Çăвăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерствинче чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Комисси пайташĕсем пухăнса çак ыйтусене сӳтсе явнă:
1. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти урам тата обществăллă транспорт чарăну ячĕсен чăвашла варианчĕсене çирĕплетесси. Ку ыйтăва пĕлтĕрех сӳтсе явма пуçланăччĕ, анчах та вăл вăхăтра ыйтăва пĕтĕмĕшле тĕплĕн хатĕрлесе çитерейменнине пула тепĕр ларăва куçарма шутларĕç. Хальхинче вара чăвашла ятсене йышăннă — вĕсене çитес вăхăтра комисси сайтĕнче вырнаçтарăпăр. Ыранах çуртсенчи тĕрĕс мар вариантсем çухаласси пулмасть — комисси ку ятсене сĕнет йышăнать кăна. Ятсене çĕнетесси вара ыттисен ĕçĕ.
2. Чăваш чĕлхи вĕрентмелли кĕнекесенче усă куракан хăш-пĕр терминсене çирĕплетесси. Вăл терминсене çирĕплетнисĕр пуçне Вĕрентӳ министерствин тулли ятне çирĕплетнĕ — малашне ăна «Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политики министерстви» ятпа (асăрхăр: «политики» сăмахра «Н» çук) çырмалла. Терминсе
...
Малалла вула