Юнкун, 24.04.2024, 12:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Ака » 9 » "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестиваль иртрĕ
"Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестиваль иртрĕ
21:24
Сăн ÿкерчĕк

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленчĕ. Хĕл кунĕсенче юр самаях çурĕ пулсан та, вăл пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ирĕлсех пырать — нумай та юлмарĕ темелле. Çуркуннепе пĕрле пĕтĕм тĕнче савăнать. Чунра вара юрă-кĕвĕ вăранать: юрлас та юрлас килет савăк ку вăхăтра. Çакна тĕпе хурсах пуль, пуш уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивальне йĕркелерĕç. Çулленех иртет вăл. Хальхинче 21-мĕш хут пухăнчĕç унта. “Ирĕк парсамăр пурне те паянхи çут çанталăкăн ытарайми илемлĕ, хаваслă çурхи уçă сывлăшлă, çăлтăрлă та янкăр тỹпеллĕ кунпа саламлама. Кĕмĕл уйăх пек çутă ăшă кăмăл, ырă ĕмĕт-туйăм, хавас кулă, иксĕлми телей сунатăп”, — терĕ ăна уçнă май Н. Филиппова конферансье. Халăх юрри-кĕввине юратакансен сумлă уявĕпе залра ларакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ыр сунчĕ, “сирĕн çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу тата юрату пултăр”, — терĕ. Александр Николаевич кунпа пĕрлех Культура ĕçченĕсен иртнĕ кунĕпе саламласа районти Культура çурчĕпе тĕп вулавăшăн ĕç коллективĕсене Дипломсем парса чысларĕ. Красноармейскисене çавăн пекех Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацийĕн президенчĕ Н. Зимин та ăшă сăмахсемпе саламларĕ, пирĕн ентешĕн — Ф.М. Лукин композиторăн пултарулăхне пысăк хак пачĕ, асăннă фестиваль вара Трак енре пурăнакан халăха яланхиллех савăнтарасса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, фестивале хутшăнакансен пултарулăхне, ытти çулсенчи евĕрех, ятарлă жюри хакларĕ, ун йышĕнче Чăваш Республикин композиторĕсен Ассо-циацийĕн президенчĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР тата Раççей музыка обществисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, А. Талвир ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ Н.А. Зимин композитор тата музыковед (председатель), ЧР композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, ЧР тата РФ культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультечĕн доценчĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Ю.Д. Кудаков, ЧР профессиллĕ писателĕсен Союзĕн, композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери поэзи премийĕн лауреачĕ, Чăваш Енти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ композиторсен тата А. Талвир ячĕллĕ наци литература премийĕн лауреачĕ Р.В. Сарпи сăвăç-писатель, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ, ЧР тата РФ культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.С. Васильев пулчĕç. Жюри унчченхиллех юрăсен кĕвви-çеммине, темине, содержанине, илемлĕхне, янăравлăхне, пахалăхне тишкерчĕ. Фестивалĕн концерт программине районти Культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи — Антонина Никонорова) уçрĕ. Вăл Зинаида Михайлова сăввипе Валентина Рудникова кĕвĕленĕ “Тăван чĕлхеçĕм, янăра!” юрра шăрантарчĕ. Çак ушкăнах тата Н. Янкас пĕрлĕхĕн пайташĕсем “Эпир-Янкасçăсем” (сăвви — Николай Ершовăн, кĕвви — Иван Прокопьевăн) юрра парнелерĕç. Сăмах май, Иван Афанасьевич — районти Н. Янкас ячĕллĕ литература, культура тата искусство пĕрлĕхĕн председателĕ, сăвăсем те хайлать, юрăсем те кĕвĕлет. Вăл — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ те. Çак фестивальте çеç унăн çичĕ юрри янăрарĕ. Сцена çинче — “Заволжский” клуб çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Дмитриев). Вăл Гурий Дубров сăввипе Иван Прокопьев кĕвĕленĕ “Газ уçлакансем” юрра шăрантарчĕ. Пĕр пултарулăх ушкăнне тепри ылмаштарать. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев), акă, “Ĕçĕпе çын илемлĕ” (сăвви — Галина Çуткỹлĕн, кĕвви — Валентина Рудниковăн) юрра парнелерĕ. Фестивале кăçал Элĕксемпе Вăрнарсем тата Çĕрпỹсем те килнĕ. Элĕкри Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Терентьев), калăпăр, “Ан парăн çулсене эс, ветеран” (сăвви — Елизавета Ивановăн, кĕвви — Владимир Терентьевăн) тата “Çемьере пирĕн пурнăç илемĕ” (сăвви — Любовь Шашкина-Лĕпĕшпин, кĕвви — Владимир Терентьевăн) юрăсене юрларĕ. Куракансем районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕн (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров) номерĕсене — “Афганистан ларать ман чĕрере” (сăвви — Николай Ершовăн, кĕвви — Николай Никоноровăн), “Шур хуламăр — Шупашкар” (сăвви — Николай Ершовăн, кĕвви — Николай Никоноровăн) тата çĕнетнĕ “Чăваш Ен — тăванлăх çĕршывĕ” (сăвви — Юрий Сементерĕн, кĕвви — Филипп Лукинăн) юрăсене те тулли кăмăлпа йышăнчĕç. Концерт вара малаллах пычĕ. Сăмах май, вăл икĕ сехет ытлараха тăсăлчĕ. Пĕтĕмпе 27 юрă янăрарĕ. Николай Яковлев, авă, “Юрату ахрăмĕ” (сăвви — Зоя Сывлăмпин, кĕвви — Илья Степановăн), Пикшикри тĕп кану çурчĕ çумĕнчи хĕрсен ушкăнĕ (ертỹçи — Лидия Иванова) "Тăван ен сасси" (сăввипе кĕвви — Валентина Рудниковăн), Карайри тĕп кану çурчĕ çумĕнчи “Карай ен” ушкăн (ертỹçи — Лилия Алексеева) “Çавра çил халь ман чунра” (сăвви — Зоя Сывлăмпин, кĕвви — Иван Прокопьевăн), Алманчри кану центрĕ çумĕнчи “Мерчен” фольклор ушкăнĕ (ертỹçи — Реорита Игнатьева) “Юрату кăвар” (сăвви — Александр Ырьятăн, кĕвви — Иван Прокопьевăн) юрăсене шăрантарчĕç. Залра ларакансем çавăн пекех Шывпуçĕнчи кану çурчĕ çумĕнчи “Кăйкăр” ушкăнăн (ертỹçи — Эльвира Петрова) “Хĕвел” юррине (сăвви — Зинаида Михайловăн, кĕвви — Валентина Рудниковăн) алă çупса кĕтсе илчĕç. Кашни ушкăнах вĕсем валли тивĕçлĕ парне хатĕрлеме çине тăнине уйрăммăн палăртма кăмăллă. Еншик Чуллăри “Энжей” ушкăн (ертỹçи — Светлана Михайлова) сцена çине, сăмахран, чăвашлăха упрама чĕнекен “Чăвашлăх” (сăвви — Валерий Туктаровăн, кĕвви — Иван Прокопьевăн) юрăпа тухрĕ. Концертра Кĕçĕн Шетмĕри “Çăлкуç” ушкăн (ертỹçи — Валентина Петрова) “Кĕрекере” (сăвви — Петр Кузьминăн, кĕвви — Юрий Романовăн), Мăн Шетмĕри тĕп кану çурчĕ çумĕнчи “Шурăмпуç” ушкăн (ертỹçи — Луиза Митрофанова) “Эткерĕм” (сăвви — Петĕр Яккусен, кĕвви — Иван Прокопьевăн), çак ял тăрăхĕнчи “Чамăш” ушкăн (ертỹçи — Елена Александрова) “Ĕмĕр пĕрле пурăнар” (сăвви — Чĕкеç Люççин, кĕвви — Илья Степановăн), Упири тĕп кану çурчĕ çумĕнчи “Упи ен” ушкăн (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров) “Чăваш чĕлхине — мухтав!” (сăвви — Николай Ершовăн, кĕвви — Валентина Рудниковăн) юрăсене шăрантарчĕç. Уйрăм юрăçсем те хутшăнчĕç фестивале. Тусайри кану çуртĕнчи Надежда Федорова, акă, “Кама мăшăр тумалла?” (сăввипе кĕвви те — Валентина Рудниковăн), Чатукассинчи тĕп кану çуртĕнчи Галина Егоровăпа Нина Кудряшова “Пурнăçпа тан утар” (сăвви те, кĕвви те — Валентина Рудниковăн), Зинаида Викторова хăй Леонид Антонов сăввипе кĕвĕленĕ "Хунав" юрăсене парнелерĕç. Çĕрпỹ районĕнчен килнĕ Вера Алексеева вара мăшăрĕ — Гурий Алексеев-Яманак Юрий Сементер сăввипе кĕвĕленĕ “Эсĕ, савни, кунта çук” юрра куракан умне кăларчĕ. Красноармейскинчи Гурий Дубров хăйĕн сăввипе Валентина Рудникова кĕвĕленĕ "Пурнăç юррине" шăрантарчĕ. Пухăннисем Любовь Великовăн “Манаймастăп” юррине те (сăвви — Аркадий Русаковăн, кĕвви — Иван Прокопьевăн) алă çупса кĕтсе илчĕç. Концерта Вăрнар районĕнчен килнĕ Людмила Терентьева вĕçлерĕ. Сăмах май, вăл — пирĕн ентеш, Кĕçĕн Шетмĕри М. Тимофеев (Шетмĕ Михали) сăвăç хĕрĕ. Хальхинче Людмила “Ачалăх” (сăввипе кĕвви — Роза Волковăн) тата “Тăван патне хăнана” (сăввипе кĕвви — Роза Волковăн) юрăсене парнелесе хисепе тивĕçрĕ (баянисчĕ — Вениамин Иванов). Авторсем пурте фестиваль Дипломĕсене илме тивĕçрĕç. Тĕрĕссипе, жюри членĕсене фестиваль çĕнтерỹçисене палăртма пĕртте çăмăл тивмерĕ. Малтисене вара тĕрлĕ номинацисенче асăнчĕç. “Хор валли çырнă чи паха юрă” ятлинче, калăпăр, 1-3-мĕш вырăнсене районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ, “Заволжский” клуб çу-мĕнчи ветерансен халăх хорĕ, Элĕкри Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорĕ тата районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ çĕнсе илчĕç. “Чи лайăх вокал ансамблĕ” номинацире, авă, Кĕçĕн Шетмĕсем, Карайсем, Уписем, “Чамăш” ушкăн (Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ), тата Алманчсем — виççĕмĕш, Мăн Шетмĕсем, Шывпуçсем, Пикшиксем, Еншик Чуллăсем — иккĕмĕш, районти Культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ тата Чатукассисем пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕç. “Чи лайăх юрăç” ятлинче Николай Яковлев, Гурий Дубров, Надежда Федорова (3-мĕш вырăн), Любовь Великова, Людмила Терентьева, Вера Алексеева (2_мĕш), Зинаида Викторова (1-мĕш) палăрчĕç. Гурий Алексеев-Яманак, Валентина Рудникова “Уйрăммăн юрламалли чи лайăх произведени”, Иван Прокопьев “Вокалпа юрламалли чи ла-йăх произведени”, Николай Никоноров “Хорпа юрламалли чи лайăх произведени” номинацисенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем те Дипломсене тивĕçрĕç. Жюри членĕсен ячĕпе Раиса Сарпи поэт хăй экспромтпа çырнă сăвва вуласа пачĕ. Акă еплерех янăрарĕ вăл:

“Шетмĕпе Çавал кĕввисем” —

Чăваш юррин чĕр тĕввисем.

Янраççĕ пит хавхалануллăн,

Хăватлăн, ирĕклĕн, ятуллăн.

Шетмĕпе Çавал çыннисем —

Илемлĕ, ырă чăвашсем.

Чăвашлăха шеп хисеплеççĕ,

Чăваш ятне çỹле çĕклеççĕ.

Шетмĕпе Çавал тăрăхне,

Сума суса Трак халăхне,

Килсе çỹрет Кудаков Юрий,

Çырать вăл чаплă кĕвĕ-юрă.

Пĕрле килет Раис Сарпи,

Юрăçсене памашкăн пил.

Петр Васильев та баянçă

Фестивальте хаклать паянçă.

Çак конкурс пуçлăхĕ Зимин

Николай Сандрч, ырă çын,

Мăн композитор тараватлăн

Сире телей сунать хăватлăн.

21 хут шеп фестиваль

Янрать уявлăн, чаплăн халь.

Элĕксемпе Вăрнар таланчĕ

Тракра хĕвеллĕн çунатланчĕ.

Çут хĕмлĕ фестиваль ялан

Янратăр çулсерен ян-ян!

Çĕн юрăсем хастар çуралччăр,

Çĕн талантсем йăл-йăл çуталччăр.

Маттур юрăçсене — мухтав!

Хуçасене хисеп те тав!

Ырă тепĕр хыпар та пĕлтерем.

Фестиваль вăхăтĕнче районти таврапĕлỹçĕсен уйрăмĕн ертỹçи Владимир Константинов районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра вăй хуракан Юрий Борисов журналиста республикăри таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕн “Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ” удостоверенине савăнăçлă лару-тăрура пачĕ. Саламлатпăр Юрий Зиновьевича эпир те! Çапла, кăçалхи фестиваль хыçа юлчĕ. Умра — çĕнни. Ăна туллин те тĕплĕн хатĕрленме сăвăçсемпе композиторсене, уйрăм юрăçсемпе пултарулăх ушкăнĕсене пархатарпа ăнăçусем сунатпăр. ÇИТЕС ФЕСТИВАЛЬЧЧЕН!

В. Данилов-Тавкил.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 310 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz