Эрнекун, 03.05.2024, 10:29
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 627
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 576-580
Страницăсем: « 1 2 ... 114 115 116 117 118 ... 125 126 »

Кил-çурчĕ урамран пăхма
Сап-сарă чăкăт кăшăлĕ.
Чĕнсессĕн те – 
                   сăмах хушма
Хуçин пулмарĕ кăмăлĕ.

Ун хыçĕнчен шалт хупăнса
Чĕтренчĕ урам алăкĕ.
Мăн алăк айĕн 
                      хăрлатса
Хаяррăн вĕрчĕ анчăкĕ.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 361 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кив сак çине ÿкет сар çулçă
Кĕрхи кунсем çывхарнăран.
Килсе курасшăн чĕрем çунчĕ, –
Хакли мĕн пултăр тăванран.

Сана эп куç тулли куратăп, –
Ытарайми тăран умра.
Сана, тăванăм, аякра та
Туяттăм эпĕ хам çумра.

Салху чухне эп калаçаттăм
Сăну çине пăхса ялан.
Хапха умне чупса тухаттăм,
Кĕтеттĕм çырусем санран.

Кив сак çине ÿкет сар çулçă,
Лар ман çума, савнă тăван.
Сана курсассăн кăмăл тулчĕ,
Чун уçăлчĕ сана курсан.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 392 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пăтратрăн кăмăла, –
Те ман выртса йĕрес.
Юратуран ытла
Мула хакларăн эс.

Каях,
Сана валли
Пулмарĕ мулăм ман.
Ман юрату валли
Пулмарĕ вырăн сан.

Пÿлместĕп сан çулна.
Каях.
Мана эс ман.
Çула каякана
Хаяр сунма хушман.

Каях.
Эп пăлханса
Пăхса юлам хыçран.
Чуна ыраттарса
Эс тухăн ман асран.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 331 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕре кĕрсе
Леш тĕнчене
Каятпăр – ятлĕç пымасассăн.
“Мĕскер хăвартăн Çĕр çине?” –
Тесе ыйтаççĕ тет
Пырсассăн.

Чăнах пулсан,
Эппин, унта
Мана хăвармĕç-ха ыйтмасăр.
“Ял-йыш валли поэт ята
Хăвартăм”, – тейĕп
Вăтанмасăр.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 367 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пурччĕ пĕр мучи. Ялан
Вăл çÿретчĕ сăхманпа.
Пасарта,
Çăва тухсан,
Сут тăватчĕ табакпа.

Чĕлĕм хыпнă çур пасар
Хĕвĕшетчĕ ун тавра.
Çынсене табак ним мар
Çывăхлатнă-ши вара?

Пĕр-пĕрне пÿлсе,
Тĕксе
Калаçатчĕç кăмăлтан.
Йăтайми халап илтсе
Эп килеттĕм пасартан.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 411 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz