Юнкун, 06.11.2024, 00:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Утă » 23
Сăн ÿкерчĕк
(Хакла ларнă ирĕклĕх) 
Нумай пулмасть Альфонс Додэн "Сэге мĕçье качаки” ятлă калавĕпе паллашма тÿр килчĕ. Французларан Юрий Артемьев куçарнă ăна. Тĕлĕнмелле, сăмахпа çырса-каласа кăтартайми туйăмсем çуратрĕ вăл. Куна ăнланма чĕлхе пулăшаймĕ. Ăспа ăнкарса туймалла. Чăннипех те вăйлă произведени.
Ирĕклĕх пирки каланипе пуçланать калав. Ирĕклĕхе тĕрлĕрен хаклама вулать. Этем вĕт яланах ун патне туртăнать. Ĕçне çăмăллатма тĕрлĕ техника, механизм шутласа тупать. Алпа тумалли ĕç сахалланать – пушă вăхăт тупăнать. Çавăн пек ансатлатса-ансатлатса пырать те "ирĕке тухать”. Малтан ку ăна савăнтарать. Аван-çке, таврара ĕçсĕр пуçне те темĕн чухлĕ кăсăкли, тĕлĕнмелли пур иккен! Пĕр енчен тепĕр енне ыткăнать этем. Вăхăтне пустуй япаласемпе тăрмашса ирттерет. Юлашкинчен ку ирĕклĕх ăна "тăрантарсах çитерет”. Мĕн патне илсе пырать-ха ĕнтĕ пурнăç çине çапла çăмăлттайла пăхни? Акă, ирĕк ĕнтĕ вăл. Анчах мĕн тумалла унпа; Ăçта чикмелле? Вара çухалсах каять. Шăпах çак ирĕклĕх майĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 581 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кĕнекене кĕнĕ повеçсемпе калаври ĕç-пуç паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Этем чунĕ тата сипечĕ темле йывăрлăха та çĕнтернине, çирĕп кăмăллă çынсем хăйсен телейне яланах тупнине автор пурнăçри кăткăс самантсем, геройсен характерĕ витĕр ĕнентерÿллĕн те туйăмлăн кăтартать. Шăпа тени ют çынсенчен е кĕтменлĕхсенчен мар, этемрен хăйĕнчен кăна килнине кăсăклă сюжет йĕрĕсем уççăн та курăмлăн палăртаççĕ. Кĕнекери тĕп герой – паянхи хĕрарăм, вăл элекпе суяна, тĕрлĕ пăтăрмаха çĕнтерсе чунĕ-пе çирĕпленсе тухма вăй çитерет. Автор чăваш ялĕ сывлăш çавăрса илсе çĕнĕрен мăнаçлăн чĕрĕлсе тăрассине, халăх кун-çулĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнассине чунтан ĕненет. 
"Çирĕп чунлисем телейлĕ” повесть пуçласа пичетленет, ытти хайлавсене вулакансем ыйтнипе кĕнекене тепĕр хут кĕртнĕ.
Миçе çын пăхнă: 724 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Атăлăн сулахай енчи "Чăваш Ен” санатори хутлăхĕнче вырнаçнă этнокультура паркĕ пирки нумайăшĕ илтнĕ, унти илеме кайса та курнă пулĕ. Нумаях пулмасть Балтаевсем – ашшĕпе амăшĕ Людмила Владимировнăпа Николай Михайлович тата ывăлĕ Аттилла – паркри чăваш халăхĕн тĕнче курăмне сăнарлакан скульптурăсен кĕнекине кăларчĕç. 
Несĕлĕмĕрсем мĕне е кама мала хунине паркри палăксем тăрăх та ăнланма пулать. Тĕслĕхрен, "Атте-анне – ман Турă” ятлă эрешлĕ юпа аслисене сума сумаллине питĕ лайăх палăртать. Тепринче, сарă тĕслинче, "Пирĕн ĕç ырра пултăр!” тенинче нихăш пуçарăва та ваттисен пилĕсĕр тытăнмалла марри çинчен асăрхаттарса хăварнă.
Этнопаркри кашни юпа килен-каяна илемĕпе илĕртнĕ май ырă ăса вĕрентет. Ахальтен мар ĕнтĕ "Таса савăт” палăка эрешлесе: "Мĕн акан, çав ÿсет”, – тесе çырнă. Чăнах та, мĕн вуласа, мĕн курса ÿсетпĕр – çапла пулатпăр мар-и-ха?

Миçе çын пăхнă: 555 | Хăçан хушнă: 23.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 14
Хăнасем 14
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz