Çăвăн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăваш поэзийĕн чаплă классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Константин Иванов тата унăн вилĕмсĕр еткерĕ» регионсен хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта пирĕн
район делегацийĕ те хутшăнчĕ.
Конференцие гуманитари институчĕн директорĕн ĕçне пурнăçлакан В.Г.Харитонова уçрĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, конференцие килнĕшĕн тав турĕ.
— Паян пирĕншĕн çав тери пысăк уяв. Константин Иванов çуралнă кун Чăваш çĕрĕнче Мари Эл, Воронеж, уйрăмах Пушкăртстан, Чĕмпĕр хăнисем пулни, эпир пысăк çак уява вĕсемпе пĕрле кĕтсе илни питĕ пысăк савăнăç, — палăртрĕ ЧР Культура министерствин пай
...
Малалла вула