Шăматкун, 27.04.2024, 05:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 24 » ЮРĂРАН ПУÇЛАННĂ ЧĂВАШЛĂХ
ЮРĂРАН ПУÇЛАННĂ ЧĂВАШЛĂХ
22:10
Сăн ÿкерчĕк
Анат Кама хулинчи Чăваш наципе культура центрĕ ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 20 çул тулать. Кам шутланă ун чухне чăвашсем пĕрле çапла пысăк ĕç тăвасса? Вăл çулсенче пирĕн республикăри пĕр районта та, пĕр хулара та (çав шутра Хусанта та) чăваш обществисем пулман-ха. Çак ĕç Анат Кама хулинчен пуçланса кайрĕ.
Эпĕ 1989 çулхи март уйăхĕнче пенсие тухрăм. Килте ĕçсĕр ларма кичем пулнипе чăваш драмкружокĕ йĕркелеме шухăш çуралчĕ, çак тĕллевпе хулари чăвашсене килĕрен пуçтарса çӳреме тытăнтăм. Унтан хулари культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Алсу Забегаева патне кайрăм. Вăл мана хаваспах кĕтсе илчĕ: «Ăçта пултăр эсир халиччен? Эпир сирĕн пек çынна тахçанах кĕтетпĕр. Атьăр, ĕçлĕр, мĕн кирлине калăр, пулăшатпăр...», – терĕ те «Ленинская правда» хаçатăн редакторĕ патне ячĕ. Владимир Ильич Данилов тӳрех манпа чăвашла калаçма тытăнчĕ. Çапла нихăçан курман çын хамăн тăван пекех туйăнса кайрĕ. Эпир унпа «Ленинская правда» хаçатра чăвашсене пуçтарăнма чĕнсе пĕлтерӳ кăлартăмăр. 
Вара 1989 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Анат Кама хулинче аттракцион павильонĕнче пĕрремĕш хут чăвашсем пуçтарăнчĕç, пурĕ 16 çынччĕ. Паянхи пек астăватăп çак пĕрремĕш тĕлпулăва: тĕрлĕ районсенчен, тĕрлĕ ялсенчен пуçтарăннăскерсем эпир пĕр-пĕринпе паллашрăмăр, чăвашла калаçатпăр, кулатпăр..! Хăшĕсем хулара темиçе çул пурăнаççĕ иккен, теприсем нумай пулмасть куçса килнĕ. Юнашарах пурăннă пулсан та эпир пĕрне-пĕри палламан, чăваш иккенне те пĕлмен. Çак тĕлпулу пире хавхалантарчĕ. Савăннипе юрлас килсе кайрĕ! «Кам мĕнле чăваш юррине пĕлет?» – тесе ыйтсан, вĕсем «Саврăш пуçĕнче, вăрман айĕнче» юрăсăр пуçне урăх нимĕнлине те пĕлмеççĕ иккен. Вара пурте пĕрле ку юрра юрласа ятăмăр. Çак юрăран пуçланчĕ ĕнтĕ пирĕн чăвашлăх.Ун хыççăн Василий Стратонов (тăпри çăмăл пултăр) купăсне тăсса ячĕ. Тытăнтăмăр такмакласа ташлама. Урасем тапăртатаççĕ, куçсем ялкăшаççĕ! Нумай кирлĕ мар иккен чăваша савăнма.
Юрларăмăр, ташларăмăр, тепĕр эрнере каллех пуçтарăнма калаçса татăлтăмăр, хамăр пĕлекен чăвашсене те кунта чĕнсе килме сăмах патăмăр. Владимир Ильич Данилов пире малашне мĕнле ĕçсем тумалли çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ драмкружок йĕркелесси пирки калаçрăм. «Ку кăна çителĕксĕр,– терĕ Владимир Ильич, – пирĕн чăвашла хаçат-журнал çук». Вара эпĕ Шупашкара кайса чăвашла кĕнекесем, журналсем илсе килме килĕшрĕм. Тепĕр куннех Шупашкара тухса кайрăм. Журналсем, пьеса, юрă кĕнекисем аран-аран йăтса килтĕм. Малашне чăваш библиотекине, музейне йĕркелеме шутларăмăр. Ун чухне чăваш шкулне уçасси çинчен сăмах та пулман-ха. 
Кĕçех Петр Осиповăн «Айдар» пьесипе хатĕрленме пуçларăмăр. Тĕрлĕ мероприятисем: Çĕнĕ çул, юбилейсем, вăрçă ветеранĕсене (чăвашсене) шыраса тупса вĕсемпе тĕлпулусем ирттертĕмĕр. 
1990 çулхи январь уйăхĕнче пирĕн ентешлĕхе Борис Петрович Никитин музыкант килчĕ. Вăл пире: «Атьăр-ха малтан чăваш хорне йĕркелесе ярар, кайран спектакльсем лартăпăр», – терĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Спектакль репетицийĕсене пăрахса хор валли килĕрен çынсем пуçтарса çӳреме тытăнтăм. Çапла пирĕн «Шăнкăрав» ансамбль çуралчĕ.
«Шăнкăрав» концертпа тĕрлĕ районсене çӳресе унта та чăваш обществисем йĕркелеме сĕнсе хăварчĕ. Ун хыççăн Нурлатра, Çырчаллинче, Лениногорскра тата ытти çĕрте те чăвашсем пухăнма пуçларĕç.
1991 çулта «Тамаша» театр ĕçлеме тытăнчĕ. 18 çулта республикăра «Тамаша» çитмен пĕр чăваш ялĕ те юлмарĕ пуль. Унсăр пуçне Самар облаçĕнче, Удмуртире, Пушкăртстанра, Хусанта, Шупашкарта, Мускавра, Тольяттинче пулчĕ. «Шăнкăрав» ансамбльпе «Тамаша» театр гастрольсене час-часах пĕрле çӳрерĕç. 
1991 çулта хулара чăваш вырсарни шкулĕ уçăлчĕ. Ăна уçас ĕçре тăрăшакансем: Г.Спиридонова, Н.Атряскин, В.Юнусова. Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Н.Атряскин, каярахпа обществăн пуçлăхĕ, хулара чăваш чĕлхипе культурине аталантарас енĕпе нумай вăй хучĕ, ырми-канми ĕçлерĕ, вăхăтне те шеллемерĕ, сывлăхне те упрамарĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Тăпри çăмăл пултăр.
1999 çулта чăваш гимназийĕ уçăлчĕ. Çак ĕçре Анатолий Петрович Гавриловăн тӳпи пысăк. Вăлах директор, чăваш наципе культура центрĕн пуçлăхĕ те. Чăваш чĕлхине аталантарас енĕпе 10 çулта гимнази пысăк çитĕнӳсем турĕ. Кунтан вĕренсе тухнă ачасенчен нумайăшĕ вузсенче аслă пĕлӳ илеççĕ.
Хальхи вăхăтра та Анат Камăра «Шăнкăрав» ансамбль (ертӳçи Н.Андреев), «Тамаша» халăх театрĕ (ертӳçи Г. Волкова), чăваш гимназийĕ (директорĕ А.Гаврилов) ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне хамăрăн çыравçăсемпе поэтсем, композиторсем пур. Поэтсем: П.Гаврилов (7 кĕнеке кăларнă), М.Краснов (2 кĕнеке), С.Ермолаев (хаçат-журналта пичетленет), çыравçăсем: Н.Пильщиков (вырăсла 6 кĕнеке); композиторсем: И.Михеев (3 кĕнеке), Н. Андреев (1 кĕнеке).
Хулари чăваш музейне те ăмсанмалăх пур. Алевтина Назарова ăна çак шая çитерес тесе нумай ĕç пурнăçларĕ, ăна А.Илюхин, Н.Андреев тата ыттисем те çав тери пулăшрĕç.
Чăваш наципе культура центрĕнче ветерансен (вĕрентекенсен) ушкăнĕ пур, ертӳçи Мария Егорова. 
Малтанхи кунран пуçласа паянччен ырми-канми ĕçлекен хастар чăваш çыннисем çинчен каламасăр хăвараймастăп. Вĕсем: Н.Алексеева, М.Егорова, С. Иванов, Р. Мадюкова, В.Черпаков, А.Илюхин.
Анчах шел, çак 20 çулта пысăк çухатусăр та пулмарĕ, чăвашлăха аталантарма чун-чĕререн тăрăшнă В. Данилов, Б. Никитин, Н. Атряскин, Н. Ефремова, А. Ярмушкин, В.Стратонов, Е. Лапшова вăхăтсăр пиртен уйрăлса кайрĕç. Халĕ пирĕн вĕсене асра тытса вĕсем пуçарнă ĕçе малалла тăсмалла. 
20 çулхи юбилей Анат Камăри чăваш гимназийĕнче ноябрĕн 21-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре пуçланать.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 609 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz