Вырсарникун, 12.05.2024, 23:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем

Вăхăтсăр татăлнă пурнăç. Нестер Янкас поэт çуралнăранпа 100 çул тултарнă май
Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов – Янкас тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Анчах та унăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулнă – 33 çул тултарсанах, синкер самана серепине лексе, Анат Тагил тĕрминче вилнĕ. 
Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Янкас ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вăтам хресченсем пулнă.
Пулас поэт малтан – ялти пуçламăш, унтан – Упири ултă çул вĕренмелли, каярахпа – 2 çул хушши Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. 1926 çулта вăл Шупашкарти типографии çумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ те 1928 çулта вĕренсе тухнă. Вара типографире наборщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта Н. Янкаса «Сунтал» журнал редакцине ĕçлеме илнĕ. 1932 çулта вăл Самара хулине куçса кайнă, унти типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. Çавăнтанпа поэт Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, «Сунтал» журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1934 çулта ăна Писательсен Союзне илнĕ.
Хăй пурăннă вăхăтра Нестер Янкас умлă-хыçлах 9 кĕнеке кăларса хăварма ĕлкĕрнĕ. Вĕсенчи сăвăсенче çĕнелсе пыракан пурнăçа мухтанă. Поэт калавсемпе очерксем те çырнă. Вырăс классикĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă.
1930 – 1940 çулсенче тăван литература аталанăвĕ çĕнĕ шая çĕкленет. Поэзире çĕнĕ ятсем курăнма пуçлаççĕ. Çав шутра Нестер Янкас сасси те çирĕппĕн янăрама тытăнать. Ăна ытларах çепĕç лирик пулнипе пĕлеççĕ. 1938 çулта вăл чăваш поэзийĕн антологине кĕрсе юлать. Çапла вара Нестер Янкасăн литература еткерĕ чăннипех чухăн мар.
 Нестер Янкас поэзине хăвăрт вирхĕнсе кĕрет те – çăлтăр пек çуталать. Кунта, паллах, çут çанталăк пÿрнĕ ăс-кăмăл чи малта тăнă. Тараватлă чун пурнăçпа хăй пĕччен кăна киленесшĕн мар, çак телее ыттисене те пиллесшĕн. Янкасăн малтанхи сăввисенечех çакна аван туйса илме пулать. Вăл тăван тавралăх илемне, çĕнелнĕ уй-хире сăнлама тăрăшать, çав вăхăтрах хулари ĕç çыннисен хастарлăхне кăтартма та пикенет. Ку тапхăрти поэт, хăй профессионал мар пулнине пăхмасăр, ят илнĕ сăвăçсемпе ăмăртса ĕçлет, вĕсенчен юлмасăр вăй хума тăрăшать. Вăл хăй вăйне поэзи жанрĕн тĕрлĕ калăпĕсемпе çырса та тĕрĕслет. Унăн ача-пăча валли çырнă сăвăсем те пур. 
 Янкасăн ăсĕпе кăмăлĕ кăна мар, чĕлхи те пуян, тирпейлĕ. Тăван чĕлхtне лайăх пĕлни, халăх юррисене вĕренни унăн поэзине чĕрĕлĕх сĕткенĕ кÿрсе тăрать. Çавăнпа унăн сăввисем çепĕç кĕвĕллĕ… 
Каларăмăр ĕнтĕ: Нестер Янкасăн кун-çулĕ Сталин вăхăтĕнчи синкерлĕ саманапа çыхăннă. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çав шутра паллă сăвçсем те, вăл питĕ хăвăрт чап илесрен кĕвĕçме пуçланă, мĕнле те пулин «шăйрăк» тупса, ăна тĕп тума шутланă. Элексене пула, ăна «халăх тăшманĕ» тесе айăпланă. Ун çумнех вăл «кулак ачи» пулнине те çыпăçтарнă. Çапла вара, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче ăна арестлеççĕ – тăватă уйăх хушши тăтăш чĕнтерсе тĕпчеççĕ, юлашкинчен суд туса вунă çула хупса лартма йышăну тăваççĕ. Пĕр вăхăт Янкас Улатăр тĕрминче ларать, кĕçех Анат Тагила лекет. 1942 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ татăлать…
Шупашкарта поэтăн çемйине те тапăнаççĕ: хĕл çывхарнине пăхмасăрах, виçĕ ачипе арăмне хваттертен кăларса янă. Вĕсем сивĕ витере выçăллă-тутăллă асапланса пурăннă. Кĕçех ачисем пĕрин хыççăн тепри чирлесе ÿкнĕ – больницăна лекнĕ, унтах вилсе кайнă. Вĕсене йĕркеллĕ пытарма та май килмен. Унсăр пуçне «халăх тăшманĕн арăмĕ» тесе, мăшăрне ĕçрен хăваланă. Çав ятран тасалма унăн упăшкинчен судпах уйрăлма тивнĕ…
Çапла, хăй те, ачисем те пĕтнĕ. Кун пек пин-пин шăпа халăх хăвачĕпе культурине мĕн тери шар кÿнине шутласа та кăларас çук.
Çул хыççăн çул иртнĕ. Нестер Янкас хайлавĕсем çынсем умне тек тухман. Вĕсене пичетлеме чарнă. Ахăр самана лăпланма пуçласан тин, тĕнчене тĕрĕслĕх килнĕ темелле: Янкаса та, айăпĕ çук тесе, вăл халăх тăшманĕ пулман тесе, унăн таса ятне 1957 çулта тавăрнă. Ун хыççăн тин Нестер Янкас сăввисене тепĕр хут çутта кăларма ирĕк панă. Çавăнтанпа унăн Чăваш кĕнеке издательствинче «Катя» ятпа – калавсен кĕнеки (1958), «Лирика» ятпа – сăвăсен кĕнеки (1961), «Телейлĕ çул» (сăвăсемпе калавсем) кун çути курчĕç.
 Пирĕн талантлă поэтăмăр, ырă чун-чĕреллĕ çыннăмăр, тăван халăхăн шанчăклă ывăлĕн Нестер Янкас вăхăтсăр çĕре кĕни – мĕн пур чăваш чун-чĕринче хурлăхлă йĕр хăварнă, кĕске ĕмĕрĕнче çырса харнă сăвви-юррисем, прозăлла хайлавĕсем пурпĕр халăх асăнчен нихăçăн тухас çук шанчăк та панă… 
Нестер Янкас пирĕн ялта çуралнăран, эпĕ унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, литературăри пултарулăхĕ çинчен пайтах материалсем пуçтартăм, вĕсемпе вун-вун çамрăк литераторсене, студентсене усă курма пулăшрăм. Вĕсем пурте унăн ялти музейĕнче упранаççĕ. Халĕ Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх пуçарăвĕпе, Нестер Янкас еткерлĕхне туллин уçса парас тĕллевпе, ятарлă сумлă кĕнеке хатĕрлессипе ĕçлетпĕр. Ăна валли эпĕ те нумай-нумай материалсемпе тивĕçтертĕм.
Трак енре хăйсен мухтавлă ывăлне манмаççĕ, нихçан та асран ан тухтăр тесе тăрăшаççĕ. Çирĕм çул каялла, 1989 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче районти çыравçăсене, ÿнерçĕсене, музыкçăсене, юрăçсене пĕрлештерекен литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ туса хутăмăр. Ăна Нестер Янкас ятне патăмăр. Çав хушăра пĕрлĕх çĕршер пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерчĕ. Ку пĕрлĕхе эпĕ 11 çул çурă ертсе пытăм.
 Çулленех поэт çуралнă кун тĕлне чи пултаруллă ентеш-поэтсене, композиторсене, художниксене, юрăçсене тата хорсемпе ансамбльсене палăртса Нестер Янкас ячĕллĕ премипе чыслатпăр. Ку таранччен 48 çыннна тата 13 пултарулăх ушкăнне лауреат ятне панă. Çав шутра эпĕ те пулнишĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп. 
 Поэт çуралнă ялта вара пушшех те нумай ĕçсем тунă ăна хисеплесе. Янкасри пĕр урам унăн ячĕпе хисепленет. Вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çапнă. Пуринчен те кирли – кунта Нестер Янкасăн музейне уçни. Вунă çул хушшинче вăл чылай экспонатсемпе пуянланчĕ. Çав шутра вырăнти скульпторсемпе художниксем ăсталанă бюстсемпе портретсем те. Музее мĕн уçнăранпах эпĕ йĕркелесе пыратăп – обществăлла канаш председателĕ шутланатăп. Çак ĕçшĕн хамăн укçа–тенке те шеллеместĕп. 
 Пĕрлĕх тăрăшнипе поэт юбилейĕсене кашни 5 çултах паллă туса пыратпăр. Райхаçат çумĕнче Нестер Янкасăн суйласа илнĕ сăввисене «Улăх кĕвви», «Халал» ятсемпе кăлартăмăр. Кăçал, поэтăн 100 çулхи юбилейне районта та, республикăра та анлăн чысларăмăр: шкулсемпе библиотекăсенче Нестер Янкас вулавĕсем, презентацисемпе куравсем, поэт сăввисемпе ун çинчен çырнă сăвăсене пăхмасăр калассипе – конкурсем пулчĕç, районти «Ял пурнăçĕ» хаçат урлă «Асран кайми юрăç» викторина йĕркелерĕç. Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Виталий Михайловпа Зинаида Михайлова мăшăрсем пуçарнипе республикипе Интернет-викторина иртрĕ. Унта хамăр республикăран тата Пушкăрт республикинчинчен мĕн пурĕ 250 ытла ача хутшăнчĕ, дипломсемпе парнесем çĕнсе илчĕç. Кунсăр пуçне вĕрентекенсем хушшинче Нестер Янкас пултарулăхĕпе çыхăннă "Чи лайăх сценари", "Чи лайăх урок планĕ", "Чи лайăх мультимедиллĕ кăтарту хатĕрĕ", "Чи лайăх пултарулăх ĕçĕ" конкурссем пулчĕç. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайтне уçни те çак пархатарлă ĕçсен шутне кĕрет.

 Кунта çакна калса хăварни те вырăнлă: пиччĕшĕн чаплă юбилейне унăн кĕçĕн шăллĕ – Григорий Кириллович Кириллов та хутшăнни уяв пĕлтерĕшне çĕклерĕ. Вăл халĕ те пурăнать – 2010 çулхи нарăсра 90 çул тултарать. Нестер Янкаса реабилитацилес енĕпе вăл нумай тăрăшнă, унăн еткерлĕхне пухнă. Ун патĕнчен тĕпчевçĕсем татăлмаççĕ. Вăл вĕсене туллин тивĕçтерет. Тавтапуç ăна уншăн! 

Николай Ершов – Янгер,
Чăваш Республикинчи писательсен союзĕн членĕ,
Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ,
Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ
обществăн хисеплĕ ертÿçи

Категори: Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Кам хушнă: mixaj_58 (28.12.2009)
Миçе çын вуланă: 424 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz