Шăматкун, 28.12.2024, 10:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ

Пайра миçе материал: 94
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 ... 18 19 »

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2023 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вăтăр пиллĕкмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Нумай çул хушши тăван Трак енре халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, юрă-кĕвĕ ăсталăхне çÿллĕ шайра тытма пултарнăшăн Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕн «Культурăпа вулавăш ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджет учрежденийĕ çумĕнчи «Трак ен» юрăпа ташă халăх ансамблĕн хастар пайташне Яковлев Николай Геннадьевича «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă.

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне парассин чыслав каçне 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                /В.М.Данилов/


Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2023 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вăтăр тăваттăмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси председателĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Никоноров Н.М., Красноармейски районĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕ, композитор-музыкант, Красноармейски районĕнчи музыка обществин председателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2013), Н.К. Янкас ячĕллĕ Премин лауреачĕ (1999), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне çак уйрăм çынна парас:

Нумай çул хушши чăваш культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн тата Н.К. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн нумай енлĕ ĕç-хĕлне 1989-мĕш çултанпа (35 çул хушши!) пĕр чарăнми йĕркелесе пынăшăн, çуралнăранпа 65 çул çитнĕ май Михайлов Виталий Михайлович педагог-краеведа «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă.

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне парассин чыславне 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Янкас вулавĕсем» конференцинче ирттерес.

                    

                    Комисси председателĕ:                        / И.А. Прокопьев /

                    Комисси членĕсем:                               / В.М. Данилов/

                                                                                /Н.М. Никоноров/


Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» («Почётный член общества имени Нестера Янгаса») чыслав паллине парас енĕпе ĕçлекен комиссин 2023 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

33-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» («Почётный член общества имени Нестера Янгаса») чыслав паллине çак уйрăм çынсене чыслас:

Чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, чылай сăвă-очерк кĕнеки кун çути кăтартнăшăн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырса пичетленĕ материалĕсемшĕн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн тата Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май Гурий Егорович Дуброва (Кăмакал Курккине)  Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» («Почётный член общества имени Нестера Янгаса») кăкăр çине çакмалли паллипе чыслама йышăннă.

Чыслав каçне 2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                /В.М. Данилов/


Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

наградăсем  парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2023 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вăтăр иккĕмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕлле Преми лауреачĕ (1999), Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти (2019), Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăпа çак уйрăм çынна чыслас:

Музыка искусствине аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн композитора тата музыканта, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреатне Гурий Фёдорович Алексеева (Гурий Яманака) «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăпа чыслама йышăннă.

«Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллине парассин чыславне 2023 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче савăнăçлă уяв каçĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М. Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А. Прокопьев/

                                                / В.М. Данилов/

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Миçе çын пăхнă: 60 | Author: Аксар Чунтупай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 10.12.2023 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

31-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑлӑсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), комиссии председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комиссии членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комиссии членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа çак уйрăм çынсене чыслас:

Чăваш пичетĕпе радио тата журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха материалсемшĕн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Виктор Михайлович Данилова тата чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, чылай сăвă-очерк кĕнеки кун çути кăтартнăшăн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырса пичетленĕ материалĕсемшĕн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн тата Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Гурий Егорович Дуброва (Кăмакал Курккине) «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышăннă.

Чыслав каçне 2023 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче ирттерес.

Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                               /В.З.Константинов/

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Миçе çын пăхнă: 94 | Author: Аксар Чунтупай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.02.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz