Кĕçнерникун, 28.03.2024, 17:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 14 » Пĕрлĕх ларăвĕ уяв пекех иртрĕ
Пĕрлĕх ларăвĕ уяв пекех иртрĕ
19:17
Сăн ÿкерчĕкФоторепортаж
Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн черетлĕ анлă ларăвĕ муниципалитетăн бюджет тытса тăракан Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулĕнче иртрĕ. Ăна пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Георгий Тусли уçрĕ. Ларăва правлени членĕсемсĕр пуçне районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем тата литература пултарулăхĕнче палăрнă шкул ачисем, тăван ен историйĕпе культури енĕпе наукăпа тĕпчев ирттернĕ çамрăксем, вырăнти çыравçăсем хутшăнчĕç.
Ларура çак ыйтусене пăхса тухрĕç: Чăваш Наци Конгресĕн VIII-мĕш Аслă Пухăвĕ йышăннă резолюцисем çинчен,  Тюмень чăвашĕсем патĕнче иртнĕ «Чăваш культурин кунĕсем» çинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чăвашлăха упраса хăварасси тата вĕсен пултарулăхне аталантарасси çинчен.
Пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Наци Конгресĕн делегачĕ Виталий Михайлов тухса калаçрĕ. Вăл конгресс съезчĕ мĕнле иртни тата унта йышăннă резолюцисен пĕлтерĕшĕ çинчен туллин ăнлантарса пачĕ. Пухăннисем ЧНК кăларса тăракан «Чăваш тĕнчи» хаçатра пичетленнĕ резолюцисемпе паллашрĕç тата конгресс ĕçĕ-хĕлне халалланă кĕнеке-альбомпа паллашрĕç.
Иккĕмĕш ыйтупа кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче Тюмень тăрăхĕнче Çĕпĕрти чăваш ялĕсем пуçланса кайнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Чăваш культурин кунĕсем» епле иртни çинчен унта тÿрремĕн хутшăннă Гурий Дубров çыравçă тата юрăçă каласа пачĕ. Вăл хăй сăввипе Çĕпĕрти чăваш ялне халалласа çырнă юрра та юрларĕ. Çитес вăхăтра Çĕпĕр чăвашĕсем çинчен тĕрленчĕксемпе очерксен кĕнекине калăпласа кăларасси пирки те пуплерĕ. Пухăннисем те хăй вăхăтĕнче Трак тăрăхĕнчи ялсенчи чăвашсем Çĕпĕре куçса кайнине аса илчĕç, çак пулăмпа çыхăннă кăсăклă ĕçсем çинчен калаçу пуçарчĕç. Ку темăпа кашни ял тăрăхĕнче тĕл пулусемпе çавра сĕтелсем ирттермелли çинчен сăмах куçарчĕç, Çĕпĕр чăвашĕсем тытакан çыхăнусене вăйлатмалли çинчен те сăмах татрĕç.
Юлашкинчен шкул ачисене сăмах пачĕç. Вĕсем хăйсем тинтерех çырнă сăввисене вуласа пачĕç, хатĕрленĕ юррисене юрласа пачĕç. Кунта уйрăмах Красноармейскинчи, Тракри тата Кĕçĕн Шетмĕри шкулсенче вĕренекенсем маттур пулни сисĕнчĕ. Вĕсен пултарулăхне Николай Янгер çыравçă тишкерсе хак пачĕ, малашне та кун-çул таппинчен юлман сăвă-калав çырма ăнăçу сунчĕ. Аслă ăрури çыравçăсемпе пултарулăх ăстисем те вĕсенчен кая юлас мар терĕç пулас. Юрă юрласа тата купăспа чăваш кĕвви каласа савăнтарчĕç.
Лару литературăпа пултарулăх уявĕ пекех иртрĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 423 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: ЧНК, Нестер Янкас, Трак ен | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz