Эрнекун, 29.03.2024, 08:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 1 » Шупашкарта чăваш халăх академикĕсемпе таврапĕлӳçĕсем пухăнчĕç
Шупашкарта чăваш халăх академикĕсемпе таврапĕлӳçĕсем пухăнчĕç
11:49
Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕ вĕçленес умĕн, 30-мĕш кунне, Шупашкарти Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăваш халăх академикĕсемпе таврапĕлӳçĕсем пухăнчĕç — çулсенренхи пуху иртрĕ. Çак шăматкунхи ир Мускав проспектĕнче ЧПУн экономика факультечĕ çурчĕ хыçĕнче пытанса ларакан институтра халăх чылай пулчĕ — Чăваш Енрен кăна мар, ун тулашĕнчен те хăнасем çитрĕç — Пушкăртстан, Тутарстан, Чĕмпĕр тата ытти тăрăхсенчен. Вĕсенчен чылайăшĕ парнесемпе — кĕнекесемпе — килнĕччĕ. Пĕрисем хур какайĕпе те сăйлама пултарчĕç.
Пухун тĕп ыйтăвĕсем шутĕнче чăваш халăх ăсчахĕсен президентне, таврапĕлӳçĕсен председательне суйласси пулчĕ. Çавăн пекех укçа-тенкĕпе ĕçлекенсене (Димитриева Алевтинăна), ваттисен хуралĕн ертӳçине (Денис Гордеев çыравçа) палăртрĕç. Пухăннисем килĕшнипе таврапĕлӳçĕсен ертӳçине паллă музейçăна Эдуард Бахмисова суйларĕç. Халăх ăсчахĕсем хăйсен пуçĕ пума Евгений (Ешентей) Ерагина шантарчĕç. Ăна пулăшакансене те палăртрĕç — Эдиссон Патмара, Димитриева Алевтинăна, Иван Дубанова. Паллах, халăх академийĕн секцийĕсем çулталăк хушшинче тунă хăйсен ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç.
Тăхтав вăхăтĕнче çак çулталăк хушшинче пирĕнтен уйрăлнисене асăнчĕç: Таллеров Петр Понтелеймоновича, Бурмистров Владимир Михайловича, Кудявнин Василий Ивановича, Михайлов Илья Михайловича.

Апатланнă хыççăн пухун иккĕмĕш пайĕ пуçланчĕ — кунта чăваш халăхĕн кун-çулне епле тишкермеллине сӳтсе яврĕç. Халĕ, тинтерех, тухнă кĕнекесемпе паллашрĕç.

Çăлкуç: Чăваш халăх сайчĕ

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 428 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Халăх академикесем | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz