Шăматкун, 27.04.2024, 03:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 24
Сăн ÿкерчĕк
Анат Кама хулинчи Чăваш наципе культура центрĕ ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 20 çул тулать. Кам шутланă ун чухне чăвашсем пĕрле çапла пысăк ĕç тăвасса? Вăл çулсенче пирĕн республикăри пĕр районта та, пĕр хулара та (çав шутра Хусанта та) чăваш обществисем пулман-ха. Çак ĕç Анат Кама хулинчен пуçланса кайрĕ.
Эпĕ 1989 çулхи март уйăхĕнче пенсие тухрăм. Килте ĕçсĕр ларма кичем пулнипе чăваш драмкружокĕ йĕркелеме шухăш çуралчĕ, çак тĕллевпе хулари чăвашсене килĕрен пуçтарса çӳреме тытăнтăм. Унтан хулари культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Алсу Забегаева патне кайрăм. Вăл мана хаваспах кĕтсе илчĕ: «Ăçта пултăр эсир халиччен? Эпир сирĕн пек çынна тахçанах кĕтетпĕр. Атьăр, ĕçлĕр, мĕн кирлине калăр, пулăшатпăр...», – терĕ те «Ленинская правда» хаçатăн редакторĕ патне ячĕ. Владимир Ильич Данилов тӳрех манпа чăвашла калаçма тытăнчĕ. Çапла нихăçан курман çын хамăн тăван пекех туйăнса кайрĕ. Эпир унпа «Ленинская правда» хаçатра чăвашсене пуçтарăнма чĕнсе пĕлтерӳ кăлартăмăр. 
Вара 1989 ç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 608 | Хăçан хушнă: 24.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Бартольд, Хаттори, Рамстед, Иностранцев, Артамонов, Гумилев тата ытти историксем чăвашсен мăн аслашшĕсем тесе Европăна Азирен IV ĕмĕрте килсе хăйсен ятне Хунсен патшалăхне панă хунсене шутланă. Ку патшалăх салансан вĕсем Каспи тăрăхĕнче хасар е хун-хасар ятпа тĕпленнĕ. «Чăвашсен историллĕ чи авалхи мăн аслашшĕсем тесе тахçан Китай чиккисенче çапăçнă, кайран Европăна куçса килнĕ хунсене йышăнма тивет», – тесе çырнă вĕсем çинчен В.В.Бартольд. Сиро Хаттори те чăвашсем Европăна пĕтĕмĕшле юхăмпа куçса килнĕ авалхи хунсен пĕр турачĕн тӳрĕ тăхăмĕсем пулса тăраççĕ тесе çырнă. Иностранцев та çапла шутланă, «хунсен тăхăмĕсем чăвашсем пулса тăраççĕ, вĕсен чĕлхин никĕсĕнче тĕрĕк сăмахĕсем тăраççĕ» тесе çырнă. «Вырăнти халăх хунсемпе пĕрлешнипе хасар халăхĕ пулса кайнă» тесе палăртнă Артамонов та. Маларах асăннă авторсен сăмахĕсене çирĕплетсе Лев Гумилев çапла çырать: «Хунсен чĕлхин тăсăмĕ тесе чăваш чĕлхине шутлама йышăннă, çапла вара чăвашсен мăн аслашшĕсем хунсем шутланаççĕ» ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 786 | Хăçан хушнă: 24.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район библиотекин фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Унăн вулав пÿлĕмĕнче Леонид Антонов поэтăн çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. "Кун-çул пусми" ятлă сăвă кĕнеки 200 экземплярпа "Çĕнĕ вăхăт" типографинче çапăнса тухнă. Унăн умсăмахне Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнă. Вăл калашле, агроном-поэт чунĕнче "çынсем малтанах туйса илеймен туртăм та йăва çавăрнă иккен: çил варкăшнинче те, улмуççи шуррăн та кĕренĕн çурăлнинче те, ыраш пуссинче путене авăтнинче те çĕнĕ пулăм, çĕнĕ пĕлтерĕш курнă иккен вăл, çав çĕнĕлĕхе сăвă йĕркипе палăртса калаçу чĕлхине те, сăмах сăнарлăхне те хăйне евĕрлĕх кÿнĕ.

Леонид Антоновăн пĕрремĕш кĕнеки "Тулли пучах" ятлăччĕ. Вăл Чăваш кĕнеке издатеьствинче 1988 çулта пичетленнĕ. Унтанпа сăвăç пире "Чун туртăмĕ - йăмраллă Трак", "Çăлкуç сипечĕ", "Сывлăм пĕрчисем" ятлă кĕнекесем парнелерĕ. Хальхинче вара эпир унăн суйласа илнĕ сăввисенчен йĕркеленĕ пуххине алла тытрăмăр.

Çĕр чĕлхине ăнланакан сапайлă та ĕçчен ентешĕмĕре поэзири ырми-к ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 720 | Хăçан хушнă: 24.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz