Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Сементерĕн "Кĕрхи вĕçев” çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – В.Н.Алексеев, художникĕ С.А.Бритвина. Пин экземплярпа тухнă кăларăм ум сăмахне Чăваш халăх поэчĕ хăй çырнă. Вуласа пăхсамăр, питĕ интереслĕ. Сăввисем те ытармалла мар хитре.
Юратнă халăхăмăра çĕнĕ хайлавсен пуххине тыттарнă май, хĕвеллĕ Муза, сана чун-чĕрери хавалăмпа тепĕр хутчен пуçăма тайса илес терĕм, ма тесен эсĕ пирĕншĕн – пуçламăшĕсен пуçламăшĕ, эсĕ пур çĕрте те пур: юрласа юхакан çăл куç шывĕн кĕмĕл хĕлĕхлĕ сассинче те, çĕнĕ вăрлăх акнă хыççăн мал ĕмĕтлĕн витĕнсе выртакан суха кассинче те, çурăлакан çеçкен шурă- кĕрен сăн-питĕнче те, кĕрхи уяв кĕрекин çĕнĕ çăкăрĕ умĕнче ура çине тăрса пуçлакан "Алран каймийĕмĕрĕн” туйăмлă янравĕнче те. Илем туйăмĕ – пĕр сăмахпа татса калайми сипетлĕх, чунпа ытарса ытарайми кĕтретлĕх, умри тĕллеве меллĕн те меслетлĕн пурнăçа кĕртме пулăшакан таса хăват, кашни çынна этемлĕх кăйкăрĕсен шайне çĕкленме йыхăракан пиллĕхлĕ мăшă
...
Малалла вула