Шăматкун, 20.04.2024, 09:05
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

2017 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕн протоколĕ

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

2017 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2018 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

2017 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:

Юрий Иванович Данилова, юрăçа, «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă общество филиалĕнче водительте тăрăшакан ĕçчене, хамăр районăн культура аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă общество филиалĕн пуçламăш профсоюз организацийĕ тăратнă.

Николай Геннадьевич Яковлева, юрăçа, 2017 çулта районти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсенче хăйĕн пултарулăхне халăх умĕнче кăтартма пултарнăшăн тата тĕрлĕ концертсенче чăваш халăх юррисене уйрăммăн ăста шăрантарнăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн Президиумĕ тăратнă.

Анатолий Петрович Алексеева, музыканта тата аккомпаниатора, 2017 çулта "Трак ен" фольклор ушкăнĕн, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕн, Культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен ушкăнĕн тата ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсен ĕçĕ-хĕлне пултаруллă çĕклесе пынăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхĕн администрацийĕ тăратнă .

Владимир Витальевич Леонтьева, чăваш эстрада юрăçине, чăваш культурине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, ăна Раççейри тĕрлĕ регионсенче пурăнакан тулай чăвашĕсем хушшинче чăвашлăха анлă сарма пултарнăшăн, 2017 çулта хатĕрленĕ, ăна ертсе пынă ăнăçлă концертсемшĕн тата çак ĕçре пысăк пултарулăх кăтартнăшăн. Лауреат ятне пама Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн правленийĕ тăратнă.

2017 çулшăн пултарулăх ушкăнĕсемпе коллективсенчен Нестер Янкас ячĕллĕ Премине тата Лауреат ятне, кандидатсем тăратман пирки, никама та парас мар.

2017 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслав каçне 2018 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/

Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/

/В.З.Константинов/

22.02.2018

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (02.03.2018)
Миçе çын вуланă: 205 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz