Ытларикун, 16.04.2024, 11:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Çĕртме » 6 » Нестер Янкас лауреачĕн çĕнĕ кĕнеки
Нестер Янкас лауреачĕн çĕнĕ кĕнеки
07:03
Сăн ÿкерчĕк

Çак кунсенче вулакан патне Красноармейски ялĕнче пурăнакан Валентина Рудниковăн типографи сăрĕн шăрши те кайса пĕтмен “Вут-çулăм витĕр тухнисем” ятлă кĕнеки çитрĕ. Шучĕпе авторăн вун çиччĕмĕш кĕнеки пулчĕ вăл. “Ял пурнăçĕ” хаçат вулаканне В. Рудниковăпа паллаштарма кирлех те мар пулĕ. Валентина Васильевна — район хыпарçин чи активлă общество корреспонденчĕсенчен пĕри. Творчество ĕçне тивĕçлĕ канăва тухсан çанă тавăрсах тытăннă вăл. Унччен чылай маларах вара И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет-авт.) биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă вăл. Учитель-биолог. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальсен лауреачĕ. Асăннă фестивале кашнинчех 3-5 юрă тăратса хутшăнать, хăй хайланă юрăсемпе концертсем, творчество каçĕсем йĕркелет. “Ĕмĕр ĕмĕрлесси урам урлă каçасси мар”. 78 çулпа пыраканскер çак сăмахсене тăтăшах калама юратать вăл. Чатукасси тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралса ỹснĕскер, ултă ачаллă çемьере тĕрек илнĕ, амăшĕпе кăна çитĕннĕ. Юратнă ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Кĕçĕнни пулнă май аслисенчен тĕслĕх илсе ỹснĕ. Нихăçан та алă усса ларман, кар тăрса малаллах талпăннă. Вăрçă ачисене вара пĕртте çăмăл пулман: тăраниччен çăкăрне çисе те, çывăрса та курман пулĕ. Юратнă ашшĕ фронтра пуçне хунă пирки ăна çарпа вăрçă теми питех те çывăх. Çакă пĕтĕмпех “Вут-çулăм витĕр тухнисем” кĕнекере сăнланнă. Кĕнеке икĕ пайран — “Сăвăсемпе хайлавсенчен” тата “Куçарусенчен” тăрать. Вăл “Паттăрсем çухалмаççĕ” хайлавпа уçăлать. Ăна автор хамăр ентеше, Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтарт-са Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Владимир Васильева чыслăн асра тытса çырнă. Кунтах авторăн “Асран тухмаççĕ çав кунсем”, “Вăрçă пурнăçа — тăшман” сăвăсем вырăн тупнă. В. Рудникова “Вăрçă хĕрхенмерĕ пире” хайлавне Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралнă, унтах пурăннă аппăшне — Вера Васильевна Матвеевăна халалласа çырнă.

Аппана-ха эп сăнласшăн,

Килĕр, çепĕç сăмахсем.

Кил-йыша тертрен çăласшăн

Иртрĕç сан яш кунусем.

Вăкăрпа çĕр сухаланнă,

Эс тытаттăн чĕлпĕртен...

Çĕнтерỹшĕн нушаланнă

Манса çамрăклăх çинчен.

Кĕнекен иккĕмĕш пайĕнчи хайлавсем те çăмăллăн вуланаççĕ. Унта В. Рудникова М. Шолоховăн “Нахаленок”, “Родинка” (“Тур палли”), “Путь-дороженька” ("Эх çулсем-йĕрсем!”), “Судьба человека” (“Ăраскал”), А. Митяевăн “Мешок овсянки” (“Сĕлĕ кĕрпи”), К. Симоновăн “Малышка” (“Паттăр Маруç”) хайлавĕсене чăвашла сăвăлласа куçарнă. Пĕр-пĕр поэмăна аса илтереççĕ вĕсем.

Çиччĕре кăна-ха Мишка,

Тĕлĕкре вăл аташать:

Хулă тытнă та аслашшĕ,

Умне пырса хăмсарать.

Сак çинче ларать салтак —

Эскадронăн ертỹçи.

Хытнă аллисем йăлтах —

Сивĕ пỹртре çук çеç çил.

Тепĕр хайлавне В. Рудникова “Паттăрсем вилĕмсĕр” тесе ят панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă вун саккăрти хĕр _ Зоя Козмодемьянская пирки нумайăшĕ илтнех ĕнтĕ. Разведчик-диверсант тивĕçне чунтан пурнăçланă вăл. Тăшманăн 332-мĕш полкĕ вырнаçнă яла хăюллăн пырса кĕнĕ Зоя. Анчах ку хутĕнче телейĕ пĕрле çỹремен унăн — тыткăна лекнĕ. 1941 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕ уншăн юлашки пулнă — ăна çакса вĕлернĕ. Зойăн паттăрлăхне В. Рудникова сăвă йĕркисем çине куçарнă.

Паян вăл разведкăра,

Пуйăс сирпĕнĕ ыран.

Пур ĕç ăнать алăра

Тарăхупа тулнăран.

Çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитет. Çак пысăк уява халалласа хаклă парне хатĕрлерĕ В. Рудникова. Эпĕ сире районти тĕп вулавăшра “Вут-çулăм витĕр тухнисем” кĕнекепе паллашма сĕнетĕп, вăл сирĕн кăмăлăра каясса çирĕп шанатăп.

С. Самсонов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 238 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz