Юнкун, 06.11.2024, 02:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 11 » “Трак ен” — Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче
“Трак ен” — Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче
20:48
Сăн ÿкерчĕк
Ырă йăла-йĕрке çухалмасть пирĕн йăваш халăхăн. Ĕлĕкренех пĕр-пĕрин патне çитсе-курса пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси тата çав тĕл пулура пухăннисене асăнмалăх юрă-ташăпа савăнтарасси манăçман. 
Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи Н. Янкас премийĕн лауреачĕ "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Н. Никоноров баянист-юрăç) 15 çул ытла ĕнтĕ куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать, чун-чĕрере вăй-хал хушма пулăшать тата хуйхă-суйха пĕрле пайлать. Асăннă тапхăрта пĕчĕкех мар йыш Трак ен тăрăхĕнчи кашни ялтах, хăш-пĕр çĕрте темиçе хутчен те, пулнă, хăйĕн пуян та тулли содержаниллĕ программине кăтартнă. Вырăнти артистсем районти ялсенче çеç мар, республика тулашĕнчи чăвашсемшĕн те хисеплĕ те кĕтнĕ хăнасем.Тюмень облаçне икĕ хутчен çитнĕ. Мари Эл, Тутар Республикисенче сценăсем çине тухнă, унти ялсемпе шкулсенче тĕл пулусем йĕркеленĕ.
Хальхинче те пултарулăх ушкăнĕ палăртнă кун кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Алешкино-Саплăк ялĕнче пурăнакан чăвашсемпе курнăçнă, икĕ сехете яхăн концерт кăтартнă.
Алешкино-Саплăк — ял тăрăхĕн центрĕ. Ултă яла пĕрлештерет вăл. Пилĕк ялĕнче чăвашсем, тепринче тутарсем пурăнаççĕ. Вĕсенче мĕн пурĕ 2000 яхăн çын тĕпленнĕ. Ку тăрăхра Алешкино-Саплăка ытларах Саплăк ятпа калаççĕ. Çакăнта 282 килте 875 çын пурăнать. Чи ватти — 1926 çулта çуралнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă Василий Столяров.
Каçхине Саплăкри культура керменĕнчи тĕл пулăва Алешкино-Саплăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Николаевич Артемьев уçрĕ, вăл зала пухăннисене Амăшĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, хăйсем патне Чăваш Республикинчен 150 çухрăмран — Трак енрен çитнĕ юрăпа ташă ăстисене çав тери хапăлласа йышăннине пĕлтерчĕ. Сăмах май, П. Артемьевăн мăшăрĕн — Елена Валерьяновнан — амăшĕн йăх-несĕлĕ Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Пăрăнтăкпа çыхăннă.
Саплăкри уява тăван-хурăнташĕн, çак ялта çуралса ÿснĕ сăпайлă çынсен хаклă хăни — Тюменьте пурăнакан, унти чăвашсен культура, тăван çут çанталăк тата çын программин ертÿçи Мария Владимировна Байкалова хутшăнчĕ, зала пухăннисене хăй тата Тюмень облаçĕнчи мĕн пур чăвашсен ячĕпе Трак ен халăх фольклор ушкăнĕн артисчĕсене, уйрăмах унăн илемлĕх ертÿçине Николай Никонорова, кăмăл ăшшипе тав турĕ, творчество лаççинче ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Алешкино-Саплăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Н. Артемьев Н. Никонорова хăйĕн тата ушкăнăн иксĕлми пултарулăхне тивĕçлипе хак парса тав çырăвĕпе тата хаклă парнепе чысларĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 659 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 54
Хăнасем 54
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz