Шăматкун, 20.04.2024, 05:08
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Юпа » 18 » Ум пухăва ЧНК Президиумĕ сивленĕ
Ум пухăва ЧНК Президиумĕ сивленĕ
20:55
Сăн ÿкерчĕкЧăваш Наци Конгресĕн Аслă пухăвĕ умĕн иртнĕ УМПУХУ (видеорепортаж)
  Паян иртмелли ум пуху пирки эпир маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ — вăл К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕн залĕнче 16 сехетре пуçланчĕ. Чăваш наци конгресĕн ертӳçисене те чĕннĕ пулин те ĕнерхи Президиум ларăвĕнче вĕсем ку пухăва ирттерессине сивленĕ иккен, умпухăва хутшăнмалла марри пирки çирĕплетнĕ. Апла йышăннă пулин те ЧНК-ран ум пухăва Константин Портнов хутшăнчĕ. 
  Умпухăва çав-çавах халăх пӳлĕм тулли пухăнчĕ — вĕсем ЧНК тăратнă кун йĕрки тивĕçтерменни пирки каларĕç (Архипов отчёчĕ вырăнне проблематикăллă доклад пулсан вырăнлă пуласса шанаççĕ), Устав проектне хатĕрлеменнине те ырламарĕç (кун йĕркинче ку ыйту тăмасть). Тухса калаçакансем делегатсене уçăмлă суйламаннине, вĕсен хушшинче чăваш халăхĕшĕн ĕçлекен пур хастар çынна кăтарманнине (сăмахран, эпир сахал мар ĕç тăватпăр пулин те — Чăваш халăх сайтне те, «Хавал» пĕрлешĕве те пĕр депутат вырăнĕ те паман) уйрăмах сивлерĕç. 
  Пухăва «Сăвар ТВ» ӳкерчĕ — туллин мĕн пирки калаçнине çитес вăхăтра вĕсен кăларăмĕнче пĕлме пулĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 442 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: ЧНК | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz