Кĕçнерникун, 25.04.2024, 20:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Ака » 9 » “Юрий Сементере вулатпăр” акци
“Юрий Сементере вулатпăр” акци
21:34
Сăн ÿкерчĕк

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри “Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке” фестиваль-конкурс шучĕпе Трак енре “Юрий Сементере вулатпăр” литература акцийĕ старт илчĕ. Литература конкурсне ентеш-сăвăçăн “Ỹнер ĕшни” тата “Огнецвет” кĕнекисем хутшăнаççĕ. Акци тĕллевĕ — Ю.С. Семенов-Сементер творчествине кĕçĕн çулхисем, яш-кĕрĕм тата аслисем хушшинче сарасси. Юрий Сементер — чăваш халăх поэчĕ, куçаруçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трак енĕн хисеплĕ гражданинĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсен 50 ытла кĕнекисен авторĕ. Унăн хайлавĕсене тĕнчери çирĕм ытла чĕлхене куçарнă. Эпир ăна поэт-юрăçă пулнипе те аван пĕлетпĕр. Шывпуçĕнчи ялти вулавăш асăннă акцине хутшăнать. Кунта вĕренекенсем унăн сăввисене вулама пуçларĕç, поэт кĕнекисен куравĕ ĕçлет, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем янăраççĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 251 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz