Шăматкун, 21.12.2024, 11:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 29 » “Çеçпĕл - юрату, шанчăк, эпир!”
“Çеçпĕл - юрату, шанчăк, эпир!”
18:46
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Çеçпĕл Мишши тата чăваш литератури: еткерлĕхпе çĕнетÿлĕх” регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Ульяновск, Ижевск хулисенчен тата Турцирен ăсчахсем хутшăнчĕç.
Конференцие институт директорĕ В.С.Григорьев уçрĕ. "Çеçпĕл Мишши тăван халăхăмăрăн нушине, асапланăвне чĕрепе туйса тăнă. Ăна пулăшасшăн çуннă вăл. Анчах поэта путарас текенсем чăвашсен хушшинче те пулнă...” - терĕ Валерий Сергеевич.
Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Н.Краснов Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă пур мероприяти те тивĕçлĕ иртнине палăртрĕ. Канаш район пуçлăхĕ В.В.Софронов Çеçпĕл Мишшин тăван тăрăхĕнчи мероприятисемпе паллаштарчĕ. "Çеçпĕл Мишшин ячĕ Канашсемшĕн çав тери паха. Унăн мухтавлă ячĕпе нумай шкул, тĕрлĕ предприяти хисепленсе тăраççĕ. Вĕсем пурте тăван ентешĕмĕр пек хастар та маттур, яланах малтисен ретĕнче”, - терĕ.
Конференцин пĕрлехи ларăвĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ В.Г.Родионов профессор "Çеçпĕл Мишши тата XXI ĕмĕрти политкультура уçлăхĕнчи чăваш этносĕ” доклад турĕ. "ХХ ĕмĕрте чи малти вырăна чĕлхе тата культура тухса тăнă, - терĕ ăсчах. - Ку тапхăр Çеçпĕл Мишшипе тачă çыхăннă тесе çирĕплетмелле. Судсене чăвашла ирттерме, документсене тăван чĕлхепе çырма сĕннĕ вăл. Çакă нумай çынна килĕшмен. Тата çакна палăртса хăвармалла: Çеçпĕл Мишши тĕрмерен тухнă хыççăн урăхларах сăвăсем çырма пуçланă, хăй те сисĕнмеллех улшăннă. Чăваш халăхне чăвашсемех путарас тесе тăрăшни унăн кăмăлне хуçмаллипех хуçнă. Поэтăн тĕп тăшманĕсем - тăван халăх ирĕклĕхне хирĕç тăракансем”. /Виталий Григорьевич хăйĕн интереслĕ шухăшĕсемпе "Хыпарăн” иртнĕ шăмат кунхи номерĕнче "Шупашкар хÿмисен юнлă тарĕ...” статйинче паллаштарнăччĕ/.

Çеçпĕл Мишши кăвар чĕреллĕ чăваш поэчĕ, тăван халăхăмăрăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ паттăр тесе алăсемпе арман çунатти пекех хăлаçланса кăшкăрашатпăр, тĕнче илтмелле "чан çапатпăр”, çапах ун пирки вырăсла калаçатпăр. В.Г.Родионов калашле: унччен пĕр вырăсшăн 99-ăн çав чĕлхепе калаçнă тăк паян 999-ăн вырăсла сăмахлатпăр. Çак япала асăннă конференцире те сисĕнчĕ. Кун йышши мероприятисенче те чăвашла пупленине итлесе киленмесен ытти пирки мĕн каламалли пур. Турцирен килнĕ хăна вырăсла та, акăлчанла та мар, пирĕн чĕлхепе калаçни чăннипех савăнтарчĕ. Конференци вĕçленсен "хыпарçăсене” хăйĕнпе хаваспах паллаштарчĕ вăл. Ибрахим Арыкан Чăваш Ене икĕ уйăх каялла килнĕ иккен. Кунта чăвашла калаçма вĕреннĕ. Анкара университечĕн чĕлхе, истори, географи факультечĕн хальхи тĕрĕк чĕлхипе литература кафедринче ĕçлет. Унта чăваш чĕлхипе литературин пайĕ пур. Пирĕн республикăна Турцирен чăвашла калаçма вĕренес текенсем куллен килеççĕ, кунта тĕпчевсем ирттереççĕ, йăла-йĕркепе, историпе паллашаççĕ.
