Кĕçнерникун, 26.12.2024, 16:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çу » 30 » «Константин Иванов тата унăн вилĕмсĕр еткерĕ» конференци иртрĕ
«Константин Иванов тата унăн вилĕмсĕр еткерĕ» конференци иртрĕ
11:40
Сăн ÿкерчĕк
Çăвăн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăваш поэзийĕн чаплă классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Константин Иванов тата унăн вилĕмсĕр еткерĕ» регионсен хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ.
Конференцие гуманитари институчĕн директорĕн ĕçне пурнăçлакан В.Г.Харитонова уçрĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, конференцие килнĕшĕн тав турĕ.
— Паян пирĕншĕн çав тери пысăк уяв. Константин Иванов çуралнă кун Чăваш çĕрĕнче Мари Эл, Воронеж, уйрăмах Пушкăртстан, Чĕмпĕр хăнисем пулни, эпир пысăк çак уява вĕсемпе пĕрле кĕтсе илни питĕ пысăк савăнăç, — палăртрĕ ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Н.Краснов.
Пелепей районĕн пуçлăхĕн çумĕ Д.Г.Фатхутдинова Пушкăрт Республикин Президенчĕн Муртаза Рахимовăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. «Пушкăртра тĕпленнĕ чăвашсем пирĕншĕн тахçанах çывăх тăвансем пулса тăнă. Хăйсен пултарулăхне, тăрăшулăхне пула яланах пысăк хисепре. Вĕсенчен нумайăшĕ республика, çавăн пекех пĕтĕм çĕршыв аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Константин Иванов, Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ тата ыттисем те чăвашсемшĕн çеç мар, пирĕншĕн те çав тери паха.
Паян Пушкăртстанра 20 пин чăваш ачи тăван чĕлхене вĕренет. Республикăра чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттересси йăлана кĕчĕ. Туслăх кĕперĕ малашне тата ытларах çирĕпленессе шанас килет...» — тенĕ унта.
Константин Иванов пултарулăхне халалласа республикăри шкулсемпе культура çурчĕсенче, библиотекăсенче тата ытти çĕрте тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Сăмахран, ЧР вĕренӳпе çамрăксен политики министрĕн çумĕ Виктор Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, министерство кăçал интернет-конкурс йĕркеленĕ, унта кӳршĕ регионсенчи шкул ачисем те хастар хутшăннă. Вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ пулин те поэтăмăрăн юбилейне паллă тăвасси малалла тăсăлать. Мероприятисем малашне çуллахи лагерьсенче иртĕç.
Конференцие хутшăннă хисеплĕ тепĕр хăна — Пушкăрт Республикин Писательсен союзĕн председателĕн çумĕ К.А.Аралбаев — чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ ывăлĕ Константин Ивановăн юбилейне пушкăртсемпе чăвашсем пĕрле паллă туни тĕрĕк халăхĕсем ĕмĕрсен хушши туслă пурăннин паха çимĕçĕ иккенне палăртрĕ.
— Пушкăртстанри чăвашсем ытларах ялсенче пурăнаççĕ. Пирĕн республикăри 117 пин çыншăн çак чĕлхе тăван чĕлхе шутланать. Ăна 100 ытла шкулта, çавăн пекех вырсарни шкулĕсенче те вĕрентеççĕ. Чăвашсем ытларах Стерлитамак, Пелепей, Авăркас районĕсенче тĕпленнĕ. 2008 çулта «Нарспи» поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Шел те, Константин Ивановăн пурнăçĕ 25-рех татăлнă. Тутарсен паллă поэчĕ Фатых Тукай 27 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Пушкăртсен мухтавлă поэчĕ Шайхзада Бабич 24 çултах куçне хупнă. Вĕсем виççĕшĕ те малашнехи ăрусем валли çав тери пысăк пуянлăх пиллесе хăварнă, — терĕ Кадим Абдулгалимович.
Пĕрлехи ларăва И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ В.Г.Родионов профессор уçрĕ.
— Халăхăн хăйĕн ĕмĕрлĕх хаклăхĕсем пур. Енчен те çакна çухатсан халăх та çухалать. Юлашки вăхăтра «наци идейи» сăмах çаврăнăшĕ модăна кĕчĕ. Наци идейин никĕсĕ — халăх хаклăхĕ. Унта, паллах, ирĕклĕх-чуралăх, телей-хурлăх, вăрă-хурах ăнланусем кĕреççĕ. Çаксемпе вара К.В.Иванов çав тери нумай усă курнă, — терĕ Виталий Григорьевич хăйĕн докладĕнче.
Истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П.Иванов Константин Васильевичăн йăхĕ пирки сăмах пуçарчĕ. Документсем тăрăх, Ивановсем Антон Даниловран пуçланса кайнă. Вăл вара Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Пайкилт ялĕнче 1731 çулта çуралнă. 1752-1756 çулсенче кунти чăвашсем тĕне кĕрес мар тесе Пушкăрт çĕрĕсене куçса кайнă. Тĕпчевçĕсем Пелепее (ун чухне ял çеç пулнă) Хусан кĕпĕрнинчи чăвашсем пуçласа янă теççĕ. Пелепей хула пулса тăрсан чăвашсем тĕне кĕресрен хăраса кунтан та тухса кайнă, Кĕçĕн Пелепей туса хунă.

Апла тăк эпир Константин Иванов Канаш тăрăхĕнченех тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр.

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/1021.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 660 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (30.05.2010 11:58) [Материал]
Делегация района - на праздничном вечере в Чувашском драматическом театре им. К.В. Иванова
28.05.2010

27 мая делегация нашего района в составе Михайловой З.П., преподавателя чувашского языка и литературы Красноармейской СОШ № 2, Николаевой Н.Б., руководителя народного театра РДНТ, Никитиной С.А., заведующего межпоселенческой библиотекой, Волковой Л.Я., заведующей детской библиотекой, Ивановой Н.И., библиотекаря центральной библиотеки, Воробьевой И.А., Беловой Л.М., Томасовой Г.И., Кузьминой Ю.Е., преподавателей Траковской гимназии, специалиста по культуре администрации района Осиповой Р.М и ветерана труда Смирновой З.Н. приняла участие на праздничном вечере, посвященном 120-летию со дня рождения классика чувашской литературы К.В.Иванова.




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz