Эрнекун, 29.03.2024, 08:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 24 » Çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ иртрĕ
Çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ иртрĕ
07:53
Сăн ÿкерчĕк
Район библиотекин фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Унăн вулав пÿлĕмĕнче Леонид Антонов поэтăн çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. "Кун-çул пусми" ятлă сăвă кĕнеки 200 экземплярпа "Çĕнĕ вăхăт" типографинче çапăнса тухнă. Унăн умсăмахне Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнă. Вăл калашле, агроном-поэт чунĕнче "çынсем малтанах туйса илеймен туртăм та йăва çавăрнă иккен: çил варкăшнинче те, улмуççи шуррăн та кĕренĕн çурăлнинче те, ыраш пуссинче путене авăтнинче те çĕнĕ пулăм, çĕнĕ пĕлтерĕш курнă иккен вăл, çав çĕнĕлĕхе сăвă йĕркипе палăртса калаçу чĕлхине те, сăмах сăнарлăхне те хăйне евĕрлĕх кÿнĕ.

Леонид Антоновăн пĕрремĕш кĕнеки "Тулли пучах" ятлăччĕ. Вăл Чăваш кĕнеке издатеьствинче 1988 çулта пичетленнĕ. Унтанпа сăвăç пире "Чун туртăмĕ - йăмраллă Трак", "Çăлкуç сипечĕ", "Сывлăм пĕрчисем" ятлă кĕнекесем парнелерĕ. Хальхинче вара эпир унăн суйласа илнĕ сăввисенчен йĕркеленĕ пуххине алла тытрăмăр.

Çĕр чĕлхине ăнланакан сапайлă та ĕçчен ентешĕмĕре поэзири ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕшĕн тав тунипе пĕрлех ырă сывлăх, çĕнĕ хавхалану сунас килет. Ан тив, вăл ĕнерекен пурнăç кĕввисем пуриншĕн те çурхи ĕшне юррисем пекех сиплĕхлĕ те илĕртÿллĕ пулччăр".

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 713 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz