Тунтикун, 20.05.2024, 13:10
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

"Чăвашлăха аталантăрнăшăн" медальпе наградăлас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕн протоколĕ

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2018 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медалĕпе çак уйрăм çынсене наградăлас:

Нумай çул хушши чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, çырнисен 5 томран тăракан сăвă пуххине кун çути кăтартнăшăн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш халăх поэтне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Петĕр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ 5 çул тултарнă май Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, асăннă уйрăма ертсе пырас ĕçре хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн Красноармейски вăтам шкул вĕрентекенне, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Зинаида Петровна Михайловăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ 5 çул тултарнă май Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн Районти культура çурчĕн ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреатне Николай Михайлович Никонорова «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыславне 2018 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

                                                              Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/

                                                                     Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/

                                                                                                       /В.З.Константинов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (01.03.2019) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 215 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz