Эрнекун, 29.03.2024, 09:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 1 » Электронлă вулавăшра - 4 пин ытла хайлав!
Электронлă вулавăшра - 4 пин ытла хайлав!
15:58
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш литературин электронлă вулавăшĕ çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăна 3 пин хайлавлăччĕ, паян ак вĕсен шучĕ 4 пинрен иртрĕ! Çак 7 уйăх хушшинче кĕртнĕ хайлавсен шутĕнче асăнса хăвармалла: Л. Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçне, Николай Максимовăн «Шурă акăш çулĕ» роман-халапне, Денис Гордеевăн «Каçма» повеçне, Валентина Элпин повеçĕсене, Иван Мучин кулăшла калавĕсене, тата ытти-ытти тĕслĕ сăвă-калавсене.
Хайлавсен ытларах пайĕ — сăвăсем. Вĕсен шучĕ 3 пине яхăн. Ытти тĕслĕ хайлавсем: калав (422 ытла, 100 яхăн хушăннă), юрă (80 ытла), юмах (170, 50 хушăннă), шӳтлĕ сăвă (67), кулăшла калав (70), поэма (23), халап (25), новелла (19), юптару (37, 20-мĕшĕ çурçул хушшинче хушăннă), сăвăллă юмах (8). Пысăк калăпăшлисене илес пулсан, халĕ 21 повесть (малтан 12 кăначчĕ), 7 роман (вĕсен шутĕнче 1 историллĕ роман, 1 роман-халап тата 1 сăвăллă роман).
Пирĕн порталти электронлă вулавăша 2008 çулхи çурла уйăхĕнче уçса. Кашни çур çул хушшинче вăл вăтамран пĕр пин хайлавпа пуянланса пырать.
Вулавăш пуянлансах пырĕ — хальхи вăхăтра иртекен «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» ăмăртăва килнĕ нумай-нумай хайлав вырнаçĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн», «Салампи» повеçĕсене, Виталий Енĕшĕн хайлавĕсене (кĕнекине сканерласа пĕтернĕ), Куçма Турханăн «Йăмраллă ялне» вырнаçтарма тăрăшăпăр.


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 672 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz