Юнкун, 06.11.2024, 02:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 13 » Юрий Сементерĕн “Кĕрхи вĕçев” çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ
Юрий Сементерĕн “Кĕрхи вĕçев” çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ
21:32
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Сементерĕн "Кĕрхи вĕçев” çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – В.Н.Алексеев, художникĕ С.А.Бритвина. Пин экземплярпа тухнă кăларăм ум сăмахне Чăваш халăх поэчĕ хăй çырнă. Вуласа пăхсамăр, питĕ интереслĕ. Сăввисем те ытармалла мар хитре. 
Юратнă халăхăмăра çĕнĕ хайлавсен пуххине тыттарнă май, хĕвеллĕ Муза, сана чун-чĕрери хавалăмпа тепĕр хутчен пуçăма тайса илес терĕм, ма тесен эсĕ пирĕншĕн – пуçламăшĕсен пуçламăшĕ, эсĕ пур çĕрте те пур: юрласа юхакан çăл куç шывĕн кĕмĕл хĕлĕхлĕ сассинче те, çĕнĕ вăрлăх акнă хыççăн мал ĕмĕтлĕн витĕнсе выртакан суха кассинче те, çурăлакан çеçкен шурă- кĕрен сăн-питĕнче те, кĕрхи уяв кĕрекин çĕнĕ çăкăрĕ умĕнче ура çине тăрса пуçлакан "Алран каймийĕмĕрĕн” туйăмлă янравĕнче те. Илем туйăмĕ – пĕр сăмахпа татса калайми сипетлĕх, чунпа ытарса ытарайми кĕтретлĕх, умри тĕллеве меллĕн те меслетлĕн пурнăçа кĕртме пулăшакан таса хăват, кашни çынна этемлĕх кăйкăрĕсен шайне çĕкленме йыхăракан пиллĕхлĕ мăшăр çунат.
Тавах сана, Муза: тĕнчемĕрĕн ултă пин чĕлхи хушшинче пирĕн чăваш чĕлхине эсĕ хăйне евĕрлĕ шухăш пултарăвĕ, сасă ĕнерĕвĕ, хăва хулли пек пиçĕлĕх, асамат кĕперĕ пек илĕртÿлĕх парнеленĕ, пурнăçăмăрăн кирек хăш сыппин пулăмĕсене те хамăрла пайăррăн, хамăрла витĕмлĕн сăнласа кăтартма, ăнлантарма май туса панă. Çапла çуллахи ыраш уйĕ хуллен сĕрĕшсе шăркаланнă пек пулăхланса пынă чĕлхемĕр, кунсен те çулсен кăра хĕресленĕвĕнче халăхăмăр поэзийĕ çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ çимĕç кÿрекен пахча евĕр ешерсе сĕтекленнĕ. Çав пахча асамлăхĕнче Михаил Федоров, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкайпа Ухсай Яккăвĕ, Митта Ваçлейĕпе Нестер Янкас ÿтленсе пулнă, ытти чăваш сăвăçисем çунатланса сас панă, çапла тĕнче поэзийĕн ырсемĕ пысăк чунлă тепĕр халăхăн хăй сăн-сăпатлă культурипе пуянланнă.
Шăпам ирĕкĕпе манăн та мĕн ĕмĕр тăршшĕпе тенĕ пекех чăваш литературин хĕрÿллĕ лаççинче ĕçлеме тивлетĕм пулчĕ. Эпĕ салтак çи-пуçĕпе пырса кĕнĕ вăхăтра унта халăх питĕ нумайччĕ: пĕрисем вĕркĕч вучахĕ умне кăмрăк çĕклетчĕç, теприсем кăвар çине чĕрĕлĕх сывлăшĕ вĕртеретчĕç, тата теприсем каткана шыв тултаратчĕç, юнашарах речĕ-речĕпе сăмах сунталĕсем ларатчĕç. Хăшĕсем çав сунталсем çинчи хĕрнĕ хурçа тар юхтарса туптатчĕç, тар пĕрчисем пăрçан-пăрçан ÿкнипе хĕрлĕ хурçи чаш! та чаш! тăватчĕ, вăй питти яшсем маттур хулсен сулăмĕпе мăлатук çапатчĕç. Поэзи кукринче Александр Алка, Уйăп Мишши, Аркадий Эсхель, Александр Кăлкан, Стихван Шавли, Ваçлей Давыдов-Анатри, Иван Малкай, Николай Евстафьев, Алексей Воробьев, Георгий Орлов, Георгий Ефимов, Альпăрт Канаш тата ыттисем ырми-канми тимлетчĕç, кулăш кĕтессинче Куçма Чулкаçпа Карачăм Харлампьев вар хытиччен култаратчĕç, Микихвер Ваçанкка купăс калатчĕ, Петĕр Ялкир такмак каласа ташлатчĕ, Александр Галкинпа Владимир Харитонов, опера студийĕнче вĕреннĕскерсем, икĕ сасăпа арисем шăрантаратчĕç. Çав чун лаççи патĕнчен халăх кунĕн те çĕрĕн татăлма та сирĕлме пĕлместчĕ, сăмах ăстисен пултарулăхĕ чăваш çыннишĕн çăкăр-тăварпа пĕрехчĕ.
Лаç тавра вăйлă хунав çурхи хăмла пек ашкăрса ÿсетчĕ. Вăл вăхăтра алăк умне Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал шывĕсем хĕрринчен Юрий Айташ, Кĕркури Илепер, Аристарх Дмитриев, Виталий Енĕш, Каçал тăрăхĕнчен Хветĕр Акивер, Гурий Чаржов, Денис Гордеев, тăванла Тутарстанран Порфирий Афанасьевпа Михаил Сениэль, Самар хутлăхĕнчен Энтип Ваççи, Йĕпреç вăрманĕнчен Николай Теветкел, Шетмĕсем енчен Геннадий Юмарт, Петĕр Эйзин, Николай Карай, Борис Романов, Тăвай тăвайккийĕнчен Вениамин Тимаков çитсе черет йышăннăччĕ. Мухтав Çÿлти Аттемĕре: тивĕçлĕ тытрĕ хăйне вăрçă ачисен ăрăвĕ сăмах лаççи умĕнче, хăйĕн ятне ямарĕ, йывăр çул çинче пуçне усмарĕ. Тавах сана, Муза, çав йĕкĕтсене сенкер тÿпе шайĕпе хавхалантарса пынăшăн.
Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнсăр пулмĕ: кĕçех çав сăваплă вырăна çамрăксен çĕнĕ ăрăвĕ пырса кĕпĕрленчĕ. Унта Афалек Энтепе, Петĕр Яккусен, Борис Чиндыков, Раиса Сарпи, Юлия Силэм, Светлана Асамат, Петĕр Çăлкуç, Арсений Тарасов, Валери Туркай, Анатолий Смолин, Кирилл Кириллов, Нина Артемьева, Станислав Сатур, Марина Карягина, Надежда Ильина тата ытти хастар шăллăм-йăмăкăн вутлă куçĕсем çиçсе тăратчĕç. Çамрăксемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех чун хевтипе тăрăшнă Виталий Станьялпа пĕрле эпир те мĕн те пулин турăмăр пулсан – пирĕн те хамăра ку тĕлĕшрен телейсĕр мар тесе шутлама юрать. Тав сана, Муза: пехилÿ халь çунатланакан çамрăксене те çиттĕр.
Акă ĕнтĕ эпир те çитмĕлрисен хапхи умне пырса тăтăмăр. Кĕç уçăлĕ те çав хапха – çĕнĕ вунă çуллăх пуçланĕ. Шанатпăр, хисеплĕ Муза, пирĕн йыша салатса ямăн, ытамунтан вĕçертмĕн эсĕ. Ан тив, хальхи суту-илÿ тапхăрĕ интернетсемпе илĕртсе çамрăк вулакана сăвă кĕнекинчен пистерме те пикенсе пăхĕ, кантурти тÿре-шара та мĕн парать пире чăваш чĕлхи тесе сулкалашма хăтланĕ, анчах ку кăлăхах пулĕ, ма тесен поэт чунĕнчен шăранса тухнă асамлă туйăм хăйĕн тĕп йăвине кĕнекерех çавăрĕ. Поэтсем те лаçри сунталсене шăпланма памĕç. Эс пирĕнтен çакна кĕтнине, Музăмăр, асрах тытăпăр эпир.
Паян кун хамăра май пĕтĕмлетÿ пекки тума хăтланса пăхнăçемĕн палăртнă ĕçĕмĕр-хĕлĕмĕре шутланă пек туса çитерейменнине те куратăн. Ăнтăлу тени вĕçсĕр малалла туртăннă май ĕмĕтĕмĕр-тĕллевĕмĕр тĕлĕрÿ ытамне лекме памасть, малаллах йыхăрать. Эппин, пĕрре хĕвелĕн шăранакан, тепре кăварăн йăлтăракан Музăмăр, эсĕ пирĕн чун- чĕрере мĕн ачаран хускатса янă чăваш çаври ÿлĕм те хăй мехелĕпех çаврăнса тăрĕ.
Утан çул çинче такăнни те, сулнăкалла сулăнни те пулчĕ пуль, анчах вăрçă ахрăмĕ чуна хывса хăварнă чăтăмлăхпа йăтăмлăх, чĕнÿлĕхпе ĕненÿлĕх пирĕн ÿсĕмри чăваш çыравçисене тĕп тĕллеврен пăрăнма памарĕç.
Пурнăç пурсăмăра та куллен-кунах тĕрлĕ майлă тĕрĕслесе тăрать пулсан та, ырă кăмăллă Муза, эсĕ пире манмастăн, пăрахмастăн, алăри калеме ÿкерме памастăн. Эсĕ яланах пирĕнпе, эпир яланах санпа. Эппин, малашне те çак туйăм ытамĕнчен тухмăпăр.
Тавах сана, хĕвеллĕ Муза.

СЕМЕНТЕРŸ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 729 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz