Юнкун, 24.04.2024, 09:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 625
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 581-585
Страницăсем: « 1 2 ... 115 116 117 118 119 ... 124 125 »

Кирек кам патне те инкек
Куçа курăнмасăр килет.
Каçать урам урлă инке, –
Васкать те ĕçе,
Те киле.…

Вăл ÿкрĕ ури шуçнипе
Пăрлак çул çине пĕвĕпе.

Тăратрăм йăтса инкене.
“Ах, хуçрăм пуль, – терĕ, –
Хула”.
Инкен çул çинчи инкекне
Пайлас килчĕ ман
Çурмалла.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 360 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Вылятрĕ вăрăм хÿрине
Ун чух чакак чакаклатса.
“Çыру килет”, –
Тесе анне
Каларĕ ун çине пăхса.

Халь çук анне.
Çапах манман
Эп вăл тахçан каланине.
Тăван яла чунтан-вартан:
“Эс, – терĕм, –
Иккĕмĕш анне”.

Вылятрĕ вăрăм хÿрине
Чакаклатса чакак паян.
Савса пăхса эп ун çине:
“Çыру килет, – терĕм, –
Ялтан”.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 374 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çĕпĕр çĕрĕ ытла та-çке тулăх, –
Тем те çырнă,
Ÿкернĕ кун-çул.
Катаран сарăлса выртать шурлăх, –
Шурлăх урлă выртать чуллă çул.

“Хура çул” ятлă вăл.
Ячĕ унăн
Тухас çук самана асĕнчен.
Асăнмалăх ăна Сталин тунă
Хура тарлă этем шăмминчен.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 391 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кин кĕртсессĕн Урине
Илтрĕ хуняма ятне.
Чĕрне вĕççĕн Урине
Пырса пăхрĕ каçхине
Çамрăксем çывăрнине.
Кинĕ чăмăр пĕççине
Хунă ывăлĕ çине.

Кинĕ çук чух ывăлне:
“Петĕр, – терĕ Урине, –
Ман шутпа, ку кин пире
Нимĕн чухлĕ те хывман.
Тем пекехчĕ çимĕкре
Урăх кин тупса парсан”.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 353 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ăш хыт хыпрĕ,
Хал пулмарĕ
Пăрăнса иртме.
Санран эпĕ,
Чун чăтмарĕ,
Ыйтрăм шыв ĕçме.

Шыв ĕçтертĕн –
Халь аптратăп.
Мĕн тăвас-ха ман?
Тĕлĕкре те эп ыйтатăп
Шыв ĕçме санран.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 397 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz