Вырсарникун, 19.05.2024, 05:10
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 627
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 561-565
Страницăсем: « 1 2 ... 111 112 113 114 115 ... 125 126 »

Ÿпкелешместĕп эп хама
Ку таранччен те
Мул пухманшăн.
Çак çĕр çинче чуна уçма,
Тăван кĕтесĕм,
Эс пур маншăн.

Тăван кĕтес,
Ĕнен мана, –
Чăн, маншăн эс – ял-йыш саламĕ.
Мĕнле сăмах тупса
Сана
Хам юратни çинчен калам эп.

Ик ĕмĕр тур паман çынна.
Пĕлетĕп, эпĕ те вилетĕп.
Вилсессĕн те –
Сан ăшшуна
Нÿрлĕ çĕре илсе кĕретĕп.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 340 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

“Çÿп эс!” –
Терĕ мана арăм, –
Хирĕç ним те калаймарăм.

Пĕр ÿпне çăпан, ара,
Ма тухмасть чĕлхи çине.
Кам пĕлмест пуль таврара
Эпĕ атă ăстине.…

Мĕн вăл атă çĕлесси!
Хĕн –
Арăма юрасси.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 369 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кун пек кам ара хăтлантăр?
Хĕрĕхри кăтра Никантăр
Качча илчĕ Марьене.
Ун çумне, тÿшек çине,
Каç пулсассăн хăпăл-хапăл
Кĕрсе выртрĕ çурăмпа вăл.

Малтанах Марье чĕнмерĕ, –
Шăп выртма та хал çитмерĕ.
Хайхине çурăмĕнчен
Кÿп! тутарчĕ виç хутчен.
– Эй-ай-яй, – терĕ, – ни кантăр,
Ни пуса эсĕ, Никантăр.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 360 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кинемипе мучи каяççĕ
Автобуспа тĕп хулана.
Хутран-ситрен калаçкалаççĕ, –
Каяççĕ пулĕ хăнана.

Шур çÿçлĕ пуçĕнчи карттусĕ
Ÿкес пек чалăшнă мучин.
Арпашнă пек тата шур çÿçĕ
Ĕшеннĕ сăнлă кинемин.

“Çул самаях-çке ĕшентерчĕ, –
Кăшт шуç-ха”, –
Терĕ мăшăрне.
Мучи çине вăл тĕршĕнтерчĕ
Кăшт тĕлĕрес тесе пуçне.

Хутран-ситрен калаçкалаççĕ
Юнашарсем хуллен кăна.
Кинемипе мучи каяççĕ
Автобуспа тĕп хулана.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 364 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

“Маншăн эс – хĕвел кулли”, –
Терĕм. Илтрĕн вĕт хăвах.
Чечек кăшăль сан валли
Турăм пĕр сăмахсăрах.

Анчах санăн савакан
Пулнă имĕш мансăрах.
Шилеттерчĕ хăлхаран
Вăл та пĕр сăмахсăрах.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 354 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz