Кĕçнерникун, 28.03.2024, 21:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 24 » ĂÇТАН ТУХНĂ ЧĂВАШСЕМ? 2 ПАЙ
ĂÇТАН ТУХНĂ ЧĂВАШСЕМ? 2 ПАЙ
22:05
Сăн ÿкерчĕк
Бартольд, Хаттори, Рамстед, Иностранцев, Артамонов, Гумилев тата ытти историксем чăвашсен мăн аслашшĕсем тесе Европăна Азирен IV ĕмĕрте килсе хăйсен ятне Хунсен патшалăхне панă хунсене шутланă. Ку патшалăх салансан вĕсем Каспи тăрăхĕнче хасар е хун-хасар ятпа тĕпленнĕ. «Чăвашсен историллĕ чи авалхи мăн аслашшĕсем тесе тахçан Китай чиккисенче çапăçнă, кайран Европăна куçса килнĕ хунсене йышăнма тивет», – тесе çырнă вĕсем çинчен В.В.Бартольд. Сиро Хаттори те чăвашсем Европăна пĕтĕмĕшле юхăмпа куçса килнĕ авалхи хунсен пĕр турачĕн тӳрĕ тăхăмĕсем пулса тăраççĕ тесе çырнă. Иностранцев та çапла шутланă, «хунсен тăхăмĕсем чăвашсем пулса тăраççĕ, вĕсен чĕлхин никĕсĕнче тĕрĕк сăмахĕсем тăраççĕ» тесе çырнă. «Вырăнти халăх хунсемпе пĕрлешнипе хасар халăхĕ пулса кайнă» тесе палăртнă Артамонов та. Маларах асăннă авторсен сăмахĕсене çирĕплетсе Лев Гумилев çапла çырать: «Хунсен чĕлхин тăсăмĕ тесе чăваш чĕлхине шутлама йышăннă, çапла вара чăвашсен мăн аслашшĕсем хунсем шутланаççĕ».
Чăвашсен чи авалхи мăн аслашшĕсем – хунсем
Авалхи Китай хронисчĕсем çырса хăварнă тăрăх хунсем сĕм авалтанпах Китайăн çурçĕр-хĕвĕл анăç чиккисенче куçса çӳренĕ. Антропологи кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем монголоидсем пулнă, анчах европеидсен хăш-пĕр енĕсем те пулнă вĕсенче. Чаплă çулпуçĕсене вĕсем икĕ тупăкра пытарнă, урăхла каласан, йывăç тупăка чултан тунă ещĕк евĕр шăтăка лартнă. Кунта вилнĕ çыннăн харпăр-хăй япалисене тата кăралне хунă. Вĕсем хун чĕлхипе (чи авалхи монгол чĕлхи) калаçнă. Хăйсене те монгол чĕлхинчи хун (çын) тата хăш-пĕр чухне Китай чĕлхинчи жын (çын) ятсемпе чĕннĕ.
Мĕнпур монголсем пекех хунсем вырăнтан-вырăна куçса çӳресе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Час-часах Китай чиккисем çине тапăннипе китайсен тăшманĕсем пулса тăнă. Хун-ну е сюн-ну («нĕрсĕр чурасем», «плебейсем») тенĕ вĕсем хунсене. Авалхи Китай историкĕ Сы-ма-цаня пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш ĕмĕр çурринче ку йăх икĕ турата пайланнă: çурçĕрти тата кăнтăрти хунсен турачĕсем çине. Кăнтăрти хунсем часах китайсемпе килĕшӳ туса вĕсем патне хутшăннă. Çурçĕртисем китайсемпе тата хăйсен кăнтăрти тăванĕсемпе çапăçма пăрахман. 89 çулта çурçĕртисен чылайăшĕ кăнтăртисем енне куçнă. Çавăнпа усă курса 91 çулта китайсем çурçĕрти хунсем çине тапăннă, кăнтăртисемпе пĕрле вĕсене çĕмĕрсе тăкнă. Çурçĕртисен пуçлăхĕ Пуну, çапăçура аманнă, лашине çухатнă хыççăн аран чĕрĕ юлнăскер, кунтан куçса кайма шут тытнă. Çакăн çинчен хăйĕн халăхне пĕлтернĕ. Халăх каллех икке пайланнă. «Вăйлă çемьесем» пуçлăх хыççăн хуть ăçта кайма та хатĕр пулнă, «вăйсăр çемьесем» вырăнта юлма шут тытнă. 92 çулта вăйлă çемьесем Пуну хыççăн çула тапраннă, тусем урлă Кăнтăр Çĕпĕре тата Казахстана куçса кайнă.
Малтан вĕсем пулăхлă тӳремре, Баркуль кӳлли çывăхне вырнаçнă. Суранĕсене сипленĕ, выльăхсен шутне ӳстернĕ. Кунта вĕсен пуçлăхĕ Пуну вилнĕ, ун вырăнне тăванĕ – Хуян йышăннă. 124 çулта вĕсем çине китайсен çарпуçĕ Бань-Юнь тапăннă хыççăн Хуян хăйĕн халăхне тата малалла, çурçĕр-хĕвел анăçнеллерех, тĕрĕксемпе угорсен çĕршывне ертсе кайнă. 
Чылайран хунсем каллех, пĕр-пĕринпе килĕштереймесĕр, икке пайланнă. Пĕр ушкăнĕ Тарбагатайне, Çичĕ шыв çĕрне çул тытнă, тепри патшипе пĕрле дин-линсен çĕршывне çитнĕ, савирсемпе пĕрлешсе хăватлă çар пĕрлĕхĕ йĕркелесе мĕнпур Хĕвел тухăç çĕрĕсене парăнтарнă.
Çав вăхăталлах хунсем Урал леш енче курăнма пуçлани çинчен Европăра пĕлнĕ. Малтанласа грексем вĕсене уннсем, римлянсем, гуннсем тесе чĕннĕ. Çĕнĕ эрăн 160-мĕш çулĕсенче Дионисий Перигет Арал тинĕсĕ енчи уннсем пирки асăнать.175-182 çулсенче Птоломей вĕсене хунсем тесе чĕнсе Яик (Урал) шывĕ çывăхне, роксолансемпе бастарнсем хушшине вырнаçтарать.Çав вăхăтсенчех Урал хыçне хунсем пырса тухни çинчен Мариан Тирский пĕлтерет. II-III ĕмĕрсенче хунсем çинчен Иранра калаçма пуçланă. Паллă ĕнтĕ, йышлă мар хунсем хăйсем çеç, Çĕпĕрте савирсем тесе чĕнекен динлинсемсĕр тухнă пулсан ун пекех палăраймастчĕç.
Çавна май савирсем пирки те темиçе сăмах каласа хăвармалла. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра вĕсем чăвашсен мăн аслашшĕсен историйĕнче пысăк вырăн йышăннă. Вĕсем Хĕвел анăç Çĕпĕртен тухнă, европеецсене аса илтернĕ, угор чĕлхипе калаçнă, хальхи ханты, манси тата венгрсен мăн аслашшĕсем пулнă. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ халăхсем вĕсене тĕрлĕрен чĕннĕ: китайсем – дин-лин, тĕрĕксем – агач-эр («вăрман çыннисем»), хунсем те тĕрĕксем хыççăн çавăн пекех – модо-эр («вăрман çыннисем») тесе чĕннĕ. Тĕрĕссипе вăрман çыннисем çеçенхирте пурăнакан савирсем мар, хантыпе манси пулнă. Вĕсен тăхăмĕсене те каярах тĕрлĕрен чĕннĕ: Атăлçи Пăлхарта – сувар, Кавказра – саварти, Европăра акацир, Венгрире – модер. Савирсен çак тăхăмĕсем угор чĕлхипе калаçнă, тата хăйне евĕрлĕ тĕнĕ, авалхи угорсен тĕнĕ пулнă вĕсен (сăмахран, вилнисене маска тăхăнтартса пытарнă).
Вĕсен авалхи мăн аслашшĕсем – ĕмĕртенпех Иртыш тăрăхĕнче куçса çӳренĕ савирсем е сябирсем иккĕмĕш ĕмĕрте темле майпа Çурçĕр хунсен аллине лекнĕ, пĕрлехи çар союзне йĕркеленĕ. II-III ĕмĕрсенче, вĕсем çинчен Иранра илтнĕ хыççăн ку союза хун çулпуçĕсем ертсе пынă ĕнтĕ, савирсем вĕсене пăхăнса тăнă. Икĕ йăх та уйрăм куçса çӳренĕ, анчах çапăçусенче ялан пĕрле пулнă: ытларах чухне малта тимĕр çĕлĕк, кĕпе – хуяктă тăхăннă хунсем, йышлă савирсем вĕсем хыççăн пынă – мĕнпур çапăçусем çĕнтерӳпе вĕçленнĕ. 
Хунсем хунсен патшалăхĕнче
III ĕмĕрте Арал тинĕсĕн таврашĕнче хун-савирсем китайсем кангюй тесе чĕннĕ тĕрĕксен пысăк йăхĕпе тĕл пулнă. Кангюйсем чылай йышлăрах пулин те çапăçура хунсем çĕнтернĕ, вĕсене парăнтарнă. Çапла вара куçса çӳрекен виçĕ йăхăн тата та хăватлăрах пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕ. Пĕрлешĕве хунсем ертсе пынă. Ку пĕрлĕх Яик шывĕ çывăхĕнче унта пурăннă аварсене çĕмĕрсе тăкса хăваласа янă, унтан, Яикпа Атăл урлă каçса алансен йăхне те хĕвел анăçнелле хăваланă. Çакăн хыççăн пилĕк йăхран тăракан пĕрлĕх (хунсем, савирсем, тĕрĕксем,аварсем, алансем) Дон урлă каçса Вăтаçĕр Европăна тапăнса кĕнĕ, вырăнти халăхсене хускатнă, хăйсен патшалăхне туса хунă.Темиçе теçетке çул вырăнти ăрусене пусмăрласа пурăннă вĕсем.
Малтанла хунсен патшалăхĕн тĕп ертӳçисем хунсен йăхĕн çулпуçĕсем – тумынсем шутланнă. Хăйсен тĕп хулине Днепр çинче йĕркеленĕ вĕсем. Анчах хунсен йышĕ сахаллипе вĕсем мĕнпур Европăна тытса тăрайман, часах чăн-чăн власть патшалăхра тĕрĕк-кангюйсен йăхне куçнă. Вĕсем тĕп хулине Паннонире никĕсленĕ. Çакăн айăпĕ хунсемпе савирсем 394-395 çулсенчи хĕлле Сирипе Каппадокине тапăнса кĕни те пулса тăнă. Вĕсем походран таврăннă çĕре власть тĕрĕксен аллинче пулнă ĕнтĕ. Тĕрĕксен йăхĕн ертӳçи Аттила пулса тăрсан вăл хăйне мĕнпур хун патшалăхĕн пĕртен-пĕр, тулли влаçлă пуçлăхĕ тесе пĕлтернĕ. Çапла вара хунсен тумынĕн – Васихăн влаçне туртса илнĕ. Кӳреннĕ Васих Аттилăна пăрас тĕллевпе Хĕвел тухăç Рим империйĕн пуçлăхĕсемпе вăрттăн калаçусем пуçланă. Анчах та унăн чи çывăх пулăшаканĕ, савирсен ертӳçи Куридих, хăй те Васих вырăнне йышăнма ĕмĕтленекенскер, çакăн çинчен Аттилăна пĕлтернĕ. Лешĕ вара çарĕпе Днепр çине кайса Васихпа унăн ачисене вĕлернĕ, ун вырăнне хăйĕн ывăлне Эллака лартнă. Савирсен ертӳçине Куридиха «шанчăклă» пулнăшăн хунсен йăхĕн ертӳçи туса хунă, аслă йăх унтанпа хунсем мар, савирсем пулса тăнă. Анчах хунсем патшине вĕлерсе хăйсене кӳрентернине манман. Париж çывăхĕнче, Каталун хирĕнче çапăçу пуçлансан хунсем çапăçу хирĕнчен тарнă. Çакăн хыççăн хунсен йăх союзĕ саланма пуçланă.
Европăра хунсем çĕр çул хуçаланнă. Чи малтан тĕп Европăран алансем кайнă, хăйсен историллĕ çĕршывне – Çурçĕр Кавказа таврăннă. Аварсем те киле, Урал шывĕн леш енне кайнă, анчах тепĕр çĕр çултан Европăна таврăннă та унта çухалнă.
(Малалли пулать.)

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 775 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz