Эрнекун, 26.04.2024, 01:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Юпа » 25 » Ыран Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ иртмелле
Ыран Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ иртмелле
18:21
Сăн ÿкерчĕк
Ыран, юпан 26-мĕшĕнче, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ пулать. Унăн ĕçне 300 яхăн делегат тата 250 яхăн хăна хутшăнмалла. Съезд 11:00 сехетре пуçланать. 
Кун йĕркинче Чăваш наци конгресĕн президиумĕ VII-мĕш съезд хыççăн ирттернĕ тата малашне тумалли ĕçсене сӳтсе явĕç, ревизи комиссийĕн отчётне итлĕç. Аслă Пуху йышăнмалли хăш-пĕр документсемпе вĕсен сайтĕнче паллашма пулать. 
Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хушшинче ЧНК Президентне суйласси пулĕ. Çĕнĕ ертӳçĕпе халăх ЧНК ĕçĕнче улшăнусем пуласса кĕтет. Чăваш наци конгресĕн ертӳçисем çакăнпа килĕшеççĕ-килĕшмеççĕ-и, анчах мĕн пытармалли пур — халăх вĕсен ĕçне пысăках хакламасть. Кăна эпир маларах ирттернĕ ыйтăм та çирĕплетет. «ЧНК ĕçĕ-хĕлĕ сире тивĕçтерет-и?» ыйту çине 30 ытла çынран 2-мĕшĕ кăна тивĕçтерет тесе хуравланă, ыттисем вара япăх ĕçленине тата ĕçне лайăхлатмалли пирки пĕлтернĕ. 
Президент вырăнне йышăнмалли кандидатсен йышĕнче хальлĕхе тăватă çынна палăртнă: Клементьев Валерий Леонидович (юрăç, усламçă, хальхи вăхăтра ЧНК Президенчĕн ĕçне пурнăçлакан); Лукианов Николай Егорович (юрист, ЧАП партине йĕркелеме хутшăннисенчен пĕри); Портнов Константин Петрович (ЧНК ĕçтăвком ертӳçи); Тимĕр Тяпкин («Сăвар» Чăваш наци культурин аталану фончĕн ертӳçи). Сас-хура пĕлтернĕ тăрăх влаç тытăмĕнчи тӳре-шара ЧНК ертӳçинче Угаслов Николай Фёдоровича курасшăн. Чăннипе, миçе кандидат пулассине Аслă Пухура пĕлтерĕç пулас, ЧНК сайтĕнче кун пирки информаци çук. Хăвăр кама кăмăлланине вара эсир пирĕн сайтри ыйтăмра пĕлтерме пултаратăр. Тимĕр Тяпкинсăр пуçне — ун пирки информаци ыйтăма уçнă хыççăн çеç çитрĕ — пур кандидата та унта палăртнă.

(Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернинчен)
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 448 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: ЧНК, Аслă Пуху | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz