Юнкун, 08.05.2024, 03:05
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 21 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх конференцийĕ пулать
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх конференцийĕ пулать
18:22
Сăн ÿкерчĕк
nullРеспубликипех тата тулайра та паллă Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе кăçал, раштав уйăхĕнче, 20 çул пулать. Çак пĕрлĕхĕн Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен премийĕпе 1990 çултан пуçласа вуншар пултаруллă çынна чысланă. Ку таранччен Нестер Янкас ячĕллĕ премине илнисен шучĕ 48 уйрăм çынна тата 13 коллектива çитрĕ. Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енĕпе хавхалантарасси.   Нестер Янкас ячĕллĕ премин пĕлтерĕшĕ паян кун та капашсăр пысăк. Вăл литературăпа искусствăри вуншар ĕçчене чыспа хисеп кÿрсе тăрать, пултарулăха аталантарма хавал парать, кăмăл-туйăма çĕклет. Нестер Янкас ячĕллĕ преми илнисем шутĕнче чăваш халăхĕн чи пултаруллă та хастар çыннисем: Юрий Сементер поэт, Геннадий Юмарт поэт тата тĕпчевçĕ, Станислав Юхтар художник, Измаил Исемпек журналист, Николай Карлин композитор, Илья Степанов композитор тата ытти вуншар маттур чăваш. Апла пулсан пурте пĕрле пуçтарăнса çак уява мĕнле кĕтсе илесси çинчен шутламалла. Çак тĕллевпе çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче 10 сехетре Красноармейски район библиотекин вулав залĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн конференцийĕ — аслă органĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Кам çак пĕрлĕхĕн пуласлăхĕпе кăсăкланать тата унăн çывхарса пыракан 20 çулхи юбилейне чыслăн кĕтсе илме хутшăнасшăн - йыхравлатпăр. Пĕрлĕх председателĕ — ертÿçи Георгий Леонидович Ефимов-Тусли журналист каланă тăрăх, пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕн ăнăçлăхĕ чăвашлăхшăн çунакан кирек епле çын та унăн уставĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кăмăл тунинчен, ун ĕçне хастаррăн хутшăннинчен, Нестер Янкасăн çутă сăнарне асра тытса ĕçленинчен килет. Нестер Янкасăн 100 çулхи юбилейĕ те çапла пулма хистет. Сăмах май, Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ те уçăлчĕ. Унăн адресĕ: http://nesterjankas.ucoz.ru/. Вăл пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлне çутатса тăма тивĕç, пĕрлĕх членĕсен пултарулăхĕпе Интернет уçлăхĕнче ыттисене те паллашма май туса пама, Нестер Янкас пултарулăхĕн еткерлĕхне халăх хушшинче сарма пулăшĕ. Ку сайт, ытти пĕрлешÿсемпе танлаштарсан, пĕрремĕшсенчен пĕри пулать. Тен, ку ырă тĕслĕх ыттисене те хавхалантарĕ. Пирĕн шутпа, чăвашла сайтсен шучĕ пинĕ-пинĕпе пулмалла. Вара чăваш чĕлхи пĕтет тесе никам та калаймĕ. Ăнăçу сунатпăр сире, конференцие хутшăнакансем!
  Аса илтеретпĕр: май (çу) уйăхĕн 26-мĕшĕнче 10 сехетре район библиотекин вулав залĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн конференцийĕ - аслă органĕн черетлĕ ларăвĕ пулать.   
      Пĕрлĕх председателĕ - ертÿçи Георгий Леонидович Ефимов-Тусли.


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 642 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 Пинеслу   (28.05.2009 22:09) [Материал]
Маттур, янкасçăсем!



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz