Шăматкун, 21.12.2024, 11:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 29 » Урапа пĕр йĕрпе чупмасть
Урапа пĕр йĕрпе чупмасть
18:41
Сăн ÿкерчĕк
...Пурнăç çитмĕл çичĕ пăрăнăçран тăнине фермăра ĕне сăвакан вăтăрти Маруç кăçал лайăх ăнланчĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ чиперех пырать-ха унăн. Сĕт сăвассипе колхозра кăна мар, районта та малтисен йышĕнче. Хăй вăхăтĕнче Хисеп хăми çинче те курма пулатчĕ çак хĕрарăмăн йăлтăр кулăпа çуталакан илĕртÿллĕ сăнне. Маруç 3 ачине шкула ирсерен ăсатма та, уроксем вĕçленнĕ хыççăн кĕтсе илме те майне тупать. Ку çеç-и? Ĕне, сысна тытать. Ачисем таса, типтерлĕ çÿреççĕ, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пĕр сăмахпа, ку çемье пирки ял-йышра ăшă сăмах çÿрет. 

Маруçăн мăшăрĕ те Турă çырниех пулчĕ. Ваçук пек ăста, пултаруллă сухаçă таврара çукпа пĕрех. 

Колхоз ертÿçи, икĕ çул каялла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа тухнă Петр Иванович, кашни канашлу-пухурах Маруçпа Ваçука пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ калать, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнет... Анчах кал-кал, йĕркеллĕ кусакан кун-çул урапи тем хушăра кукăр-макăр йĕрпе чупма тытăнчĕ, ял-йыш ăмсанмалла капмар та хитре çуртра чашăк-тирĕк шăкăртатма пуçларĕ. 

Пăтăрмахлă лару-тăрăва çывхартма пулăшаканĕ колхоз правленийĕ ăмăртура мала тухнă Маруçа Сарă ту çывăхĕнчи пĕр санаторие кайма панă тÿлевсĕр путевка пулчĕ. Инçе çула тухас умĕн мăшăр хушшинче çакăн пек калаçу пулса иртрĕ. "Сана никам та виçĕ ача амăшĕ тесе калас çук, сăн-питÿ шевле сапать, кĕлеткÿ Атăл хăви пекех. Капăр çи-пуç тăхăнсан бала васкакан "барышньăна” аса илтеретĕн. Унта сана пĕр-пĕр граф куç хывĕ те...” - ассăн сывланă май каларĕ упăшки. Маруç нимĕн те чĕнмерĕ. Вун пилĕк çул пĕрле пурăнакан Ваçук шÿтлеме юратнине пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ вăл. Çавăнпа шÿтпех тавăрчĕ: "Фермăра пылчăк çăракан хĕрарăма граф куç хывнăшăн пуçа усмалла-и вара? Савăнса тăмалла çавăншăн! Эпĕ графиня пулса таврăнни япăх-им?” "Ас ту, сан пирки усал хыпар хăлхама кĕрсен алăк урати урлă та каçармăп”, - сылтăм чышкине çÿлелле çĕклерĕ Ваçук.

Кунсем шурĕç. Маруçăн киле таврăнас вăхăчĕ çитрĕ. "Кунта юмахри пекех. Ытла та лайăх пăхаççĕ. Эпĕ кунта тепре хăçан килсе курăп? Килнĕ-килнех тепĕр вунă куна юлас терĕм”, - хыпарларĕ вăл кĕсье телефонĕпе мăшăрне. Хирĕçлемерĕ Ваçук. Палăртнă вăхăт çитсен арăмне илме Канаш вокзалне хăйĕн çăмăл машинипе кайрĕ. Маруç Сарă туран тăван çĕршывăн тĕп хулине пынă-мĕн, халĕ Çĕпĕре каякан экспреспа таврăнать. Телее, вăхăтрах çитрĕ. Тепĕр самантран вакунран йăлтăр шевле салатса анакан арăмĕ упăшкин ытамĕнче пулчĕ. Сипленни усса кайнă иккен: Маруç татах та чиперленнĕ, сăн-пичĕ чăмăр пан улмине аса илтерет. Вăл çул тăршшĕпех санаторире ирттернĕ кунсене ăшшăн аса илсе пычĕ...

Канса таврăннă хыççăн малтанхиллех канăçсăр кунсем пуçланчĕç. Черетлĕ сăвăмран килсен Ваçук ăна хапха умĕнче кĕтсе илчĕ. Аллинче - темĕнле хут. Маруç картишне кĕрес тесе ура ярса пуснă вăхăтра упăшки ăна тытса чарчĕ. "Усал хыпар илтсен сана алăк урати урлă каçармастăп тенине манман пуль эсĕ”, - куçне ялкăштарчĕ Ваçук. Кăнтăрла почтальонка парса хăварнă çырăва вулама пуçларĕ. /Çырăвĕ Пенза тăрăхĕнчи пĕр ялтан килнĕ, çыраканĕ Маруçпа пĕрле каннă Сашăран/.

"Çын çырăвне вулама юрамасть”, - Ваçук çине сиксе ÿкрĕ Маруç. "Упăшкана та улталама юрамасть”, - парăнасшăн пулмарĕ Ваçук.

"Эпĕ никама та улталаман, кунашкал шухăш пуçра та пулман, - йĕме тытăнчĕ хĕрарăм. - Ман патăма çыру çыракан Саша вăл - арçын мар, хам пекех ĕне ферминче ĕçлекен Александра Пустовалова. Ĕненместĕн тĕк сана ун патне илсе каятăп. Тапрат çăмăл машинуна, халех вĕçтерĕпĕр...”

Тилĕрсе кайнă арçынна ÿкĕте кĕртме çăмăл мар. Хапха умĕнче чылайччен тавлашнă хыççăн Маруçăн тÿсĕмĕ пĕтрĕ, аллине лăш! сулчĕ. Ваçук ывăтса панă çырăва халат кĕсйине чиксе урам урлă пурăнакан аслă аппăшĕсем патне васкарĕ. Тепĕр кунне çамрăк хĕрарăм "Хыпар” хаçатăн вырăнти корпунктне кĕрсе тухрĕ, мана "Саша çырăвĕпе” паллаштарчĕ. Унта кĕвĕçмелли, чĕрре кĕмелли пĕр йĕрке те çук. Çыру вĕçĕнче кăна "Саша” тесе алă пусни малтанлăха иккĕленÿллĕ шухăш çураттарать, анчах вăл та çавăнтах ирхи тĕтре пекех хăвăрттăн сирĕлет, мĕншĕн тесен "Саша” арçын мар, хĕрарăм пулнине çапла çырни çирĕплетмест-и вара: "Канса таврăнсан темиçе кун урăлмасăр ĕçнĕ упăшкана вирлех лекрĕ манран. Кил-çурта пĕтĕмпех юхăнтарса янă, хăй тавра пĕтĕм ĕçкĕç хĕрарăма явăçтарнă...”

"Ваçук мана ĕненме пăрахрĕ, - чечеклĕ тутăрĕн вĕçĕпе куçне шăлса илнĕ май каларĕ хĕрарăм. - Эпĕ уншăн аскăнчăк пулса тăтăм. Кай та пурăн хăвăн Сашу патне тет. Ниепле те ÿкĕте кĕртме çук. Аптăранă енне Сашăпа пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕке те кăтартса пăхрăм. Пĕр-пĕринпе ыталанса тăракан икĕ хĕрарăмран пĕри Саша тетĕп. Хăлхине те чикмест... Кăна пĕлнĕ пулсан-и? Путевкине те илмелле марччĕ...”

Ĕне сăвакан калаçма чарăнчĕ те иккĕлле хуçлатнă çырăвне кĕсйине чикрĕ, ман çине ыйтуллăн пăхрĕ, унтан сăмахне малалла тăсрĕ: "Манăн Ваçук шухăшлакан арçын мар. "Саша” текенни арçын пулас тăк эпĕ ăна хамăн килти адреса параттăмччĕ-и? Вăл ман ятпа яракан çырусем упăшка аллине лекесси сехĕрлентерместчĕ-и? Апла та, капла та каласа пăхатăп. Тăтăшах тарăхса çÿренипе юн пусăмĕ хăпаракан пулчĕ. Тата тем тумалла ĕнтĕ... Хайхи Саша, Александра Пустовалова, патне телефонпа шăнкăравласах тархасларăм: ман упăшка ячĕпе çыру çырсамччĕ. Ху кам пулнине тĕплĕн ăнлантарса парсамччĕ.

"Упăшку киле кĕртет-и?” - чĕлхе çине килнĕ пĕрремĕш ыйту çакă пулчĕ. "Халĕ те аппасем патĕнчех çĕр çĕрлетĕп-ха, - ларнă вырăнтан сиксе тăнă хĕрарăм пÿлĕм тăрăх урлă та пирлĕ кумма пуçларĕ. - Ăшăм лăпланма пĕлмест, вĕçĕмех вăркать. Кунтан юлашки пултăр кану çурчĕсемпе санаторисене каясси...”

Халиччен ялта ят кăлармасăр пурăннă çемьере пулса иртнĕ пăтăрмахсене çынсенчен пытарма çук, вĕсем темĕнле пулсассăн та çиеле тухаççĕ-тухаççех. Çитменнине, Ваçук хăй ĕçлекен машина-трактор паркĕнче кун пирки механизаторсене пĕр пытармасăрах каласа панă. Лешсем: "Лăпкă кÿлĕре те шуйттан асать иккен”, - текелесе пуçĕсене пăра-пăра шелленĕ арăмĕн мăшкăлĕ пулнă "мăйракаллă” арçынна. Пĕр сăмах çумне тепĕр сăмах хушса, пулманнине пулнă пек туса кăтартса юлашкинчен йĕпе юр чăмакки пекех ÿссе кайнă халап-юмахăн вĕçĕ-хĕрри те курăнман вăхăтра Маруçпа Ваçук пурăнакан йăмраллă чăваш ялне Пенза тăрăхĕнчен Пустоваловсем çăмăл машинăпа кĕрлеттерсе çитнĕ. "Саша” - Александра Михайловна - тÿрех Маруçа хăйĕн ытамне илнĕ, унăн упăшки Василий Петрович аташне алă тытнă. Вĕсем килнĕ ятпа пуçтарнă кĕрекере ларма çак йĕркесен авторне те тÿр килчĕ. Пулни-иртнине шÿтпе аса илсе ирттерсе ячĕç чăвашсемпе вырăссем. Ÿлĕмрен пĕр-пĕрин патне кайсах тăма калаçса татăлчĕç, икĕ çемье килĕшĕвне тулса тăракан черккесемпе çирĕплетрĕç...

- Каçарсам мана, айвана, хаклă мăшăрăм, - арăмне чăпăрт! чуп турĕ Ваçук. - Сирĕнтен те каçару ыйтатăп, - Пустоваловсемпе черкке шакканă май кăмăллăн пуплерĕ кил хуçи. - Çакăн пек пăтăрмах сиксе тухнăшăн тарăхас вырăнне савăнас килет паян. Ун пек пулман тăк икĕ çемье хушшинче туслăхпа килĕшÿ çулĕ те хывăнаяс çукчĕ.

Ваçукăн сăмахĕсене кулăпа кĕтсе илчĕç кĕрекере ларакансем. Мĕнех, пурнăç çулĕ çинчи çитмĕл çичĕ пăрнăçран пĕрне хыçа хăварнăшăн çак мăшăрсемпе пĕрлех хам та пĕтĕм кăмăлтан хĕпĕртерĕм.
Г.Кузнецов
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 737 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz