Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа район хаçачĕн тĕп редакторĕ, нумай çул хушши журналистикăра ăнăçлă ĕçлекен публицист, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А. Прокопьев (Чураль) çĕнĕ кĕнеке - "Çĕньял Упи салтакĕсем" - кăларчĕ. Кĕнекене Çĕньял Упи ялĕнчен фронта тухса кайнă вăрçă паттăрĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă статьясем кĕнĕ. Автор хăйĕн таврапĕлÿ ĕçĕнче Георгий Николаевич Николаев, Вилорик Федорович Романов, Алексей Николаевич Кротов, Иван Семенович Семенов, Нестер Никитич Кольцов, Никандр Маркович Марков, Елизавета Дмитриевна Дмитриева ентеш вăрçă ветеранĕсен сăнарне уçса панă. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри те пирĕнпе юнашар çук.
Сăмах май, çак пĕчĕк ялтан Аслă Аттелĕх вăрçине 70 ытла ентеш тухса кайнă, вĕсенчен 43-шĕ вăрçă хирĕнчех юлнă.
Кĕнекере Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ĕç ветеранĕсем çинчен те сахал мар ырă сăмах каланă. Кунсăр пуçне
...
Малалла вула