн çыннисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех кÿршĕсем те - Мари Эл Республикин культура министрĕн çумĕ Г.С.Ширяева тата Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн председателĕ В.И. Сваев ертсе пыракан делегацисем - килсе çитнĕ. Халăхсен ыйтăвĕпе çыхăннă темăна шăпах çак кунсенче хускатни ахальтен мар: чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ.
"Çавра сĕтеле” ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова ертсе пычĕ. Роза Михайловна шухăшĕпе Чăваш Енри этнополитика лару-тăрăвĕ, пĕтĕмĕшле илсен, - çирĕп, конфессисен хушшинчи хутшăнусем йĕркеллĕ, хирĕçÿсĕр. Çапла тума май параканĕсем - республикăна ертсе пыракансем, общество организацийĕсем, Национальноçсен ĕçĕсемпе тат
...
Малалла вула