Ытларикун, 24.12.2024, 21:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 22 » Нарăсăн 21-мĕшĕ — Тăван чĕлхе кунĕ
Нарăсăн 21-мĕшĕ — Тăван чĕлхе кунĕ
21:26
Сăн ÿкерчĕк
Ĕнер, нарăсăн 21-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнче тăван чĕлхе кунне паллă турĕ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 çулта иртнĕ 30-мĕш Генераллă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çирĕплетнĕ, 2000 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ. Ку уява йышăннине ПНО-н Тĕп Ассамблейи те ырланă, хăйĕн шутне кĕрекен пайташ-патшалăхсене тĕнчери пур чĕлхесене те хÿтĕлеме тата вĕсене упраса хăварма чĕнсе каланă.
ЮНЕСКО ку уява тунă май тĕнчери çухалма пултаракан чĕлхесем епле пурăннине тишкерме тата вĕсене пĕтесрен пулăшма шутлать.
ЮНЕСКО шучĕпе çитес вăхăтра тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри таран çухалма пултарать — чĕлхене пĕлекен, калаçакан юлашки çынсем вилме пултараççĕ.
2009 çулхи пĕтĕмлетÿпе ЮНЕСКО Раççейри 136 чĕлхен пуласлăхĕ япăххине палăртнă, вăл шутра — чăваш чĕлхин те.
Чăваш чĕлхине çăласси, ăна аталантарасси — кашни чăвашăн тивĕçĕ. Чăваш ята илнĕ çыннăн хăйĕн чĕлхине май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшмалла (аха, ачисене чăвашла вĕрентме майсем тупмалла, тăрăшмалла), ăна аталантарассипе ĕçлемелле. Вара эпир пĕтмĕпĕр, вырăссем хушшинче сапаланса каймăпăр, хамăр ята XXII ĕмĕре те çитерĕпĕр.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 657 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz