Раиса Сарпи поэтесса çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Вăл 1951-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ.
1973-1986 - Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ. 1986-1990 - Чăваш пукане театрĕн литература пайĕн ертӳçи. Кайран "Пике" журналăн редакторĕ. 1998-мĕш çултан Чăваш патшалăх университечĕн ӳнер кафедрин аслă вĕрентекенĕ.
СССР çыравçисен союзĕн пайташĕ (1981), СССР Литература фончĕн пайташĕ (1983).
Поэт биографийĕ
Тулли биографийĕ
"Хыпар" хаçатран