Ибрахим Арыкан конференцире Çеçпĕл Мишшин сăввисене чăвашла тата турккăлла вуларĕ, хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарчĕ.
"Халăх асапне чи малтан поэтсем чĕрепе туйса хăйсен витĕр кăлараççĕ. Пирĕн Çеçпĕл çакăн йышшисен ретĕнче, - терĕ Валери Туркай сăвăç. - Темиçе çул каялла Çеçпĕл хăйĕн çине алă хунă тетчĕç, паян ăна вĕлернĕ тесе уççăнах пĕлтереççĕ. Ун пирки унччен те, халĕ те япăххине сахал мар калаççĕ. Нумаях пулмасть пĕр журналта çырнă тăрăх Çеçпĕл Мишшин поэзийĕ никама та кирлĕ мар иккен. Çапла калама епле хăяççĕ-ха? Паттăр поэтăмăр пирĕншĕн чунне пани ниме тăман япала çеç-ши вара? Çеçпĕл - пирĕн юрату, шанчăк, эпир!”.
Атнер Хусанкай Çеçпĕл Мишшин чĕлхин уйрăмлăхĕ пирки каларĕ. "Унăн çунтаракан чĕлхи ыттисенчен пачах уйрăлса тăрать. Анастасия Червякова патне янă çырусем - хăйне уйрăм роман”, - тесе хакларĕ вăл поэтăмăра.
Ю.С.Сементер композитор Украинăри Остăр хулинчен килнĕ саламлă çырупа паллаштарчĕ.
Конференци тĕрлĕ секцие пайланса ĕçлерĕ.
ЧР Наци библиотекин чăваш кĕнеке центрĕн сектор пуçлăхĕ Р.В.Степанова "Çеçпĕл Мишшин поэзийĕн тĕнчи” электрон кăларăмĕн презентацине ирттерчĕ.
ЧПГĂИн искусствоведени пайĕн ĕçченĕ Ю.В. Викторов профессор поэтăмăрăн ÿнер искусствинчи вырăнне пăхса тухрĕ. Хăй вăхăтĕнче Çеçпĕл Мишшине вун-вун художник сăнарланă. 1928 çулта Ф.Быков Çеçпĕлĕн пĕрремĕш сăвă пуххин хуплашкийĕ валли унăн портретне ÿкернĕ. М.Ильин 1979 çулта Çеçпĕл тинĕс хĕрринче тăнине кăтартнă. Н.Николаевцев, П.Сизов, С.Головатый, П.Чичканов, А.Миттов, Н.Садюков, Э.Юрьев, Р.Федоров, И.Кудрявцев, Праски Витти... Скульпторсене те кăсăклантарнă вăл. Унăн пĕрремĕш бюстне А.Брындин ăсталанă. Ку ĕçе поэтăн тăван тăрăхĕнче вырнаçтарнă. Шупашкарти палăк вара, 1988 çулта тунăскер, А.Майрасловăн. "Анчах пĕр пысăк ыйту канăç памасть. Хăш-пĕр художник е скульптор Çеçпĕл Мишшине хăйне майлă кăтартать. Унăн чăн-чăн сăн-питне урăхлатать. Çапла хăтланас марччĕ те...” - ÿпкелешрĕ А.Кипеч çыравçă.
Çеçпĕл Мишши пирки паян темĕн те çыраççĕ, темĕн те калаçаççĕ. Кашниех ăна хăйне майлă хаклать. Анчах вăл пирĕншĕн яланлăхах чаплă поэт, чăваш ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен паттăр. Унăн ячĕ вилĕмсĕр...
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 833 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz