Тунтикун, 13.05.2024, 03:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем

Пирĕн астăвăм — халăх хаклавĕ
Иртнĕ çул эпир хамăрăн мухтавлă ентеш — чăвашсен çирĕммĕш ĕмĕрти чи паллă поэчĕсенчен пĕри — Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине чаплăн уявларăмăр. Çавăн чухне çуралчĕ ĕнтĕ унăн мĕн пур еткерлĕхне пухса кăларас шухăш. Ун хыççăн лав вырăнтан хускалчĕ: çак ĕçе Шупашкарти Красноармейски районĕн "Трак ен" ентешлĕх тата районти Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ кÿлĕнчĕç. Пĕтĕм ĕçе йĕркелесе-калăпласа хатĕрлеме ентешлĕх правленийĕн яваплă çыруçине — Осип Алексеева — Ăсан Уçăпĕ çыравçăна шанчĕç. Шанăçа вăл тÿрре кăларчĕ — чыслăн пурнăçларĕ. Паллах кунта поэтăн тăван ялĕнчи — Янкасри музей пÿлĕмĕн материалĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе унăн ертÿçи — Николай Ершов-Янгер пархатарлăн тăрăшрĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ кĕнекесемпе, чăваш хаçат-журналĕсемпе, "Трак ен" ентешлĕхпе Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн кулленхи ĕç хучĕсемпе анлăн усă курнă.
Иртнĕ кунсенче вара эпир кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ: Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра "Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" ятпа çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Ку ĕнтĕ — аслă поэтăмăрăн инçетри тăлăх вил тăпри çине хунă чечек кăшăлĕ вырăнне. 
Аса илтереп: Нестер Кириллович Ефимов-Янкас 1909 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти, Упири, Çĕрпÿри шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн сăмах асамлăхне туртăнакан çамрăк Шупашкарти полиграфи шкулĕнчен вĕренсе тухать — Пичет çуртĕнче ĕçлеме тытăнать. Шкул ачи чухнех пĕрремĕш сăввисене вулакансем умне кăларма пултарнăскер шĕкĕр хуламăрта чухне поэзи лаççинче татах та пысăк хавхаланупа ăнтăлать. Пĕрин хыççăн тепĕр хайлавĕ пичетленме тытăнать республикăри хаçат-журналсенче. Янкас ячĕ янкăс сасăллă сăвăçсем хушшинче çирĕпленет. Ăна яваплăрах ĕçсене кÿлеççĕ: чăваш кĕнекисене калăплакан редактор, "Сунтал" журналăн секретарĕ…
Вăхăт иртнĕ çемĕн самана пăтранма тытăнать. Çĕр-шывра "халăх тăшманĕ" ярлăк çакмалли çынсене айăпсăр айăплас тискер ĕç пуçланать. Çак шăпа Нестер Янкасран та пăрăнса иртмест. Юлташĕсен сутăнчăкла хăтланăвĕсене пула, 1941 çулхи юпа уйăхĕнче суд туса 10 çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Урал енчи Анат Тагил тĕрмине яраççĕ. Унти йывăрлăхсене тÿсеймесĕр, Нестер Янкасăн пурнăçĕ 1942 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче татăлать. Ун чухне вăл 33 çулта çеç пулнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче Нестер Янкасăн таса ятне тавăрас тĕлĕшпе унăн тăван шăллĕ — халĕ пурăнакан 90 çулхи Григорий Кириллович Кириллов нумай вăй хурать: тĕрĕс мар айăпланнă çынна тĕрĕслĕхпе çиеле кăларать. Çакна документсем çирĕплетеççĕ…
Кĕнеке поэт шăпи пирки хамăр ентеш — Чăваш халăх сăвăçи Юрий Сементер çырнă ум сăмахпа уçăлать. Унта вăл Нестер Янкаса К. Иванов, Ç. Элкер, Ç. Мишши, П. Хусанкай, В. Митта, И. Тукташ çыравçăсемпе пĕр рете лартать. Çакна ĕненсе те шанса çирĕппĕн калать: "Енчен те синкер шăпа Шупашкара çавăрса килнĕ пулсан, ним иккĕленмелли те çук: поэтăмăр илемлĕ çырулăх пахчинче чи ятли те сумлисенчен пĕри пулатчĕ…" Юрий Сементер юлашкинчен çакна та палăртать: "Сăмахăмăр ÿнерĕнче поэт ентешĕсем — Ю. Вирьял, Г. Юмарт, В. Харитонов, П. Яккусен, Л. Антонов, Б. Романов, Н. Карай, В. Пехил, Н. Янгер тата ыттисем сасă пани Янкасăн эпир пĕлмен тăпри çине хунă пуç кăшăлĕ пек пултăр".
Кĕнекене 10 пая уйăрса калăпланă. Унăн тытăмĕнче: "Сăвăсемпе поэмăсем", "Эппиграммăсем", "Тĕрлĕ авторăн вырăс чĕлхинчен чăвашла куçарнă сăввисем", "Нестер Янкасăн кĕвве хывнă сăввисем", "Проза", "Нестер Янкас — публицист", "Нестер Янкас çырăвĕсем", "Чăваш поэчĕсемпе шкул ачисем Нестер Янкаса халалланă сăвăсем", "Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ ХХ—ХХI ĕмĕрсенче пурăннă тата паян та пурăнакансен хаклавĕнче", "Нестер Янкас сăвăçа тĕрĕс мар айăплани чăна килчĕ", "Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ".
Поэзи пайĕнче поэтăн суйласа илнĕ 78 хайлавне, проза енĕпе — 4 калавне пичетленĕ. Эппиграммăсем — Ç. Элкере, П. Хусанкая, Н. Шелепине, М. Уçăпа, В. Миттана тата хăйне халалланă тăватшар йĕркен халалланисем.
Публицистика пайĕнче Н. Янкас вырăсла пичетленĕ 5 статья. Янкас сăввисемпе Г. Хирбю, Г. Максимов, Ю. Кудаков кĕвĕленĕ юрăсене нотăсемпе кăларнă. Поэт П. Хусанкай, Я. Ухсай, К. Кольцов, М. Ястран патне янă чылай çыру пур. Куçарусенчен — А. Пушкин, М. Лермонтов, А. Твардовский, А. Прокопьев, Г. Шевченко, Д. Дхембаев, В. Лебедев-Кумач, М. Гафури, И. Бук, К. Хетагуров сăввисем.
Нестер Янкасăн пултарулăхне хакласа çырнă тишкерÿсемпе аса илÿсем йышлă кĕнекере: чăвашсен паллă çыравçисемпе критикĕсене, çавăн пекех хамăр районта çуралнă М. Аттай, М. Нямань, Ю. Сементер, Н. Ершов, Г. Кириллов çыравçăсене вырăн панă.
Юлашки пайра йăлтах районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлне çутатнă. Ун пирки ку пĕрлĕхе чăмăртакансенчен пĕрисем — В. М. Михайлов, Н. Г. Ершов — каласа панă. Пĕрлĕх уставĕпе Нестер Янкас ячĕллĕ преми йĕрки пур. Асăннă премине ку таранччен тивĕçнĕ уйрăм талантлă çынсен, пултарулăх ушкăнĕсен тулли йышĕсем.
Кĕнекесене сăн ÿкерчĕксемпе те, иллюстрацисемпе те илемлетнĕ. Тĕрлĕ документсен, Н. Янкас кĕнекисен 12 хуплашкин копийĕсене вырнаçтарнă. Хăй вăхăтĕнче Нестер Янкас ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксем, унăн çывăх тăванĕсен сăнĕсем, "Трак ен" ентешлĕхпе Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе сăнланисем нумай. Çав шутра пĕрлĕх ертÿçисем пулнă А. Раськин, В. Михайлов, В. Константинов, Н. Ершов, хальхи — Г. Ефимов.
Редакци коллегийĕн йышĕнче 11 çын: О. Алексеев, Н. Ершов, Г. Ефимов, А. Кириллов, Г. Кириллов, А. Львов, В. Михайлов, В. Никифоров, Ю. Сементер, Г. Юмарт, А. Яковлев.

Н.Васильев
Категори: Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Кам хушнă: mixaj_58 (28.10.2010)
Миçе çын вуланă: 313 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz