Шăматкун, 20.04.2024, 06:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 625
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 586-590
Страницăсем: « 1 2 ... 116 117 118 119 120 ... 124 125 »

Эп сансăр тунсăхланине
Сисет-ши сан чуну?
Ялан тухать ман куç умне
Хĕр чухнехи сăну.

Мăнукусен сассисемпе
Шавлать-тĕр кил-çурту.
Пĕлсем:
Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе
Эс – манăн ырату.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 376 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çÿреттĕм Филадельфи штатĕнче. 
Ентеш вĕçетчĕ уçлăх анинче. 
Кусем тек Андриян çинчен тĕпчеççĕ, 
Хăш халăхран вăл теççĕ, кам вăл 
Мăнкамăллăн калап:
— Чăваш.
— Мĕнле чăваш?
— Совет çынни. Çунатлă çын. Чăваш. 
Çăлтăр татма пултаракан юлташ.

Пуç тайрăм Миланри театра. 
Хамăр Натюш ташларĕ-çке, ара! 
Балет турри, шур акăш, лĕпĕш теççĕ, 
Хăш халăхра çуралнине пĕлмеççĕ. 
Хĕпĕртесех калап:
— Чăваш.
— Мĕнле чăваш?
— Совет çынни. Асамлă çын. Чăваш.
Турăсенчен ирттерекен юлташ.

Тем тавлашать ик çын Уругвайра.
Иккен, сăлтавĕ пирĕн Ухсайра. 
Хайхискерсем мана ярса илеççĕ: 
Хăш халăхран çак чаплă сăвăç теççĕ.
Пуçа ухса калап:
— Чăваш.  
— Мĕнле чăваш?
— Совет çынни. Сăпайлă çын. Чăваш. 
Чун-чĕрене хĕм сапакан юлташ. 



Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 460 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Аван-и, аппа?
Час-час пыма
Çĕпĕр çулĕ пĕртте çывăх мар.
Малтанах сана пĕлсе тăма
Çырупа яратăп пĕр хыпар.

Хам сывах-ха.
Манси карчăкки
Йăлт çухатнă ватлăх канăçне.
Тĕл пулсан,
Пĕрмай мана хайхи:
“Кин тăвасчĕ, – тет, –
Чăваш хĕрне”.

Кĕр çитсессĕн манси каччипе
Хĕр пăхма пыратпăр Чăваша.
Кун çинчен эс
Сар кĕр çитеспе
Кăшт систер сăмах май ял-йыша.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 362 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кĕтмен-çĕртен йăлтах арканнă
Анне телейĕ çуркунне.
Çуратнă та –
Тÿрех чăрканă
Мăн хуйхăпа мана анне.

Ÿкернĕ вăл асăрхамасăр
Куççуль тумламĕ ман çине.
Эй, Турăçăм, паян та майсăр
Туятăп ун йывăрăшне.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 398 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Куç хупмарĕ çăлтăр ирчченех.
/Тÿпере тем чул та ун йышши./
Ун çинче те,
Çĕр çинчи пекех,
Кунпа Çĕр ытла та шавлă-ши?

Мĕн пулса мĕн килĕ!
Эп кайса
Пĕлес тетĕп – пусарам чуна.
Пĕр самант Çĕр чăмăрне чарса
Антарса хăварăр-ха мана.



Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 364 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz