Кĕçнерникун, 25.04.2024, 19:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çĕртме » 3 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пĕлтерĕшне татах ÿстермелле
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пĕлтерĕшне татах ÿстермелле
20:06
Сăн ÿкерчĕк
nullВиктор ДАНИЛОВ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ
Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулчĕ.
Унта пĕрлĕх правленийĕн отчетлă тапхăрта йĕркелесе ирттернĕ ырă ĕçĕсем пирки унăн председателĕ Г. Л. Ефимов-Тусли каласа пачĕ. Вĕсем вара сахал мар. Акă, пĕрлĕх членĕсем çине тăнипе пĕлтĕр Çĕньял Упи ял уявне халăхшăн асра юлмалла ирттернĕ. Ялсенче тăтăшах концертсем кăтартни те хăйĕн çимĕçне парать. Çакăнта “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ те (ăна йĕркеленĕренпе 16 çул çитет) сумлă тÿпе хывать. Н. М. Никоноров ертсе пынипе пирĕн артистсем хамăр тăрăхсене çеç мар, кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансене те пĕрре çеç мар хăйсен юрă-ташăри пултарулăхĕпе савăнтарнă, çулталăк хушшинче 30 ытла концерт кăтартнă. Çывăх вăхăтрах тĕл пулусем Пĕчĕк Супарпа Яманакра тата Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта иртмелле. Унсăр пуçне “Заволжски” клубра, Шывпуçĕнчи, Чатукассинчи тата Упири кану центрĕнче вăй хуракансен ĕçĕ те курăмлă.
Район хаçатне кăларма пулăшакансем хушшинче çыравçăсем 39-ăн. Çамрăк авторсемпе ĕçлесси те лайăхланать.Чылайăшĕ вулакансене хăйĕн хыпарĕсемпе паллаштарма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ.
Пултарулăх çыннисен юбилейĕсене пĕрле пухăнса палăртасси, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестиваль йĕркелесси (вăл республика шайне те тухрĕ), тата ытти мероприятисем ирттересси пĕрлĕхре йăлана çирĕппĕн кĕнине те уйрăммăн палăртмалла.
Пĕрлĕх членĕсем Трак ен культурипе искусствине аталантарас тĕлĕшпе чăннипех те пархатарлă ĕç туни куç умĕнчех. Сăмах май, кăçалхи раштавра районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе туса хунăранпа 20 çул çитет. Ку тапхăрта пултаруллă 48 çынпа 13 коллектив çак ятлă преми лауреачĕсем пулса тăнă. Çĕнĕлле вăй хурас тесен, ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсех пымалла. Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул учителĕ В. М. Михайлов та çаплах шутлать. Виталий Михайлович çине тăнипе, ав, районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайтне уçнă, унта пĕрлĕх историне, Н. Янкас сăввисене, лауреатсем пирки каласа панине вырнаçтарма тытăннă. Автор пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă аса илÿсене ыттисенчен те кĕтет.
Çакна палăртни те вырăнлă. Республикăра ку евĕр пĕрлĕх урăх çук. Вăл уставпа тата ятарлă положенипе килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Çул уçакана нихăçан та çăмăл пулман. Пĕрлĕх правленийĕ те район администрацийĕ пулăшу кÿнипе чăрмавсене çĕнсе малалла утăмлать. “Çак çыхăнăва татах та çирĕплетесчĕ. Тĕллевсене пĕрле пурнăçа кĕртесчĕ,” — терĕ конференцире район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов.
Отчетлă доклада сÿтсе явма çавăн пекех пичет ветеранĕсем К. Ф. Шачкин (Именкасси) тата Н. Г. Ершов (Янкас), Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул учителĕ В. М. Михайлов, районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕ С. А. Никитина, районти таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи В. З. Константинов хутшăнчĕç, кулленхи ĕç-хĕле лайăхлатма сĕнÿсем пачĕç, пĕрлехи ĕç планне хатĕрлесе çирĕплетмеллине палăртрĕç. Конференцире пулнисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Ю. В. Шепилов композитора асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Конференци пĕрлĕх правленийĕн иртнĕ тапхăрти ĕçне “вăтам” хак пачĕ, 9 çынран (унта Г. Л. Ефимов, Н. Г. Ершов, С. А. Гурьева, В. З. Константинов, В. С. Серафимов, Л. И. Антонов, В. М. Михайлов, Н. М. Никоноров тата А. П. Алексеев кĕчĕç) правленин çĕнĕ йышне суйларĕ. Председатель пулма хальхинче те районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторне Георгий Леонидович Ефимов-Туслине шанчĕç.
  * * *
Пĕрлĕх правленийĕн йĕркелÿ ларăвĕнче вара унăн çумĕ пулма Н. Г. Ершова, секретарьне С. А. Гурьевана, пресс-центр ертÿçине В. М. Михайлова, 5 секци йĕркелесе вĕсен ертÿçисене çирĕплетрĕç. Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пĕлтерĕшне татах ÿстермелле


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 613 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz