Эрнекун, 26.04.2024, 14:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 19
Сăн ÿкерчĕк
Василий Степанович Алендей Кĕтеснер ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах питĕ активлă пулнă. 15-16 çултах комсомола кĕнĕ. Колхоза та чи малтанах çырăннă, ялти ĕçе хастар хутшăннă. Ашшĕ, Степан Егорович, ырă кăмăллă, ăшă, çепĕç чун-чĕреллĕ пулнă, ялта ăна никам та кÿренсе, çилленсе курман. 20 çула яхăн Кĕтеснер ял Совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Вăл отпуска тухсан, ун вырăнне Василий Алендее, 16-17 çулхи çамрăка лартнă, мĕншĕн тесен вăл ял çыннисене ăçта пурăннине, ячĕ-хушамачĕпе, вĕсен ачисене, мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усранине йăлтах пĕлнĕ. Амăшĕ ĕне ферминче дояркăра ĕçленĕ. Халăхра улми улмуççинчен инçе ÿкмест, теççĕ. Ваçука, пулас пысăк писателе, ашшĕпе амăшĕ тĕрĕс пăхса ÿстернĕ. 

Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан вăл, хăй пĕлĕвне малалла ÿстерес тесе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1037 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
(Яков Кузьмин-Юманадипе Павел Кулешовăн «Чăваш этногенезĕ» кĕнекинчен)
Çак ыйту çине хальхи вăхăтра ăсчахсем тĕрлĕрен хурав параççĕ. Ытларахăшĕ, паллах, чăвашсем авалхи тĕрĕксенчен тухнă, вăхăтĕнче вĕсене пăлхарсем тесе чĕннĕ тесе ăнлантараççĕ. Хасарсенчен тухнă текенсем те пур. Хăшĕсем чăвашсене авалхи шумерсен йăхĕ тесе çирĕплетеççĕ, теприсем чăвашсен тымарне авалхи этруссксенче, тата теприсем Алтайра, хăшĕсем монголсенче шыраççĕ. Африкăран – Египетран, Америкăран тухнă текенсем те пур. XIX ĕмĕрте пĕр паллă мар автор хăйĕн сăввинче (çак хайлава чăвашла çырнă пĕрремĕш сăвă теме пулать) ак çапла çырать:
« ... Халĕ дьяксем ыйтаççĕ, 
Çтан чăвашсем каяççĕ?
Эпир чăваш, татах чăваш, 
Тутар пирĕн хурăнташ».
Тĕрĕссине ăçтан суйласа илĕн ку шухăшсем хушшинче? Паянтан эпир вулакансене тĕпчевçĕсен пĕр версийĕпе паллаштарма тытăнасшăн. Паллах, тĕрĕсех тесе калас килмест ку шухăша. Унта чăвашсен историйĕнчи чылай тапхăра кăларса пăрахнă пек туйăнать. 
Вĕсе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 983 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юлашки вăхăтра Раççейри хуласен ячĕсене каялла тавăрасси модăра тесен йăнăш мар-тăр, Ленинград çĕнĕрен Санкт-Петербург, Свердловск Екатеринбург пулса тăчĕ, хальхи вăхăтра Киров та Вятка ята тавăрас ыйтупа ĕçлет. Кун пеккисем Раççейре тата та пур. Çавăнпа çак шăпа Ульяновск хулине уйрăмах кĕтесси пирки, ман шутпа, никам та иккĕленмен, пачах урăхла – халĕ те улăштарманнинчен тĕлĕннĕ. Ара, В.Ленинăн ятне аса илесси йăлара мар-çке хальхи обществăра.
Çапах та Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.Морозов хулана унчченхи ятне (Чĕмпĕр) тавăрасси пирки Правительство комиссине йĕркелеме йышăнни хула çыннисен хушшинче тавлашу çуратрĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи тата область тулашĕнчи хăш-пĕр чăвашсем те акă С.Морозов кĕпĕрнаттăр, С.Ермаков мэр, облаçри законодательство пухăвĕн председателĕ Б.Зотов, хула Думин Председателĕ В.Гвоздев патне вун-вун çын алă пусса çирĕплетнĕ уçă çырупа тухрĕç. «Кĕпĕрнаттăр йышăнăвĕ пире тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Референдумсăр, сӳтсе явмасăр комиссие хăш е ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 570 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Амазонкăсем хăйсен хăюлăхĕпе, çар ăсталăхĕпе тата арçынсене тӳсме пултарайманнипе чапа тухнă. Çапах та паянччен юлан утçă пикесем халап шайĕнчен иртмен. 
Официаллă истори амазонкăсем чăнласах пурăннине йышăнмасть. Вĕсен вырăнĕ – авалхи грек мифĕсенче кăна-мĕн. Чăваш историкĕ тата тавра пĕлӳçи Сергей Севрюгин вара тăван тăрăхĕн кун-çулне тĕпченĕ май тĕлĕнмелле япаласем патне пырса тухнă. Çакă ăсчаха амазонкăсем чăнласах пурăннине çирĕплетме май парать. Унран та ытла – вĕсен юлашки хӳтлĕхĕ шăпах Атăлçи тăрăхĕ иккенне ĕнентерет тавра пĕлӳçĕ.
Этемлĕхĕн тĕреклĕ пайĕ
Геродот çырăвĕнче эллинсемпе амазонкăсен пĕр çапăçăвне илсе кăтартакан сыпăк пур.
Пĕррехинче харсăр хĕрарăмсем грексен тыткăнне лекнĕ. Лешсем вĕсене хăйсен карапĕ çине илсе кайнă. Каçхине вара амазонкăсем çывăракан грексене тапăннă та вĕлерсе пĕтернĕ. Ун хыççăн карап чылай вăхăт хушши тинĕс тăрăх пĕр тĕлсĕр ишсе çӳренĕ. Крым çывăхĕнчи çырана пырса çапăниччен. Кунта ун чухне скифсем пурăннă. Чарус ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 636 | Хăçан хушнă: 19.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz