Шăматкун, 21.12.2024, 01:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 31 » ШАШКОВ Иван Ефимович çуралнăранпа 100 çул çитрĕ
ШАШКОВ Иван Ефимович çуралнăранпа 100 çул çитрĕ
23:22
Сăн ÿкерчĕк
Владимир КОНСТАНТИНОВ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ 

Упи тăрăхĕнчи /Красноармейски районĕ/ Мамçа ялĕнче нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Иван Шашков. Ашшĕ, Ефим Абрамович, пĕчĕклех çурма тăлăх ÿссе чухăнлăх мĕнне лайăх ăнланнăскер, ывăлĕсене "пысăк” çынна кăларма тăрăшнă. Хăй 18 çул тултарсан кăна шутлама, сыпăкăн-сыпăкăн вулама тата алă пусма хăнăхнă. Çавăнпа Матвее хистесех ултă класлă шкултан /Мăн Чурашра/, каярахпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕрентсе кăларнă. 1915 çулхи авăн уйăхĕнче 4-мĕш класри сывлăхлă каччăсем пекех М.Шашков та хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн ăна IV тата III степень Георгий хĕресĕпе наградăланă. Тыткăнран таврăнсан 1919 çулта килĕнче шкул уçнă, унта 3 çул пĕлÿ панă. Пиччĕшĕн ырă тĕслĕхĕ Йăванпа Сантăра та кун-çул тăршшĕпех хавхалантарса тăнă. Иккĕшĕ те вĕреннĕ, тăван çĕршыва йывăр вăхăтра хÿтĕленĕ, офицера çитнĕ.

Малалла сăмахăм Иван Шашков çинчен. Шел, тăхăр теçетке тултариччен тăватă уйăх çурă маларах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ вăл.

Хăй вăхăтĕнче Иван Ефимович "вăрттăн” çынсенчен пĕри пулнă, çавăнпа вăл мĕн ĕçлесе пурăннине тăванĕсем те пĕлмен. Çав тапхăрта унашкаллисем пирки çырма та, асăнма та юраман. Хăйсем те вăрттăнлăх хучĕ çине алă пуснă...

Халĕ пĕлетпĕр ĕнтĕ: И.Шашков вăрçăра çĕршыва хÿтĕленĕ, ун хыççăн ракета çарĕсен йышĕнче халăхăн тăнăç пурнăçне сыхлама, тĕнче уçлăхне тĕпчеме хутшăннă. Ячĕшĕн кăна пăхса тăман пирĕн ентеш, çав вăй-хăвата "сывлăш вĕрсе кĕртекенĕ” тата ăна ăсталаканĕсенчен пĕри шутланнă.

Акă темиçе тĕслĕх. 1946-1950 çулсенче Мамçа çынни вĕçекен пирвайхи ракетăсен çирĕплĕхне ăсталас, вĕсене тăвас тата полигонра тĕрĕслес енĕпе вăй хунă. 1950 çулта пирĕн ентеш СССР Оборона министерствин 4-мĕш наука тĕпчев институчĕн коллективĕнче техника наукисен кандидачĕн ятне пуринчен малтан илме тивĕç пулнă. Тепĕр вунă çултан - доктор, профессор.

Кун-çулĕн 52 çулне вăл çĕршыва хÿтĕлес тата тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçе халалланă. 1957 çулта Байконурта континентсене вĕçекен баллистика пĕрремĕш ракета - Р-7 тĕрĕслеври иккĕмĕш минутра сирпĕнсе каять. С.Королев тĕп конструктор сăнав стартне киноаппаратпа ÿкерсе илнĕ И.Шашкова авари сăлтавне тĕпчекен комисси председательне çирĕплетет. Иван Ефимовичпа юлташĕсем лару-тăрăва тĕрĕс хакласа кирлĕ хутсем тăратаççĕ.

Шăпах çакнашкал Р-7 ракета тÿпене 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕрĕн пĕрремĕш спутникне, Юрий Гагаринăн "Восток-1” карапне çĕклесе хăпартнă та. 1959-1962 çулсенче Иван Шашков профессор вĕçекен ятарлă аппаратсемпе носительсен çирĕплĕхĕпе конструкцийĕсене тĕрĕслекен лаборатори пуçлăхĕ пулнă. Пĕр çул наука консультанчĕ, 1964-1966 çулсенче наука енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ, 1966-1969 çулсенче вĕçекен ятарлă аппаратсен пай пуçлăхĕ шутланнă.

И.Шашков инженер-полковник 150 ытла наука ĕçĕ, 2 монографи çырнă, 12 ăслай авторĕ.

Пĕтĕм пурнăçне çар тата космос промышленноçĕн хăватне ÿстерме, вĕсем валли ăста инженерпа техника кадрĕ хатĕрлес ĕçе халалланă. Вăл наукăн икĕ докторĕпе 9 кандидатне хатĕрленĕ. Ентеш ертсе пынă çулсенче Ăслăлăх канашĕ 27 докторпа наука кандидачĕн диссертацийĕсене йышăннă.

Çĕршыв Иван Ефимовичăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе 2 хут, "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн”, "Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, С.Королев ячĕллĕ медальсемпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Вăл - Раççей Федерацийĕн наукăпа техникăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, С.П.Королев тусĕ.

2009 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă ăсчах-инженер çуралнăранпа 100 çул çитет. Раççей шайĕнчи конструктор-изобретатель кунне тивĕçлĕ шайра ирттересчĕ. Шупашкарти "Байконур” микрорайонти урама И.Шашков ятне парсан, Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче асăну хăми уçсан, паллă ентеш çинчен кĕнеке çырса кăларсан питĕ лайăхчĕ.
                           ШАШКОВ Иван Ефимович  

крупный ученый-практик ракетостроения, доктор технических наук, профессор, заслуженный деятель науки и техники Российской Федерации 

Иван Шашков родился 16 мая 1909 года по старому стилю (по новому - 29 мая 1909 года) в деревне Мамзя Мало-Яушской волости Ядринского уезда Казанской губернии (ныне - Убеевское сельское поселение Красноармейского района) в семье крестьянина.

После завершения учебы с Похвальной грамотой в Убеевской 6-летней школе И.Шашков поступил в Цивильскую школу 2 ступени, которую закончил в 1928 году. 

В 1930 году Иван стал студентом 1 курса физико-математического факультета Ленинградского госуниверситета. 19 декабря 1935 году И.Шашков окончил механическое отделение физико-математического факультета Ленинградского государственного университета имени А.С.Бубнова. Уже с января 1936 года молодой специалист начал работать инженером-расчетчиком на заводе № 224, который выпускал приборы по метрологии и авиации.

В начале Великой Отечественной войны И.Шашков добровольно записался в народное ополчение. Уже со 2 июля 1941 года как командир взвода защищал Выборгскую сторону Ленинграда. Он был заместителем командира по технической части отдельного зенитного 7203 артдивизиона, 596 истребительно-артиллеристского полка, помощником начальника 5 отдела артснабжения Ленинградского фронта. Участвовал в боях на Пулковских высотах по обороне Ленинграда, под Урицким (1941-1942), прорыве блокады под Шлиссельбургом, в Красноборской операции (март-апрель 1943 года).

За мужество и отвагу на фронтах Великой Отечественной войны И.Шашков награжден двумя орденами Отечественной войны II степени, «За оборону Ленинграда».

В 1946-1950 годы И.Е.Шашков занимался проблемами прочности первых баллистических ракет, участвовал в процессе их создания и полигонной обработки. Он стал первым кандидатом технических наук (1950) в коллективе научно-исследовательского института - 4 Министерства обороны СССР. Через десять лет неутомимый чуваш защитил докторскую диссертацию с темой «Некоторые вопросы динамического расчёта спецконструкций и устойчивости упругих систем».

  При его участии выпущено ряд отчётов, по материалам которых опубликованы научное и написано учебное пособие по строительной механике. Слушатели академии имени Жуковского до сих пор успешно пользуются учебным пособием «Материалы к курсу строительной механики» под редакцией профессора Безухова Н.И. Соавторами которого являются И.Шашков, В.Коршун и В.Суворкин.

  В 1959-1963 годы И.Шашков возглавлял коллектив лаборатории конструкций и прочности специальных летательных аппаратов и носителей. Он активно участвовал в изобретательской работе: в соавторстве им получено 12 авторских свидетельств за изобретения перспективных двигателей и летательных аппаратов. Иван Ефимович много внимания уделял подготовке научных кадров. Более 10 лет был председателем комиссии по приёму кандидатских экзаменов по специальным предметам.

  В течение 5 лет являлся председателем учёного совета по комплексу специальностей. Шашков лично подготовил 9 кандидатов и 2 докторов наук, выступал в качестве официального оппонента по 27 кандидатским и докторским диссертациям в различных научных учреждениях и высших учебных заведениях.

  И.Шашков сыграл значительную роль в деле развития специального вооружения, повышения обороноспособности страны и освоения космического пространства

На базе ракеты серии Р-7, в создании, испытании которых принимал самое активное участие вместе с С.П.Королевым и наш земляк И.Шашков стартовали первые космонавты Ю.Гагарин, Г.Титов, А.Николаев и П.Попович. 

  За достижения в научно-исследовательской работе (опубликованы более 150 научных работ и 3 монографии) и в подготовке научных кадров И.Е.Шашкову в 1968 году присвоено учёное звание «профессор». Он - заслуженный работник науки и техники Российской Федерации, кавалер ордена Трудового Красного Знамени и обладатель 21 медали.


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1990 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/5 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz