Ырă йăла-йĕрке çухалмасть пирĕн йăваш халăхăн. Ĕлĕкренех пĕр-пĕрин патне çитсе-курса пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси тата çав тĕл пулура пухăннисене асăнмалăх юрă-ташăпа савăнтарасси манăçман.
Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи Н. Янкас премийĕн лауреачĕ "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Н. Никоноров баянист-юрăç) 15 çул ытла ĕнтĕ куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать, чун-чĕрере вăй-хал хушма пулăшать тата хуйхă-суйха пĕрле пайлать. Асăннă тапхăрта пĕчĕкех мар йыш Трак ен тăрăхĕнчи кашни ялтах, хăш-пĕр çĕрте темиçе хутчен те, пулнă, хăйĕн пуян та тулли содержаниллĕ программине кăтартнă. Вырăнти артистсем районти ялсенче çеç мар, республика тулашĕнчи чăвашсемшĕн те хисеплĕ те кĕтнĕ хăнасем.Тюмень облаçне икĕ хутчен çитнĕ. Мари Эл, Тутар Республикисенче сценăсем çине тухнă, унти ялсемпе шкулсенче тĕл пулусем йĕркеленĕ.
Хальхинче те пултарулăх ушкăнĕ палăртнă кун кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Алешкино-Саплăк я
...
Малалла вула