Вырсарникун, 28.04.2024, 11:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем

Категорире миçе материал: 8
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Дата рождения: 1909 г.

Место рождения: ЧАССР, Цивильский р-н, дер. Янгасы

Пол: мужчина

Национальность: чуваш

Профессия / место работы: в редакции журнала "Сунтал", поэт

Место проживания: ЧАССР, г. Чебоксары, ул. К. Маркса, д.11, кв.10

Дата ареста: 25 июня 1941 г.

Обвинение: ст.58 п.10 ч.1 УК РСФСР - "Распространял панические настроения, вел антисоветскую агитацию. "

Осуждение: 21 октября 1941 г.

Осудивший орган: Судебной коллегией по уголовным делам Верховного Суда ЧАССР

Приговор: "Ефимова-Янгас подвергнуть лишению свободы сроком на 10 лет, с последующим поражением его на основании ст.34 УК в избирательных правах сроком на 5 лет. Зачесть предварительное заключение под стражей с 25.06.1941 г. и с этого времени считать ему время отбывания наказания. Меру пресечения оставить содержание под стражей." Определением Судебной коллегии по уголовным делам Верховного Суда РСФСР от 20.03.1942 г. приговор суда оставлен в силе.

Дата реабилитации: 19 апреля 1957 г.

Реабилитирующий орган: Президиумом Верхсуда РСФСР

Основания реабилитации: "Приговор Верхсуда ЧАССР и определение Верхсуда РСФСР в отношении Ефимова-Янгас Н.К. отменить, а дело по ст.4 п.5 УПК РСФСР производством прекратить."

Архивное дело: РГУ ГИА ЧР, Ф. 2669, оп.3, д.2511

Источники данных: БД "Жертвы политического террора в СССР"; Гос. Архив Чувашской Республики

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 283 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов-Янкас тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Анчах та унăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă — 33 çул тултарсанах, синкер самана серепине лексе, Анат Тагил тĕрминче вилнĕ.
Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Янкас ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вăтам хресченсем пулнă.
Пулас поэт малтан ялти пуçламăш, унтан Упири ултă çул вĕренмелли, каярахпа икĕ çул хушши Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1926 çулта вăл Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ те унтан 1928 çулта вĕренсе тухнă. Вара типографире наборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта Н. Янкаса "Сунтал" журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. Тепĕр икĕ çултан вăл Самара хулине куçса кайнă, унти типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă "Колхозник" хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. Çавăнтанпа поэт Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, "Сунтал" журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1934 çулта ăна Писательсен союзне илнĕ.
Хăй пурăннă вăхăтра Нестер Янкас умлă-хыçлах 9 кĕнеке кăларса хăварма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчи сăвăсенче вăл çĕнелсе пыракан пурнăçа мухтанă. Поэт калавсемпе очерксем те çырнă. Вырăс классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
1930 — 1940 çулсенче тăван литература аталанăвĕ çĕнĕ шая çĕкленет. Поэзире çĕнĕ ятсем курăнма пуçлаççĕ. Çав шутра Н. Янкас сасси те çирĕппĕн янăрама тытăнать. Ăна ытларах çепĕç лирик пулнипе пĕлеççĕ. 1938 çулта вăл чăваш поэзийĕн антологине кĕрсе юлать. Çапла вара Н. Янкасăн литература еткерĕ чăннипех чухăн мар.
Н. Янкас поэзине хăвăрт вирхĕнсе кĕрет те — çăлтăр пек çуталать. Кунта, паллах, çут çанталăк пÿрнĕ ăс-кăмăл чи малта тăнă. Тараватлă чун пурнăçпа хăй пĕччен кăна киленесшĕн мар, çак телее ыттисене те пиллесшĕн. Н. Янкасăн малтанхи сăввисенчех çакна аван туйса илме пулать. Вăл тăван тавралăх илемне, çĕнелнĕ уй-хире сăнлама тăрăшать, çав вăхăтрах хулари ĕç çыннисен хастарлăхне кăтартма та пикенет. Ку тапхăрти поэт, хăй профессионал мар пулнине пăхмасăр, ят илнĕ сăвăçсемпе ăмăртса ĕçлет, вĕсенчен юлмасăр вăй хума тăрăшать. Вăл хăй вăйне поэзи жанрĕн тĕрлĕ калăпĕсемпе çырса та тĕрĕслет. Унăн ача-пăча валли çырнă сăвăсем те пур.
Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 316 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Иртнĕ çул эпир хамăрăн мухтавлă ентеш — чăвашсен çирĕммĕш ĕмĕрти чи паллă поэчĕсенчен пĕри — Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине чаплăн уявларăмăр. Çавăн чухне çуралчĕ ĕнтĕ унăн мĕн пур еткерлĕхне пухса кăларас шухăш. Ун хыççăн лав вырăнтан хускалчĕ: çак ĕçе Шупашкарти Красноармейски районĕн "Трак ен" ентешлĕх тата районти Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ кÿлĕнчĕç. Пĕтĕм ĕçе йĕркелесе-калăпласа хатĕрлеме ентешлĕх правленийĕн яваплă çыруçине — Осип Алексеева — Ăсан Уçăпĕ çыравçăна шанчĕç. Шанăçа вăл тÿрре кăларчĕ — чыслăн пурнăçларĕ. Паллах кунта поэтăн тăван ялĕнчи — Янкасри музей пÿлĕмĕн материалĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе унăн ертÿçи — Николай Ершов-Янгер пархатарлăн тăрăшрĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ кĕнекесемпе, чăваш хаçат-журналĕсемпе, "Трак ен" ентешлĕхпе Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн кулленхи ĕç хучĕсемпе анлăн усă курнă.
Иртнĕ кунсенче вара эпир кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ: Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра "Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" ятпа çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Ку ĕнтĕ — аслă поэтăмăрăн инçетри тăлăх вил тăпри çине хунă чечек кăшăлĕ вырăнне. 
Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 311 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 28.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çур ĕмĕр ытла çынсен сывлăхĕн хуралĕнче тăнă ĕçпе вăрçă ветеранĕ Григорий Кириллович Кириллов 90 çул тултарчĕ. Унăн сумлă юбилейĕ хăйĕн чаплă пиччĕшĕн - Нестер Янкас поэтăн çуралнă кунĕпе пĕр вăхăтра тиврĕ. Иртнĕ çул эпир чăвашсен паллă лирикĕн 100 çулхи юбилейне пĕтĕм йышпа уявланăччĕ.Ҫапла, Григорий Кирилловича халӑх ытларах Нестер Янкас шӑллӗ пулнипе пӗлет. Синкер самана серепине лексе, айӑпсар айӑпланнӑ поэтӑн таса ятне тавӑрас тӗлӗшпе шӑпах вӑл тӑрӑшнӑ-ҫке. Унӑн еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн те пайтах тимленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ мӗн пур документсене, сӑн ÿкерчӗксене, ҫырусене, хаҫат-журналсенчен касса илнӗ материалсене пухас тӗлӗшпе куллен ӗҫленӗ. Нестер Янкаспа ҫыхӑну тытнӑ, тӗрмере пӗрле пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, аса илусем илсе юлнӑ. Хӑй те "асран кайми Нестер пичче", "3254-мӗш ӗҫ" аса илӳсен ярӑмӗсене ҫырса пичетленӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсем, Янкас ялӗн историйӗ ҫинчен ал ҫырусем хатӗрленӗ.

Тӗрӗссипе, Григорий Кириллович каланӑ тӑрӑх, унӑн биографийӗн пурнăç пуçламăшĕнче икӗ дата тӗл пулать: пӗрин ҫинче — вӑл 1919 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ҫуралнӑ пек курӑнать. Ӑна ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗсенчен илтсе ӑша хывса хӑварнӑ. Ӗҫӗ акӑ мӗнле сӑлтавланнӑ: анчахрах кун ҫути курнӑ ачана, Ҫӗньял Карайри кукамӑшӗ патне вӑхӑтлӑх кайсан, Карай чиркӗвӗнче шыва кӗртсе ят хума шутланӑ. 'Турӑ шывӗнче" чӑпӑл тунӑшӑн укҫа тÿлемелле пулнӑ. Килтисен ҫумра кирлӗ чухлӗ укҫа пулайман. Пачӑшкӑ вара ача ятне хурса хут ҫине ҫырмасӑрах кӑларса янӑ. Пурӑнсан-пурӑнсан — 1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче "ятсӑр ачана" Упи чиркӗвне шыва кӗртме илсе кайнӑ. "Вӑхӑтра ҫырмалла пулнӑ — пире куншӑн айӑплама пултараҫҫӗ", — тенӗ кунти пачӑшкӑ. Ҫапах та килӗшнӗ...

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 607 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.03.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов – Янкас тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Анчах та унăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă – 33 çул тултарсанах, синкер самана серепине лексе, Анат Тагил тĕрминче вилнĕ. 
Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Янкас ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вăтам хресченсем пулнă.
Пулас поэт малтан – ялти пуçламăш, унтан – Упири ултă çул вĕренмелли, каярахпа – 2 çул хушши Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1926 çулта вăл Шупашкарти типографии çумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ те 1928 çулта вĕренсе тухнă. Вара типографире наборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта Н. Янкаса «Сунтал» журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. 1932 çулта вăл Самара хулине куçса кайнă, унти типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. Çавăнтанпа поэт Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, «Сунтал» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1934 çулта ăна Писательсен Союзне илнĕ.
Хăй пурăннă вăхăтра Нестер Янкас умлă-хыçлах 9 кĕнеке кăларса хăварма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчи сăвăсенче çĕнелсе пыракан пурнăçа мухтанă. Поэт калавсемпе очерксем те çырнă. Вырăс классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 422 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 28.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-8


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz