Шăматкун, 27.04.2024, 02:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Юпа » 29 » ЧНК Президентне Николай Угаслова суйларĕç
ЧНК Президентне Николай Угаслова суйларĕç
19:42
Сăн ÿкерчĕк
Căнсем
Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн залĕнче Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕ иртрĕ. 
Съезда Чăваш Ен Элтеперĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, тĕрлĕ министрсем тата ытти тӳре-шара хутшăнчĕç. Ларăва ЧНК вице-президенчĕ Ивантаев Пётр Васильевич ертсе пычĕ. Пĕрремĕш ыйтупа тухса калаçакансен йышĕнче Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Геннадий Архипов, Николай Угаслов пулчĕç тата Раççейĕн тĕрлĕ регионсенчен килнĕ чăваш-делегатсем.
Сăмах май, Аслă Пухăва 300 яхăн делегат суйланă, анчах форума 260 делегат çеç килни паллă пулчĕ. Вĕсем Раççейри 26 регионтан тата 5 ют çĕр-шывран (Франци, Эстони, Украина, Белоруси тата Казахстан) пулчĕç. Маларах пĕлтернĕччĕ, пирĕн районтан кворумпа килĕшÿллĕн 4 делегат суйланă. Вĕсем: Вĕсем: Гурьева С.А. (районти централизациленĕ вулавăшăн краеведени пайĕн ĕçченĕ), Игнатьева Л.Н. (районти кану центрĕн методисчĕ), Михайлов В.М. (Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн пресс-секретарĕ тата сайт администраторĕ) тата "Тус" ХАО ертÿçи Угаслов Н.Ф.. Хăнасен шучĕпе Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Ершов Н.Г. (Янкер) поэт хутшăннă. Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхрен Юрий Сементер поэтпа А.В.Яковлев публицист пулнă. Аслă Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков та пырса курчĕ, делегатсемпе сăн ÿкерттерчĕ.
Иккĕмеш ыйтупа тĕрлĕ резолюцисем йышăнса хăварчĕç. Вĕсен шутĕнче: "Чăваш наци конгресĕн viii Аслă Пухăвĕн йышăнăвĕ", "ЧНК-ан чăваш халăхĕн этника хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварас енĕпе ĕçлемелли программи", "Чăваш наци телевиденийĕ çинчен", "Чăваш наци лицейĕ çинчен", "Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕ çинчен" тата ытти те.
Виççĕмĕш ыйтура ЧНК-ан çĕнĕ Президентне суйласси пулчĕ. Суйлава пурĕ виçĕ кандидат тăратрĕç — Николай Угаслова, Николай Лукианова тата Валерий Клементьева. Валерий Леонидович, хăйне сăмах парсан, унăн кандидатурине шута илмесĕр, уншăн сасăласшăннисене хăйĕн сассисене Николай Угасловшăн пама сĕнчĕ. Çапла май икĕ кандидат хушшинче суйламалла пулчĕ.
Суйлав тĕлне залра пурĕ 245 делегат юлчĕ, вĕсенчен 168-шĕ хăйĕн сассине Николай Фёдорович Угаслова пачĕç. Лукианов Николай Егоровичшăн вара пурĕ 43 сасă çеç пухăнчĕ. Çапла май, Устав тăрăх 2/3 пайĕ килĕшет тесе, çĕнĕ Президент пулма АХО «ТУС» компанийĕн ертӳçине Николай Угаслова суйларĕç.
Юлашкинчен Мăн Канаш йышне суйларĕç. Унта пĕтĕмпе 100 çын ытла суйланчĕ. 
Аслă Пуху ларăвĕ вĕçленсен Мăн Канаш хăйĕн пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Канашçăсем вице-президентсене суйларĕç тата ЧНК президиумне йĕркелерĕç. Унта, пĕтĕмĕшле илсен, малтанхи йышах юлчĕ. Президент сĕннипе пĕрремĕш вице-президентпа вице-президентсене çаксене суйларĕ: пĕрремĕшĕ - Валерий Клементьев /юлашки тапхăрта ЧНК президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçланă/, вице-президентсем - Петр Ивантаев /Ваттисен Канашĕн ертÿçи пулнă/, Алексей Леонтьев /«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, халĕччен те вице-президент пулнă/, Олег Мешков /Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ/, Константин Яковлев /Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи. Николай Угасловпа тупăшнă Николай Лукианова та Президиум йышне кĕртрĕç. Пурĕ - 22 çын. Çавăн пекех Геннадий Архипов та, Атнер Хусанкай пекех, ЧНКан Хисеплĕ президенчĕ ятпа Президиум йышне кĕчĕ.
Çакна палăртмалла, Чăваш Республикин патшалăх кунĕ умĕн, 2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш Наци Конгресĕн черетсĕр Пухăвĕ пулмалла. Унта çак обществăлла организацин çĕнĕ Уставне пăхса тухса çирĕплетĕç.



Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 482 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz