Тунтикун, 06.05.2024, 04:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 627
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 571-575
Страницăсем: « 1 2 ... 113 114 115 116 117 ... 125 126 »

Сан çинчен мĕн каласа
Юрламаççĕ халăхра:
Эс вĕçетĕн авăтса,
Чĕппÿсем ют йăвара...…

Куншăн пĕртте ан кÿрен, –
Авăт пĕрех май,
Куккук!
Сан сассусăр çуркуннен
Пурпĕрех илемĕ çук.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 357 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Куç сиктермесĕр ман çине
Анне пăхать кив рамкăран.
“Ачам, – тет пек, –
Хура-шурне
Эп курнă, тÿснĕ тем таран”.

Ахальтен мар ĕç лашипе
Танлаштаратăп аннене.
Куратăр-и,
Ик медальпе
Эрешлентернĕ кăкăрне.

Анне сăнне тĕнче умне
Лартас килет – 
Хĕвел çумне.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 432 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ак пичевлерĕç ирхине
Ăна тĕпри лаша çумне.

Нăтăртатать мăйра çĕн хăмăт.
Чăнкăртатать çĕн чĕн йĕвен.
Тăпăртатать
Лава хăй хăвăрт
Туртса каяс пек
Пĕр-пĕччен.

Çÿрен тиха,
Калатăп тÿррĕн, –
Ахальтен мар эс
Пичевре.
Туртма пĕлсессĕн ÿлĕм çÿрĕн
Çулта-йĕрте ялан тĕпре.

Лава туртса ухла пуçна, –
Хуçу мухтатăр уттуна.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 352 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чарсан –
Хăй пăшăрханатчĕ,
Хĕрхенеттĕмччĕ хăйне.
Час мунча хутса яратчĕ
Эп çултан килсен
Анне.

Хăпăл-хапăл пĕçеретчĕ
Сар хуплу пĕр кăмака.
Мунча хыççăн ĕçтеретчĕ.
“Сиплĕ, – тетчĕ, –
Кулавкка”.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 400 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Çултан килтĕм эп вăхăтлăха
Сар хĕвеллĕ çуркунне яла.
Аçу тунă вырăсла хапха
Çĕклентерчĕ шутсăр кăмăла.

Хапха çеç-и?
Хăлăпне тытса
Курас килчĕ ăшă туйăмпа.
Вырăсла хапха яр уçăлса:
“Килех!” – терĕ
Çепĕç сасăпа.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz